Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренсе (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑксемпе ачасем, аслисем, вӗрентекенсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса, пӗр-пӗринчен ыррине вӗренсе пырсан, пуласлӑх лайӑх пуласси те куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Таҫта аякра (Мускав, унтан Оренбург облаҫӗ) Анук строителе вӗренсе тухрӗ, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнмалӑх укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме пуҫларӗ, качча тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хӑйӗн салтак тивӗҫне пурнӑҫласан, Иван хӑй хӗсмет тунӑ вырӑнсенче — кантӑк пек кӑвак каҫсемлӗ Карели енчех — пурӑнма юлать, вӗренсе, алла экономист специальноҫне илет, ҫемье ҫавӑрса, тымарлансах, ҫуртлӑ-йӗрленсех тӗпленет.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫак кӗтемӗнех Милосердина Людмилӑпа (халӗ ӗнтӗ вӑл, тухтӑра вӗренсе тухнӑскер, Шупашкарти пӗр пульницӑра врач-педиатр пулса ӗҫлет) пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ялта сакӑр ҫул вӗренсе свидетельство илсен, вӑл хӑйне ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшне те укҫа-тенкӗ енчен пӑртак та пулин «тӗкӗ парас» тесе, Шупашкарти промышленноҫ валли тракторсем туса кӑларакан завода ӗҫе вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Ҫапла, ҫапла, ҫавӑ, каснӑ хӳре, вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ ҫул пӗрремӗш экзамен тытнӑ кун хӑйӗн юлташӗн, Бодров Аркадин, паттӑрла ӗҫӗ ҫинчен сӑмах пытарнӑскер»…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пӗртен-пӗр хӗрӗм, Люба, тракторсем тӑвакана вӗренсе тухрӗ те ҫав хуларах мӑшӑрне тупрӗ, тӗпленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ӗҫ (вӗренсе ӑс пухасси те ӗҫ!) кӗтет мана.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хӑй кӑҫал ҫеҫ медсестрана вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Унтан пире ҫар ӗҫне тӗплӗнреххӗн вӗренсе алла илме Кронштадта Железняков ячӗллӗ тинӗс-ҫар училищине куҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ленинградра хӑвӑрт, эрне хушшинчех, ҫамрӑк салтак курсне вӗренсе пӗтертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Оренбургри физкультура пӗлӗвӗ паракан округри ҫар шкулне (1922), Хӗвел тухӑҫӗнчи ӗҫ ҫыннисен Коммунизмла университетне (1937) вӗренсе пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Общество ӗҫченӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%be%d0%b ... b5%d0%bde/

«Кун ҫинчен калаҫма иртерех-ха, малтан вӗренсе пӗр-пӗр специальность алла илесчӗ», — час-часах аса килчӗҫ ӑна Полина сӑмахӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Кун ҫинчен калаҫма иртерех-ха, малтан вӗренсе пӗр-пӗр специальность алла илесчӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Стенасен лаптӑкӑшӗпех — шкулпа сывпуллашакансене пурнӑҫра телейлӗ ҫул сунса ҫырнӑ лозунгсемпе плакатсем (вӗсен хушшинче тӗне хирӗҫлесе «шӑл йӗрекеннисем» те), ӑслӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе афоризмсем, кӑҫал ҫак вӑтам шкултан вӗренсе тухакансен сӑнӳкерчӗксен стендчӗ, паллӑ ученӑйсемпе писательсен портречӗсем тата ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ытлашши ан-н калаҫ-ха эсӗ! — чарчӗ Тимошӑна Микола, — ӗҫлеме вӗренсе ҫ-ҫитрӗ вӑл, Маюк аппа, наждак ҫинче ӗҫлеме те шанаҫҫӗ халӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Владимир Сергеевич цехра ҫӗнӗ ҫын мар, лайӑххипе усаллине тахҫанах вӗренсе ҫитнӗ. Апла эпӗ каланӑ сӑмах шыв ҫинче ӳсекен хӑвана шӑварнӑ пекех пулмӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӗҫ йӗркисене вӗренсе ҫитмесӗрех аслисемпе тавлашмастӑп-ши?

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл санӑн ӗҫлесе е вӗренсе ҫитереймен ӗҫсене кӗтсе тӑмасть, васкать те васкать малалла, хӑйӗн кун йӗркине хӗрхенӳсӗр малалла кустарса пырать.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Нимех те мар, Лида, вӗренсе ҫитетпӗр ак ӗҫлеме, ҫапла вӗт?

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех