Шырав
Шырав ĕçĕ:
Часах хумсем ҫинче унӑн ҫурри, унтан вара — вӑл сапакан пайӑркасем ҫеҫ курӑна пуҫларӗҫ; пӗтӗм анӑҫ хӗрелсе кайрӗ те хумсем ӑҫта пӗтни те, тӳпе ӑҫта пуҫланни те палӑрми пулчӗ: хумсене те, тӳпене те пӗр пекех ҫутатакан хӗрлӗ хӗм майӗпен сӳнсе пычӗ; океан, каҫхи кӗлӗ тунӑ пек, пӗр майлӑн та ҫепӗҫҫӗн мӑкӑртатать.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Нимӗнле доктринӑсемпе кӗлӗ сӑмахсем те, нимӗнле вӗрни-сурни те вӗресе тӑракан ҫамрӑкран ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын, пурнӑҫра хура-шур курса ӑсланнӑ ҫын, тума пултараймасть.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ку мӗнрен пулнине эпӗ часах ӑнкарса илтӗм, пуҫ хыта ыратнипе минӗресе халсӑрланнӑскер, диван ҫинче пайтах выртрӑм, ҫав хушӑра хам Бостонжоглон табак хучӗ ҫумӗнчи гербӗ, урайӗнче выртакан чӗлӗмпе табак кӗлӗ, пылак кукӑльсен юлашки татӑкӗсем ҫине тӑрлавсӑррӑн пӑхрӑм, ӗмӗт татӑлнӑн ҫапла шухӑшларӑм: «Эхер ыттисем пек табак туртма пултараймастӑп пулсан, эпӗ ҫитӗнсех ҫитеймен ахӑр; чӑпӑка вӑта пӳрнепе ятсӑр пурне хушшинче тытма, тӗтӗме ӑша ҫӑтма, унтан сарӑ мӑйӑх витӗр вӗрсе кӑларма мана пӳрмен пулас».
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана ҫылӑх каҫарттарас умӗнхи кӗлӗ сӑмахӗсем аса килчӗҫ, вӗсем ман хӑлхара пӗр чарӑнмасӑр янӑраса тӑчӗҫ.Слова молитвы перед исповедью вспомнились мне и не переставая звучали у меня в ушах.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тахши пӗри хулӑн та чаплӑ хавхалануллӑ сассипе кӗлӗ кӗнеки вуланӑ евӗр калаҫать:Кто-то говорил густым и торжественным голосом, точно житие читая:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хулари тӳресем, тӑтӑшах пӗрле пухӑна-пухӑна ларса, тем ҫинчен вӑрттӑн калаҫкалама пуҫларӗҫ, юлашкинчен вара ахаль ҫынсем ҫакна пӗлчӗҫ: каярахри кӗлӗ вӑхӑтӗнче Исаия атте проповедь калать иккен, ҫав проповедьре вӑл ҫынсен чӗрине хускатнӑ мӗнпур ыйтусене ӑнлантарса парать те сирсе ярать, имӗш, тата Штрехель «Лиссабонра» темле хӑйне уйрӑм спектакль лартать, исправник тата кӗпӗрнерен виҫӗ полицейски ярса пама, май килсен салтаксем те яма ыйтать пулать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Тата, сӑвӑ йӗркисем вӑрӑмрах пулсан, вӑл кӗлӗ майлӑрах тухнӑн туйӑнать — чӑнах ҫапла-ши вӑл?Ежели длинный стих, то будто молитвеннее выходит — а так ли?
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Сӑвӑсене манӑн питех те кӗлӗ евӗрлӗрех тӑвас килет, анчах епле ун пек тумаллине — пӗлейместӗп!Мне всё хочется, чтобы стихи-то как молитвы были, а как это надо делать — не знаю!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Эпӗ кӗлӗ каланӑ пек янратмалла тӑвасшӑн, — терӗ Сима шӑппӑн, Лодка еннелле ҫаврӑнса.— Я хочу, чтобы как молитва было, — тихо сказал Сима, обращаясь к Лодке.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Праҫник кунсенче вара, кӑнтӑрлахи кӗлӗ хыҫҫӑн, хресчен хӗрӗсемпе хӗрарӑмӗсене улпут ҫурчӗ умӗнчи ҫерем ҫине вӑйӑ выляма, юрӑсем юрлама хӑваласа пынӑ.
III // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл чиркӳри кӗлӗ йӗркине юратнӑ тата ӑна питӗ лайӑх пӗлнӗ, вӑл ҫамрӑк тияккӑна хӑй патне киле чӗнтерсе, пӗр виҫӗ уйӑх хушши, кашни кун, кадилӑпа мӗнле сулкаламаллине тата амвон ҫинче ҫур кӗлеткепе ҫаврӑнса тӑрса, ораре ҫӗклесе мӗнле юрламаллине вӗрентнӗ; тияккӑн вара чӑнах та ҫур кӗлеткепе ҫаврӑнса тӑрса юрлама пит ӑста пулса ҫитнӗ, ҫавӑн пирки Можайскри купецсем ятарласах ӑна курса киленме пынӑ та.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Мечӗтре кӗлӗ пӗтессе те кӗтмен иккен!
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Унсӑрӑн, ав, Худояр каларӗ вӗт сана, — мулла староста енне пуҫне тайса илнӗ, — ыран кӗлӗ хыҫҫӑн хӑвӑн йӗксӗкӳпе пӗрле вутра ӑшаланӑн, вутра ҫунса вилӗн!
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Тӗрмере ларакан ҫын тӗрме хурал ҫинчен ни кӗлӗ тума, ни табак туртма ирӗк ыйтман.Узник не просил у тюремщика ни чёток для молитвы, ни табаку.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Король выртнӑ, кӗлӗ тунӑ, хӑйӗн Эскориалти чиркӗвӗн ылтӑн алтарӗ ҫинелле пӑхнӑ.Король лежал, перебирал чётки и смотрел в окно на золотой алтарь своей эскориальской церкви.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ӗнтӗ хӗвел те аннӑ, мечетсенче, ковёрсем сарса хурса, вӑрӑм сухаллӑ арабсем могреб — каҫхи кӗлӗ туса пӗтернӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Хӑҫан тата мӗнле майпа Бланко укҫа тӳлесе тыткӑнран хӑтӑлнине никам та пӗлмест, анчах вӑл, паллах, ирӗкре пуйнӑ, сборщик сумкине ҫакса вӑл Алжирти пӗртен-пӗр кӗлӗ ҫурчӗ — Сан Педро канелли еннелле, — утнӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Кам аллаха ӗненет, каҫхине те, ирхине те кӗлӗ тӑвать, кадие тата муллана итлет, эрех ӗҫмест, ҫавӑ турӑ ҫынни ятне тивӗҫлӗ пулать, вилсен рая кӗрет.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл пиҫиххи ҫинчи шӑрҫисене шутаркаланӑ, ҫӳлелле тинкерсе, шурса кайнӑ тутисене пӗр чарӑнмасӑр мӑкӑлтаттарнӑ — кӗлӗ вуланӑ пулас.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Тухтӑр сӗрнӗ маҫсем те, юратнӑ кӗлӗ те, святой Иеронимӑн пластырӗ те пулӑшман.Не помогли ни мази лекаря, ни любимая молитва, ни даже пластырь святого Иеронима.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.