Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каярах сăмах пирĕн базăра пур.
каярах (тĕпĕ: каярах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак кун ашшӗпе хӗрӗ кӑнтӑрлахи апата яланхинчен каярах юлса ларчӗҫ.

В этот день отец с дочерью обедали позднее обыкновенного.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Ачасем намӑсланчӗҫ: тӳрех шкула чупрӗҫ, каярах юлса ҫитрӗҫ пулин те, вӗсем тӑрӑшса вӗренчӗҫ.

Детям стало стыдно; они пошли в школу и хотя пришли поздно, но учились прилежно.

Вӑрманти ачасем // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 7–11 с.

Вӑл мана каярах та кирлӗ пулӗ-ха, халӗ чиперех пурӑнтӑр.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каярах, ав, тепӗр ҫӗнӗ ҫынна, Телегина, хӑйсемпе явӑҫтарас терӗҫ…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каярах кӑна, пӑшал сассисем харӑсах шӑт!-шат! тума тытӑнсан, пурте чалтах сиксе тӑчӗҫ, хӗҫпӑшал яра-яра тытса, нимӗн ӑнланса илмесӗрех, алӑкран тула туха-туха сирпӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав вӑхӑтрах пӗр шухӑш ӑна вирлӗрех те вирлӗрех пӑраларӗ: капла вӑл Калюков ҫыннисем ӑҫта пурӑннине хӗреснашшӗне пӗлтереймӗ, каярах вара хурахӗсем ҫитес ҫуркуннеччен саланса пӗтӗҫ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялта пурӑнаканскере тавӑрма каярах та май килӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ун пирки каярах, Сидор патне канма кайсан пуплешӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каярах пулин те, хама чике тӑршшӗ лартнине тавҫӑрса илтӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пур пӗр тӗлте йӑва, Сӑпани ҫуркуннех асра картса хунӑ ӑна, анчах тӗкӗнмен, каярах та, ҫулла сайра хутра ҫырлана е кӑмпана ҫӳрекеленӗ чухне, сӑнасах тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах, ара, Калюкова кам ҫул кӑтартнине вӑл халлӗхе пӗлмест-ҫке-ха, шухӑшласа илчӗ каярах, вара, кайран куҫ курӗ унта тесе хӑйне хӑй лӑплантарса, тепӗртакран каллех хӑюлӑхне пухса ҫитерчӗ, мӗн пулать те мӗн килет тенешкел, Крапивинпа Никифоров пуху хыҫҫӑн ӑҫта кайнине курса юлнӑскер, хуняшшӗ килне, Ольга Матвеевна патне уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кашкӑр Мӗтрине юлташлӑх укҫи ӑҫта упраннине кайса пӗлтерсе, яла пирвай — милиционерсем, каярах — Крапивин килмелле тунӑ хыҫҫӑн, ӑна ун чухне самантлӑха кӑна курчӗ пулин те, Сӑпани тек ӗнтӗ Хӗлимунсӑр пурӑнма пултараймассӑнах туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр енчен, Калюкпа тусӗсем ялхуҫалӑх юлташлӑхне ҫаратсан, каярах пулин те, пурӗпӗр килсе кайрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каярах Крапивин, ӑна ирччен янине пӑхмасӑр, Васильева та чӗнсе илчӗ, Оглоблинпа иккӗшӗн малашне мӗн-мӗн тумаллине кашни вак-тӗвек таран ӑнлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакнашкал ӗҫ ҫинчен ӗмӗтленнӗ-им вӑл патшапа мул хуҫисен влаҫне, каярах — киввине каялла тавӑрма ӑнтӑлакансене хирӗҫ пурнӑҫа шеллемесӗр кӗрешнӗ чухне?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Колхозсем пирки эпир каярах ятарласа граждансен пухӑвӗнче ыйту сӳтсе явӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑйӗн вӑрҫӑран таврӑнасса кӗтме пулнӑ савнийӗ Альтюк качча тухнине тӳссе ирттернӗскер, Хӗлимун Крапивин каярах Сӑпание юратса пӑрахма та хатӗрччӗ ӗнтӗ, ӑна качча илес шухӑш та пурччӗ пуҫра.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каярах, чӑнах та, унӑн сӑмахӗ тӳрре тухрӗ: Октябрьти аслӑ революцичченех Никифоров священник санне пӑрахрӗ те каллех ачасене хутла вӗрентме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗҫӗ пирки каярах тӗплӗнрех калаҫса татӑлӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каярах, кӗтӳ хӑвалама тытӑниччен, килти выльӑха та пирвай унта кӑларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех