Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫултан (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван Ткачук геодезист-гидротехник икӗ ҫултан Ростовран Сталинграда Атӑл — Дон каналӗ тӑрӑх ҫӳрекен шап-шурӑ теплоходпа таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе 2000-мӗш ҫултан уявлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Паян – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ...» // Анна Егорова. https://t.me/c/1455316948/7430

Темиҫе ҫултан каялла таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Йӗлтӗр спорчӗн уявӗ 45 ҫултан иртнӗ хӗрарӑмсемпе арҫынсен чупӑвӗпе вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

2023 ҫултан унти социаллӑ объектсене (кунта сӑмах супермаркетсем, магазинсем, пасарсем, суту-илӳ склачӗсем, бензин тата газ автозаправкисем, аэропортсем, чукун ҫул тата автовокзалсем, уйрӑм ҫынсем тытса тӑракан вӗренӳ тата сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем, банксем пирки пырать) ҫавӑн пек батарейӑсем вырнаҫтарма тытӑнӗҫ.

С 2023 года такие батареи начнут размещать на социальных объектах — речь здесь идет о супермаркетах, магазинах, рынках, торговых складах, бензиновых и газовых автозаправках, аэропортах, железнодорожных и авто- вокзалах, частных образовательных и оздоровительных учреждениях, банках.

Узбекистанра Чӑваш Енри батарейӑпа ӑшӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34244.html

…Мӑн ҫул ҫинче пирвайхи совет танкӗ курӑнсан, ҫынсем ҫултан пӑрӑнмарӗҫ, ӑна хирӗҫех чупса кайрӗҫ.

…Когда на большаке появился первый советский танк, люди не посторонились с дороги, а побежали ему навстречу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ҫамрӑксем пӑртакҫах ҫултан пӑрӑнчӗҫ курӑнать…

— Сошли парни с рельсов…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ку ҫултан эпир ниепле те пӑрӑнма пултараймастпӑр; мӗншӗн тесен эпир — коммунистсем.

И мы не можем свернуть с пути, потому что мы — коммунисты.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Асӑннӑ ҫул-йӗр енӗпе тытӑмлӑ йышӑнусем туса хатӗрлеме 2022 ҫултан тытӑнса республикӑри «Водоканал», «Биологи мелӗпе тасатакан сооруженисем» тата «Чӑвашгаз» компетенцисен центрӗсене явӑҫтарнӑ.

Для выработки системных решений по этим направлениям начиная с 2022 года привлекаются республиканские центры компетенций «Водоканал», «Биологические очистные сооружения» и «Чувашгаз».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫапах та тӑлӑхсем тӗлӗшпе ӳсӗм ҫулне 23 ҫултан чакарма ыйтакан сӗнӳсем килеҫҫӗ.

Однако поступают запросы на снижение возрастного ценза для сирот с 23 лет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Кунсӑр пуҫне 2023 ҫултан тытӑнса процент ставкине 3 пункт чухлӗ чакаракан ҫӗнӗ пулӑшу мелӗ хута каять, унпа 236 кая мар ҫемье усӑ курма пултарать.

В дополнение к этому с 2023 года будет реализована новая мера в виде снижения процентной ставки на 3 пункта, которой смогут воспользоваться не менее 236 семей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ыйтнине хавхалантарма 2021 ҫултан пуҫласа республика ипотека кредичӗсем енӗпе малтанхи тӳлеве тӳлеме, вӑл пурӑнмалли ҫурт-йӗр хакӗн 20 проценчӗпе танлашать, пӗр хутчен паракан укҫа уйӑрать.

Для стимулирования спроса с 2021 года республикой предоставляется единовременная выплата на оплату первоначального взноса по ипотечным кредитам в размере до 20 процентов от стоимости жилья.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

2023 ҫултан тытӑнса сахал тупӑшлӑ ҫемьесене пулӑшу кирлӗ пӗтӗм ачана явӑҫтарса пулӑшу памалли пӗтӗмӗшле тытӑм йӗркеленет.

С 2023 года выстраивается целостная система поддержки малообеспеченных семей с охватом всех нуждающихся детей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Спортпа туслӑ ҫемьесен, ачасен, ватӑ ҫынсен, ӗҫ коллективӗсен йышӗ ҫултан ҫул ӳсет.

Год от года к спорту приобщается все больше семей, детей, пожилых граждан, трудовых коллективов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

2022 ҫултан тытӑнса медицина реабилитацине аталантармалли федераци программи пурнӑҫланать.

С 2022 года реализуется федеральная программа по развитию медицинской реабилитации.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

2020 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулхи тапхӑрта отрасле 80 миллиарда яхӑн укҫа-тенкӗ янӑ, вӗсенчен 11 миллиарда яхӑн тенкине - «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗн мероприятийӗсем валли.

С 2020 по 2022 год в отрасль направлено почти 80 млрд рублей, в том числе около 11 млрд рублей – на мероприятия национального проекта «Здравоохранение».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Пӗрре те аҫу пек пулман, вӑл, 70 ҫултан иртнӗ пулсан та, санран нумай ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Арӑмсемпе пӗринпе те ҫур ҫултан ытла пурӑнмастӑп.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Ҫултан килекен ҫын — ывӑнатех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа икӗ ҫултан Кирук пӗрре Выл пасарӗнче Уйкас учительницине тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех