Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫивӗч сăмах пирĕн базăра пур.
ҫивӗч (тĕпĕ: ҫивӗч) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак вӑхӑтра вара утарҫӑ пӳртӗнче самаях ҫивӗч калаҫу тапранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Маттур эсӗ, куҫу ҫивӗч.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр япалана кӑна ҫивӗч ӑнланса илчӗ вӑл: Калюкова та, ун хыҫӗнче таракан Мӗтрипе ыттисене те Крапивинӑн чи хаяр тӑшманӗсем вырӑнне хумашкӑн сӑлтав пур.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Буфетра тӑракан Мӗтри, халӑх йышлипе, ӑна курмарӗ тесеччӗ вӑл, ҫук иккен, ҫивӗч куҫлӑскер, асӑрхама ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрнех, пӑлавуй купӑста яшки пырса панӑ хыҫҫӑнах сӗтел патне пычӗ те хирӗҫ ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуҫине ҫивӗч ӑнланакан ӑйӑр самантрах тапранчӗ те, ура айӗнчен тӑпра чӑмаккисем сирпӗте-сирпӗте, малалла вӑйлӑ юртӑпа вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах пурӗпӗр туять-ҫке ӑна Крапивин, питӗ ҫивӗч туять.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла, хреснай ывӑлӗн туйӑмне, шухӑш-кӑмӑлне Крапивин ҫав тери, ҫав тери ҫивӗч ӑнланать, чӗре патне хурса йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫынни питӗ ҫивӗч, тӗк тӑраймасть, куҫӗ пӗрехмай вылянать…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӗ вӑл каллех ҫирӗп кӑмӑллӑ та ҫивӗч утаман ӗнтӗ, хирӗҫ те, майлӑ та калаҫма кирлӗ мар унпа…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫав тери ҫивӗч, аҫу пур-тӑк, унпа бритва вырӑнне сухал хырма пултарать, — мухтарӗ Майоровӗ хӑй ӑсталанӑ япалана.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тавҫӑрулӑхӑр ҫивӗч ӑслӑ, анчах пӗр чӗптӗм те тӗрӗс мар.

 — Ваша догадка остроумна, но лишена всякой основы.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пурте вӗсем ҫивӗч примӑна — урӑхла каласан мана — ыталама ҫав тери ӑста.

Все они — великие мастера обнимать резвую приму, то есть меня.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хӑрушлӑхпа теветкеллӗх, ҫут ҫанталӑк вӑйӗ, аякри ҫӗр-шыв ҫути, тӗлӗнмелле паллӑ марлӑх, мӗлтлетсе иртекен юрату — курнӑҫупа тата уйрӑлупа чечекленекенскер; тӗл пулусем, тӗрлӗ сӑн, ӗҫсем илӗртӳллӗн вӗресе тӑни; пурнӑҫӑн виҫесӗр тӗрлӗлӗхӗ, ҫав хушӑрах ҫӳл тӳпере — е Кӑнтӑр Хӗресӗ, е Алтӑр Ҫӑлтӑр, тата материксем пурте — ҫивӗч куҫ умӗнче.

Опасность, риск, власть природы, свет далекой страны, чудесная неизвестность, мелькающая любовь, цветущая свиданием и разлукой; увлекательное кипение встреч, лиц, событий; безмерное разнообразие жизни, между тем как высоко в небе то Южный Крест, то Медведица, и все материки — в зорких глазах.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ытти хӗрарӑмсем Бетси тавра вӗтеленнӗ вӑхӑтра вӑл ыратӑва хӑй тӳсмест пулин те ют ҫын асапланнине питӗ ҫивӗч туйрӗ.

В то время, как другие женщины хлопотали около Бетси, он пережил ощущение острого чужого страдания, которое не мог испытать сам.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫак плана тӑвакансем кӑштах йӑнӑшнӑ: Артур Грэй ҫивӗч чунпа, ҫемьере палӑртса хунӑ ҫул-йӗре малалла тӑсма пачах туртӑнман чунпа ҫуралнӑ.

В этом плане была допущена небольшая ошибка: Артур Грэй родился с живой душой, совершенно не склонной продолжать линию фамильного начертания.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫавӑнпа Лонгрен хӗрне лайӑх кунсенче, ирхине, ҫулӑн икӗ айккипе сарӑлса выртакан чӑтлӑх хӗвел ҫумӑрӗпе, чечексемпе тата шӑплӑхпа тулнӑ вӑхӑтра кӑна — шухӑшласа кӑларнӑ эхлемес-мехлемессем Ассолӗн ҫивӗч туйӑмлӑхне хӑратма пултарайман чухне — хулана кайма ирӗк парать.

Поэтому только в хорошие дни, утром, когда окружающая дорогу чаща полна солнечным ливнем, цветами и тишиной, так что впечатлительности Ассоль не грозили фантомы воображения, Лонгрен отпускал ее в город.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Парник газӗсене епле чакарас ыйту пӗтӗм тӗнчешӗн ҫивӗч тӑрать.

Проблема утилизации парниковых газов актуальна во всем мире.

Китайра сӗрӗм газӗнчен биотопливо тума тытӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31279.html

Ҫивӗч куҫлӑ, ҫирӗп алӑллӑскер, пӑшалтан тӗл пенӗ.

Куҫарса пулӑш

Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658

Влаҫ органӗсен тӗллевӗ — халӑхпа ҫыхӑнса ӗҫлемелли майсемпе шута илнӗ ҫивӗч ыйтусем ҫине васкавлӑн тимлӗх уйӑрасси.

Задача органов власти – оперативно реагировать на замечания, зафиксированные механизмами обратной связи.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Халӑха хумхантаракан ҫивӗч ыйтусем хушшинче — пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче паракан пу-лӑшу ӗҫӗсен пахалӑхӗ, шывпа тивӗҫтересси, обществӑлла транспорт ӗҫӗ, хытӑ сийлӗ ҫулсен пахалӑхӗ, ҫулсемпе тротуарсене юртан тасатасси, ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра тата йӗркеллӗн турттарса тухманни тата ыт.те.

Среди проблем, волнующих население, – качество оказываемых услуг жилищно-коммунального хозяйства, водоснабжение, работа общественного транспорта, качество дорожного покрытия, очистка дорог, тротуаров от снега, несвоевременный и некачественный вывоз мусора и другие вопросы.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех