Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ик (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак Анушка ҫава аврине ик аллипе тытрӗ, ак пӗвӗпе ҫӑмӑллӑн ыткӑнса сулса ячӗ, вара, хавхаланса, пӗр чарӑнмасӑр ҫулма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр уйӑх иртет, ик уйӑх иртет, — ӑна чӗнмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗрӗс пулас ҫав ваттисен ҫак сӑмахӗ: витмест ун пек ҫынна сӑмах, ик сехет сиксе тавлашать вӑл, ҫапах та аслӑраххин, ӑслӑраххин канашне итлемест, ун асӑрхаттарӑвне нимле те йышӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳлӗм тӑршшӗпе тем вӑрӑмӑш сӗтел лартнӑ, ун ик айккипе сӗтелтен те вӑрӑмрах тенкелсем лартса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Илсе пӑхӑр-ха кӑҫалхи ӗҫсене: кӗлтесене хиртен ик эрне ытла турттартӑмӑр, ҫӗртме сухине ҫуррине те тӑваймарӑмӑр, ҫӗрулмине кӗрхи ҫумӑр витӗр кӑлартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятнех ҫурчӗ те унӑн ик ял хушшинче ларать.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тухса кайнӑранпа ик эрне ытла иртрӗ ӗнтӗ, старик ҫав-ҫавах ҫук та ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Патша ҫумӗнче ик енӗпе ун ҫывӑх ҫыннисем тӑраҫҫӗ: Благовещенски собор священникӗ Сильвестр, Алексей Федорович Адашев, аслӑ князь пекех ҫап-ҫамрӑк Андрей Михайлович Курбский, Иван Васильевич Шереметев (Асли), Иван Федоровпч Мстиславский, Михаил Яковлевич Морозов, Дмитрий Федорович Палецкий, Владимир Иванович Воротынский, ӗҫре пулӑшма чӗннӗ думнӑй дьяксем, думнӑй дворянсем.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малта патша ик енче ларакансем тата мӑрсасемпе калаҫакансем чаплӑ боярсем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫунашкине хӑй туртрӗ вӑл, анчах ун ик айккипе юри ӑна сыхлама тухнӑ икӗ тарҫӑ пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнпа ӑна чаплӑ ҫынсене йышӑнас умӗн ҫӳллӗ тенкел ҫине лартаҫҫӗ, боярсем пурте ун ик айккипе вырнаҫса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Таса кӗпе-йӗм тӑхӑннӑ халӑх тӗрлӗ ӗҫме-ҫиме йӑтса ялтан ик ҫухрӑма Сетнер уйӗ текен вырӑна ҫӑл кутне васкать.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Карчӑк ик аллипе те пуҫне тытса курӑк ҫине йӑванчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ик эрне каялла ямпа кайрӗ те — ҫук та ҫук.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кайран, ик эрнерен, тӑна кӗрсе кӑштах этем нӗрне ҫитсен Черемисинов ҫакна пӗлчӗ: вырӑссем илме май пур ҫӗртенех крепоҫе илеймен иккен.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну, ик уйӑх.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан пергамент листине хӑйӗн кӑкӑрӗ тӗлне ҫӗклерӗ те ик еннелле туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ик енӗпе те лаша пытанмалла кӑлкан, утмӑл турат, кашлич, тӗрлӗ хыт-хура кашласа ларать.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ик ҫӗр ҫул усрасчӗ пирӗн сана!

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку сӑмахсене илтсен Пикпав старик, вӑрӑмскер, шултра шӑмӑллӑскер, касса янӑ йывӑҫ пек мӑрса умне персе анчӗ, ик аллипе те ун урисенчен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех