Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттернӗ (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫирӗп аталану концепцине пурнӑҫа кӗртсе пынӑ май, хӑш-пӗр уйрӑм ӗҫсене туса ирттернӗ тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Мероприятие Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ.

Мероприятие было проведено в рамках Года счастливого детства.

Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи ачасем спектакльсем лартса ӑмӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34893.html

Кун пирки Чӑваш Республикин ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансемпе ирттернӗ пресс-конференцире каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫпе тивӗҫтерӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60746

Кун пирки строительство министрӗ Павел Данилов Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ирттернӗ канашлура пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Строительствора - цифра хатӗрӗсем // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60762

Пирӗн округри пӗтӗм чиркӳрех уяв кӗллисем ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнкун – чи сӑваплӑ уяв // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/18/%d0%bc%d3%9 ... %8f%d0%b2/

Малтанах обществӑлла организацин Чӑваш Респуликинчи штабӗн ертӳҫи А.А.Шакулов кӑҫалхи виҫӗ уйӑхра туса ирттернӗ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ, тӗллевсем палӑртнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d0%b2/

Рефлекси тапхӑрне 2-мӗш шкулти директорӑн вӗрентӳпе воспитани енӗпе тимлекен заместителӗ Татьяна Сапожникова ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк педагогсем канашларӗҫ // Оксана СЕМЕНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12491-ca ... anashlar-c

Вӑрнарти 2-мӗш шкулта акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Ольга Физер ирттернӗ мастер-класс интереслӗ иртнӗ, пурне те тыткӑнланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк педагогсем канашларӗҫ // Оксана СЕМЕНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12491-ca ... anashlar-c

Чӑваш тӗррине хатӗрлес тӗлӗшпе ирттернӗ мастер-класа Елчӗкри ачасен искусство шкулӗн преподавателӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Римма Парферьева та хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Мастер-класа хутшӑннӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bc%d0%b ... bd%d0%bda/

Кунта Леонард Левый сӑмах илнӗ май, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларас тӗлӗшпе ӗмӗрне ирттернӗ Улӑп Елчӗк тӑрӑхӗнче те шкулсем уҫни, унӑн еткерлӗхне упрас тӗлӗшпе туса пыракан ӗҫсем, округӑн пултаруллӑ ҫыннисем ҫинчен каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

Шкултан вӗренсе тухсан эпир хамӑр та ҫавӑн пек каҫ ирттернӗ, институт пӗтернӗ хыҫҫӑн — ун евӗрлӗ тепӗр каҫ тунӑ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ӗҫе юратакан халӑх ҫураки ирттернӗ хыҫҫӑн Ҫурхи уяв уявлать.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Эпӗ ҫакӑ ҫӗр ҫинче хамӑн хуйхӑ-суйхӑ пӗлмен ачалӑха ирттернӗ, ҫавӑнпа эсӗ мана, тӑван кӗтесӗм, тараватлӑн, хапӑл туса йышӑн, мӗншӗн тесен эпӗ — санӑн, чунпа та, юнпа та санӑн…

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Анчах хӑш-пӗр чух вара ялта ирттернӗ пӗр уйӑха аса илетӗп те сисмесӗрех тарӑн шухӑша путатӑп.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Пӗр-пӗринпе вӗсем салтакра туслашнӑ, вӑрҫа та пӗрлех ҫапӑҫса ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ку енӗпе ятарлӑ конкурс ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Ӑна вулавӑш Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗпе, Чӑваш кӗнеке издательствипе, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе пӗрле ирттернӗ.

Мероприятие библиотека провела совместно с Профессиональным союзом писателей Чувашии, Чувашским книжным издательством и Чувашским государственным институтом гуманитарных наук.

Халӑх юратакан кӗнекесене палӑртнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34861.html

Литкружок членӗсем Хумма Ҫеменӗ вӑхӑтсӑр вилнӗшӗн хурланса ирттернӗ, унтан вара Митта Петӗрӗн «Хамӑр ял ҫыннисем» романӗнчи «Ҫӗнӗ ҫӗр» ятлӑ пӗрремӗш кӗнекин сыпӑкӗсене вуланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене ирттернӗ май чӑваш артисчӗсем Мускава гастрольпе тухса кайӗҫ.

В рамках мероприятий, посвященных 175-летию со дня рождения просветителя чувашей Ивана Яковлева, чувашские артисты отправятся на гастроли в Москву.

Чӑваш спектаклӗсене Мускавра кӑтартӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34825.html

Пӗр кунхине вӑл профилактика туса ирттернӗ: хӑйсен урамӗнче пурӑнакан ҫынсен сыснисене шыҫӑ чирӗнчен укол тунӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех