Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунсӑр пуҫне тата князь пӗр-икӗ хутчен ним юлмиччен картла выляса яма, хӗрӳллӗ юратушӑн вексельсем парса тултарма, хӑйне хирӗҫ пыракан темле ҫынсене хӗнесе тӑкма, вилӗ ӳсӗр пулса ҫуна ҫинчен ӳкме ӗлкӗрнӗ, пӗр сӑмахпа — ҫав телейлӗ вӑхӑтсенче гвардири служба текен пур ӗҫсене те тунӑ вӑл.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Епле илемлӗ юрлаҫҫӗ ҫуна тупанӗсем!
Пурнӑҫа юратни // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫуна тупанӗсем ҫуйхашаҫҫӗ ҫеҫ яка ҫул ҫинче.
Пурнӑҫа юратни // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
— Пирӗн ялта «Ильич лампи» ҫуна пуҫларӗ, — чӑтаймасӑр хушса хурать ҫак самантра хӗрачи.
Пӑр юрланӑ чух // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Мӗншӗн тесен, тулли пурнӑҫпа пурӑннӑ чухне ҫын, хӑрах ҫуна тупанӗ ҫинче ларса пынӑ пек мар, тӗревлӗреххӗн, ҫирӗпреххӗн туять хӑйне, каясса та хайхи шанӑҫлӑраххӑн, инҫерех каять.
20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Шпиксенчен темиҫе утӑмра Владимир Ильич ҫуна ҫине Надежда Константиновнӑна лартать те хӑй унпа юнашар вырнаҫать.В нескольких шагах от шпиков Владимир Ильич подсадил в санки свою спутницу, сел сам.
Вӑрттӑн тӗлпулусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Владимир Ильич кулса ярать те, муфтӑна илсе, ҫуна ҫине хӑпарса ларать.
Ирӗке! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
«Пулмасть пушӑ вырӑн пирӗн ҫуна ҫинче. Ҫук, ҫук», — теҫҫӗ те пуҫӗсене пӑраҫҫӗ кӑна.«Нет у нас лишнего места в санях. Нет и нет», — и отводили глаза.
Мартӑн пӗрремӗшӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Хушӑран ҫеҫ, тӗслӗхрен: «Кур-ха, тет, — юрӗ мӗнлерех, сӑнчӑрланӑ боярыня ларнӑ ҫуна тин кӑна иртсе кайнӑ тейӗн…»
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӑл цынгапа шыҫӑнса кайнӑ урисемпе аран-аран утма пултарнӑ, ҫавӑнпа та ӑна йӑтса ҫитерсе кивӗ ҫуна сакки ҫине лартнӑ, вара шурса кайнӑ, кӑвак туталлӑ хӗрарӑм Чеховӑн, Толстойӑн тата Горькин калавӗсене каласа панӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Лампа хӗрсе ҫуна пуҫларӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тавӑрӑнать вӑл, чунӑм, пирвайхи юрпа пӗрле, ҫуна ҫулӗпе, эс шансах тӑр.Вернется он, голубушка, с первым снегом, по санному пути, ты надейся.
6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Экспедици начальникӗ Шмидт ҫуна ҫине хӑпарса тӑчӗ.
Мускава таврӑнни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Тӑваттӑмӗш кунне вӑл бинтпа ҫыхса пӗтернӗ йытта ҫуна ҫине хурса каялла кайнӑ.На четвёртый день он положил забинтованную собаку на санки и тронулся в обратный путь.
Кны ятлӑ ача // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Йытӑсем аван пынӑ, ҫуна та ҫӑмӑллӑн ҫеҫ шуса пынӑ.
Кны ятлӑ ача // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Мухортыйӗ хырӑмӗ таран юр ӑшӗнче тӑнӑ, кутлӑхӗпе ҫуна ҫиттийӗ ун ҫурӑмӗ ҫинчен юр ҫинелле усӑнса аннӑ, вӑл шап шурӑ пулнӑ, хӑйӗн вилӗ пуҫне шӑн мӑйӗ ҫинелле усса янӑ; сӑмса шӑтӑкӗсенчен пӑр усӑнса тӑнӑ, куҫӗсем пӑсланса ларнӑ, вӗсем йӗри-тавра куҫҫулӗ шӑнса ларнӑ пек пулнӑ.
X // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Чӑнах та, урипе шак-шак! туса Микитене вӑратнӑ чух, Мухортый шӑнса хытсах ларнӑ мӗн, вилес умӗн ҫуна ҫумне урипе шак-шак! туса илнӗ.
X // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Шӑк-шак тӑваканӗ — Мухортый, вӑл урипе ҫуна ҫумне икӗ хут шӑк-шак! тутарса илнӗ.А стукнул — это Мухортый, ударивший два раза копытом о сани.
X // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Вӑл темиҫе хут лаши ҫине пӑхкаланӑ, ун ҫурӑмӗ ҫаралса кайнине, ҫуна ҫиттипе кутлӑхӗ юр ҫинче выртнине вӑл курнӑ; тӑрса лашине витмеллеччӗ, анчах унан пӗр минут та Микитене пӑрахса хӑварас килмен, тата хӑй хӗпӗртенине те сирсе ярас килмен.
IX // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Вӑл тӑлӑп хӗррине Миките айнелле чиксе янӑ, урисемпе аркине пусса лартнӑ та ҫапла пуҫне ҫуна пуҫӗнчи хуп ҫумне тӗксе ӳппӗн выртнӑ.
IX // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.