Шырав
Шырав ĕçĕ:
Амӑшӗ Ленькӑна кӑштах чарса тӑчӗ, ӑна ыталаса илчӗ, унтан вара, ывӑлне хӑйӗн вӑрттӑн та чӗрине ыраттаракан шухӑшӗсене пӗлтерме тивнӗшӗн именсе: — Эсӗ унта, Ленюшка, аҫуна кӑшт асӑрхакала… — терӗ; пӑртак татах иккӗленсе тӑчӗ.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫакна мӗнле те пулин сӑмахпа каласа парасчӗ… анчах тепӗр чухне хӗр куҫӗсем мӗнле ялкӑшнине е тата ун пек хӗрача куҫӗнчен пӑхакан ҫамрӑк чӗрине мӗнле туйӑмсем ҫавӑрса илнине резецпа та, кистьпа та, ҫав тери хӑватлӑ сӑмахпа та каласа пама май ҫук.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Андрий хӑй те пӗлмест, темшӗн ун чӗрине тӑвӑр пек.Андрий же, сам не зная отчего, чувствовал какую-то духоту на сердце.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл чӗрине ҫунтарса, куҫҫулӗпе хӑйӗн ачисене сыхласа ларать.Она с жаром, с страстью, с слезами, как степная чайка, вилась над детьми своими.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Лешсем унӑн чӗрине хӑрушӑ шухӑш асаплантарнине сиснӗ.
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Тӑлӑх арӑмӑн чӗрине йывӑр хуйхӑ асаплантарнӑ.
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
— Юлташсем, — терӗ вӑл, — пӑхӑр-ха, вӗсем пуре те иккӗн ҫеҫ: пӗри пире кунта вилӗм ҫине илсе килекен ватӑ ухсах, тепри — йытӑ ҫури; эпӗ тахҫанах унӑн чӗрине касса кӑларма шутланӑччӗ.
ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Алексей Михайлович, тӗл пулсан, куҫӗсене пытармасть, анчах, ун чӗрине тахҫанхи хурлӑх, ҫивӗчӗ хурлӑх, кышланӑ пек, ҫав хурлӑха мана ӑнлантарасшӑн пек, йӑлӑнса пӑхать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Тен, Хайрулла ун ҫинчен тахҫанах манса кайнӑ пулӗ, анчах Таниле чӗрине кӗрсе юлнӑ хӑйра ӑна ҫаплипех хӑйраса ҫӳренӗ.Может быть, Хайрулла давно уже забыл об этом, но сердце Данилы все продолжала точить обида изнутри.
Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.
Ача чух лашасемпе выртмана кайни, шурӑмпуҫ килнӗ чух пулӑ тытни, тата тем те пӗр, мӗн чӗрине ҫывӑх, мӗн тӑван — ҫавӑ пурте Семёнӑн асне килчӗ.
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Темӗншӗн ӑна, бригада Уральск хулинелле кайнӑ походран таврӑннӑранпа хӑй пӗрре те Селезнихӑна кайса ачисемпе курнӑҫманни аса килчӗ, чӗрине темле чӗпӗтсе ыраттарчӗ ҫак шухӑш.
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Николай чӗрине темӗскер хӗссе лартрӗ.
IV // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.
Анчах кӗҫӗн хӗрӗ, ашшӗн юратаканскерӗ, кӗрен чечеке курнӑ-курманах, шартах сикет те йӗрсе ярать, калӑн ӗнтӗ ун чӗрине мӗн те пулин сӑхрӗ тесе.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Унӑн чӗрине йывӑр шухӑшсем ыраттарчӗҫ: «Ашаксене тавӑрса пачӗҫ, анчах вилнӗ ывӑлпа ҫухатнӑ арӑма кам тавӑрса парӗ?»
XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Анчах вӑл ҫав ҫынсен пичӗсене тӗтре витӗр пӑхнӑ пек кӑна курнӑ, вӗсен сӑмахӗсем ун чӗрине тивеймен.Но лица этих людей он видел, как сквозь туман, и слова их не задевали его сердца.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн халсӑрлӑхӗ каллех Фома чӗрине пырса лекнӗ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Смолин ҫинчен унӑн шухӑшӗ тетӗшӗ ҫине сиксе ӳкнӗ, вара вӑл, чӗрине тапратсах, — мӗнле ответ парӗ-ши вӑл мана?
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн чӗрине темӗнле хурт ӗмсе тӑнӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйӗн чӗринче вӑл, таҫта шалтах, темскер хӑрушӑ япала пытарса усрать пуль, вӑл нихҫан никама юратма пултараймасть пуль, хӑйӗн чӗрине никамшӑн та уҫма шутламасть пуль, тесе шухӑшланӑ ун ҫинчен Фома.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах ашшӗ усаллӑн савӑнса кулни унӑн чӗрине чӑрмаланӑ, ашшӗн пичӗ тӑрӑх тӗксӗм ҫӗлен чӗпписем пек шуса ҫӳрекен пӗркеленчӗксем ӑна хӑратнӑ, вара вӑл, хӑйне ашшӗ таҫталла, ӗмӗтре ахаллӗн те ҫуттӑн курӑнакан тӗлтен аяккалла, пӑрнине туйнӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.