Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫсе (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вшик! — сас кӑларса вӗҫсе кайрӗ ҫӗмрен.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вшик! — вӗҫсе кайрӗ каллех ҫӗмрен.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй пуҫ тӑрринчен вӗҫсе иртнисене илтсен те…

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк пӑр-р! туса пӗчӗк кайӑк ҫӗкленчӗ те тухӑҫалла, хӗвел пайӑрки еннелле, вӗҫсе кайса куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр ватӑ хур ами юлашки вӑйне пухса сывлӑша ҫӗкленчӗ те вӗҫсе кайрӗ, анчах ял еннелле мар, вӑрманалла.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑкӑрин ҫӗкленеҫҫӗ вӗсем ҫӳлелле, вӗҫсе пӗр ҫаврӑм тӑваҫҫӗ те, каялла йывӑҫсен хӳттине чӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑп та лӑп ҫав вӑхӑтра ун патне Шурӑ ӑмӑрткайӑк вӗҫсе тухнӑ, ӑна хӑй ҫуначӗпе тытса илнӗ те аякалла вӗҫсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫил пек Савантер еннелле вӗҫсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах Валтиел тӗлӗнче тӳпене ҫунакан ҫӗмренсем ялтӑраса вӗҫсе хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хусан патши, вырӑссем Хусана илнӗ чухне, акӑш пулса вӗҫсе кайнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тин килни шурӑ пӗсехеллине ҫуначӗпе ҫупӑрлама тӑрӑшнӑн, ун тавра темҫе хутчен вӗҫсе ҫаврӑнчӗ те хурамӑш евӗр какӑлтатса сӑрт еннелле вӗҫсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем, пӗр-пӗрне асӑрхасассӑнах, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса сас пачӗҫ те хире-хирӗҫ вӗҫсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку ӑмӑрткайӑкӗ ката тӗлне вӗҫсе ҫитрӗ те ун тӑрринче ҫаврӑнса вӗҫме тытӑнчӗ, темиҫе хутчен хурлӑхлӑн кӑшкӑрса сасӑ пачӗ, унтан ҫӗрелле анма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑнах та, сӑрт хыҫӗнчен тепӗр пысӑк кайӑк вӗҫсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑмӑрткайӑксем, пыр тӗпӗпе кӑшкӑрнӑ евӗр сасӑ туса, пӗр-пӗрине пырса ҫапӑҫаҫҫӗ, вӑрӑм та ҫивчӗ чӗрнисемпе пӗр-пӗрин кӑкӑрне чавала-чавала илеҫҫӗ, сӑмсипе сӑхаҫҫӗ, унтан, вӗҫерӗнсе, аяккалла вӗҫсе каяҫҫӗ те тепре тапӑнма хатӗрлене пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗре, кӑкӑртан сиксе тухса, кайӑк пек Ҫавал тӑрӑх вӗҫсе хӑпарас тенӗнех туйӑнатчӗ…

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ, хӑйсем кашкӑрсене хирӗҫ утма пуҫласан, чӗтреме пӑрахрӗ, ӑна хӑй хӑрамиех пулнӑ пек туйӑнчӗ, вӑл вшик! туса ҫӗмрен кашкӑр еннелле вӗҫсе каясса кӗтме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗмрен пек вӗҫсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗр вара чӑнах та хӗрӗх чӗрнеллӗ пулнӑ, ун кӑкӑрӗ ҫинче ҫавӑнтан пуҫласа пурнӑҫ вӗресе тӑма тытӑннӑ: йывӑҫ-курӑк шӑтса тухнӑ, тискер кайӑксемпе вӗҫенкайӑксем пурӑнма, хурт-кӑпшанкӑсем вӗҫсе ҫӳреме тытӑннӑ, пулӑсем ӗрчесе кӑйнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫуркунне тусӗсем — тӗрлӗ енчен вӗҫсе килнӗ ҫил ачисем — ӑна тӑнлантарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех