Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алли сăмах пирĕн базăра пур.
алли (тĕпĕ: алли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Поднос тытнӑ алли чӗтренӗ май чей тултарнӑ стакансем чӑнкӑр-чӑнкӑр! тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Этем мар пуль вӑл, этем алли ӑҫтан ун пек ҫапайтӑр!..

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашкинчен хайхи сасартӑках лӑпланчӗ, тайӑлса кайрӗ те хӑй ҫумӗнчи Ишмукпа Атлай алли ҫине ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн сылтӑм алли ҫакса янӑ пушӑ михӗ пек лӑпӑстатса пырать.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗрӗссипе каласан алли кукӑрри паллӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Те пӗр-пӗр салтак алли унӑн пуҫне касӗ?

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн алли маттур, хӗҫӗ те, анкарӗ те ҫивчӗ, уххи те ҫирӗп, кӑвак ҫӗмрене нумай.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ав, тӑшман енне тӑснӑ алли — пысӑк вулли, йывӑҫӗ хӑй кӑшт маларах ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах хӑвӑлӗ тарӑн иккен, пакша йӑви патне алли ҫитеймерӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Матуррӑн ларса пыраҫҫӗ вӗсем учӗсем ҫинче, сулахай аллисемпе чӗлпӗр тытнӑ, кашнин сылтӑм алли хӗҫ аврине чӑмӑртанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун алли хӑй вӑхӑтӗнче тискер тӑшман пуҫне касма та пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун алли хӑй вӑхӑтӗнче хӗҫ те тытма пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ Аванкай алли кӑлӑх ӗҫлемен.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, ҫук, эпӗ арҫын алли тӗкӗнмен хӗре илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнчӗ, ниуштӑ вӑл ҫак этемренех ҫапла тери хӑраса пурӑннӑ, ун ҫӑмлӑ мӑнтӑр алли ирӗк парсан ҫынна вӗлерме те, ҫурт-йӗре вут чӗртме те пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Пире, килтешсене, ҫак пуп алли самай-самай хытӑ тытать, сывласа илме те памасть», — тепӗр шухӑш ҫаврӑнчӗ Савантер пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таса атте алли мар, — пуҫ касаканӑн!..

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ вара чӑтаймарӑм, — куҫҫульне сылтӑм алли тупанӗпе шӑлса, каларӗ вӑл, — ҫакна илтсессӗнех пуян ҫуртне те, мулланне те вут тӗртрӗм те ялтан тухса тартӑм, вӑрмана ҫитсе, ҫӗрпӳрт туса, пурӑнма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таврӑнмарӗҫ, Аванкай ватӑлса та кайрӗ, алли те ӗнтӗ унӑн хӗҫ ҫӗклеймест пулӗ халӗ…

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара ӑна кӑкӑрӗ патне ҫывхартмасӑр, алли ҫинче тытсах пӗр чӗлӗ касса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех