Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунӗ (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чунӗ Ева еннеллех туртӑнчӗ пулин те, вӑл палӑртасшӑн пулмарӗ, Шестипаловӑпа ытларах сӑмахлама тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав тери чунӗ хурланса килчӗ Эльгеевӑн, тӳсеймерӗ вӑл, макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чунӗ ҫӳлти патшалӑхра пултӑрах, — сӑхсӑхса илчӗ Матильда.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӗрме купӑсӑн кӗмӗл хӗлӗхне Павлушӑн сӗркӗчӗ чӗтретсе ярсан, кашни нотӑн чунӗ пур пекех туйӑнса кайрӗ Мишӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑйӗн чунӗ тулашнине паян вӑл адъютантне те пӗлтермесӗр чӑтаймарӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сасартӑк Павлушӑн чунӗ тӑвӑлса ҫитрӗ: алра пӑшал пулсан, е халь умра чӑнахах пӗр-пӗр «мародер» тӑрас пулсан — вӑл пӗр шухӑшламасӑр персе вӗлерме пултарассӑн туйрӗ хӑйне хӑй.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа та ӗнтӗ чӑвашла чӗлхепе кӗлтуни чӑваш чунӗ патне пырӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӳхе тути кулнӑ чух Каччӑн чунӗ ҫемҫелет.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чирлӗ ҫыннӑн чӗри ахаль те вӑркать, анчах Марьен паян чунӗ чӑннипех ҫуннӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Марьепе Санюк чӳрече янаххи ҫине пӗр стакан шыв лартрӗҫ, унта чӗр ҫӑмарта хучӗҫ — ашшӗн чунӗ чӳхенсе тасалса тухса кайтӑр тесе, куҫкӗски тата картин таврашне шур пирпе витрӗҫ, тупӑк йӑтса тухнӑ чух тӗл пулнӑ ҫынна пама сӗвем ҫип те хатӗрлерӗҫ, пытарса килсен ҫынсене ҫитерме кутье пӑтти те, иҫӗм ҫырли кукли те пӗҫерсе хатӗрлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫапах чунӗ хӗпӗртенӗ унӑн та: Сашша тӳрленессе вӑл ӗненчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вара, тасалнӑ чунӗ тур умӗнче пултӑр тесе, аран сывлакан ҫынна пачӑшкӑ кӗмӗл кашӑк вӗҫҫӗн хӗрлӗ эрех ӗҫтерчӗ (шывпа хутӑштарнӑ хӗрлӗ эрех Христосӑн таса юнӗ вырӑнӗнче пулнӑ иккен, ӑна ӗҫекенӗн чунӗ те тасалнӑ, ҫылӑхӗ те каҫнӑ).

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав хӗрупраҫӑн таса чунӗ ячӗпе калатӑп: кирек ӑҫта пулам, кирек мӗнле йывӑр кунсем, тен, килсе тухӗҫ, — сана манмӑп, Тоня!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Homo homini lupus est — икӗ пин ҫул ытла ӗнтӗ ку сӑмахсене ӗлӗкхи римлянсем каланӑранпа — ҫын чунӗ унтанпа пӗрре те улшӑнман иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сатин кӗпи айӗнчен ирсӗр чунӗ курӑнмасть, тет, пулӗ, — хӑй тӗллӗн шухӑшласа васкать Сашша.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чылайччен ним чӗнмесӗр утрӗҫ асламӑшӗпе мӑнукӗ: пӗри — чунӗ хурланнипе, тепри — чӗри ҫуннипе сӑмах тупмарӗ ҫул ҫинче.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӗмӗрт ҫеҫки ҫурӑлсан, е ҫӑка чечеке ларсан — камӑн чунӗ савӑнмӗ?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чунӗ савӑнчӗ вара ҫӑмарта хуҫи пулнӑ ҫыннӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Камӑн чунӗ татӑлчӗ-ши ҫак ҫӗр, — ирӗксӗрех хӑйӗнчен хӑй ыйтнӑ пек, каларӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр-ик ҫул каярах ял витӗр лашине тӗрлеттерсе чуптарса кайма юратнӑ ҫӑмарта хуҫин чунӗ халь мӗскӗнленнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех