Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗнер сăмах пирĕн базăра пур.
ӗнер (тĕпĕ: ӗнер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнер чип-чиперехчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗнер алӑксем, чӳречесем патӗнчи шӑтӑк-ҫурӑка чӳпӗкпе питӗрсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗнер, сентябрь уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Мелеуз районӗнчи Сергеевка ялӗ ҫывӑхӗнче упа чутах кӗтӳре ҫӳрекен ӗнене туртса ҫурман.

Куҫарса пулӑш

Упа кӗтӳри ӗне ҫине тапӑннӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... nn-3428546

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ертсе пынипе черетлӗ «Инвестчас» ӗнер Республика Ҫуртӗнче иртнӗ.

Очередной «Инвестчас» под руководством главы Башкирии Радия Хабирова состоялся вчера в Доме Республики.

Промышленность, ял хуҫалӑхӗ тата пулӑшу сфери: "Инвестчасра" ҫӗнӗ проектсене ырланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... an-3372491

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Хисеп грамотине Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ» хаҫатӑн тӗп редакторне Лилия Петровӑна парасси ҫинчен калакан хушу тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тата тепӗр хаҫатҫӑна чысланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35871.html

Ӗнер Йошкар-Олара хӑнара пултӑм.

Куҫарса пулӑш

«Ӗнер Йошкар-Олара хӑнара пултӑм…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/305?single

Пуҫтарӑннӑ ҫынсем самай ӗшенетчӗҫ пулмалла, — пӗр сехетлӗхе тӑхтав тӑватчӗҫ, юнашарти буфета кӗрсе, васкаварлӑн бутерброд пекки хыпкалатчӗҫ, турӑх ӗҫсе уҫӑлатчӗҫ, вара, тепӗр кана пуҫтарӑнса, ӗнер пуҫланӑ пухӑва яра куна тӑсатчӗҫ, тата ытларах хӗрсе калаҫатчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

«Фонотека пуянлӑхӗ» передача вӑхӑтӗнче «Мальчишку шлепнули в Иркутске…» илтӗнсенех, эпир Хусанкайпа залра юнашар итлесе ларни ӗнер кӑна иртсе кайнӑ ҫамрӑклӑх пек аса килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ӗнер каҫхине 20 сехет те 50 минутра Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫулӗ ҫинче, авари пулнӑ.

Вчера вечером в 20 часов 50 минут на выезде из Чебоксар, на Вурнарском шоссе произошла авария.

Вӑрнар ҫулӗ ҫинчи аварире 2 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35782.html

Ку статьяна ҫырас шухӑш ӗнер Тимӗр Акташӑн статйине вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Ӗнер, паян мӗн тунипе анчах лӑпланса ларакан йышшисем те мар вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

– Ача сачӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 10 ҫул ҫитрӗ пулсан та ӑна тивӗҫлӗ тытса тӑнӑран вӑл ӗнер тунӑ евӗр ҫӗнех, тирпейлӗ, таса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

Ӗнер, каҫхине, Пушкӑртстанра вӑйлӑ ҫил темиҫе ҫуртӑн тӑррине илсе пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил ҫуртсен тӑррисене илсе кайнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... yn-3392522

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Раҫҫейри чи лайӑх таксист» конкурс финалӗ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑх таксист «Лада Вестӑна» тивӗҫнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35746.html

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнче «Комсомольски – Елчӗк – Пӑва» ҫул ҫинче 59 ҫулти мопедист машина кустӑрми айне пулса вилнӗ.

Вчера, 13 августа, в Яльчикском районе на автодороге «Комсомольское – Яльчики – Буинск» 59-летний мопедист погиб под колесами машины.

Елчӗк районӗнче мопедист сӗт турттаракан машина айне пулнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35711.html

Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.

Решение было размещено вчера на официальном портале органов власти республики.

Ладыковӑн — ҫӗнӗ ҫум // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35689.html

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли пайталлӑ пайташӗн Алексей Ладыковӑн заместителӗ пулма 41 ҫулти Денис Зибарева шаннӑ.

Вчера, 10 августа, стать заместителем полномочного представителя Чувашии при Президенте России Алексея Ладыкова было доверено 41-летнему Денису Зибареву.

Ладыковӑн — ҫӗнӗ ҫум // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35689.html

Ӗнер тата пилӗк мӑшӑр Правительство ҫуртӗнче патшалӑхӑн пысӑк наградине илчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ӗнер канашлӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce

Ӗнер Шӑмӑршӑ районӗнче комбайн ҫунса кайнӑ.

Вчера в Шемуршинском районе сгорел комбайн.

Шӑмӑршӑ районӗнче комбайн ҫунса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35659.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех