Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чиперех (тĕпĕ: чипер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калюковпа Валет пӑлханчӑк Сӑр урлӑ чиперех каҫрӗҫ, ӑҫта тухнине хӑвалакансем ан пӗлччӗр тесе, кимме ҫыранра тупӑннӑ шалҫапа юханшыв варринелле тӗксе ячӗҫ те тӳрех вӑрмана кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр чӗрӗк сехетрен икӗ юлташ, тӑрантасра юнашар ларса, ялтан чиперех тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитӑрӑв, эппин, — чиперех каласа пачӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӑванпа Унеҫӗм евитленипе тепӗр кун яла милиционер килсен те, Ехвин хӑйӗннех печӗ, ҫапла вара чиперех хӑтӑлса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

…Ехвинпе хӑнисем ҫапла чиперех калаҫса ларатчӗҫ, такам калинккерен шаккани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑмах-юмах тумхахлӑ вырӑнсенчен чиперех иртрӗ те малалла якан шума тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр виҫӗ сехетрен вӗсем, ялсене кӗмесӗр, чиперех Йӗпреҫ леш енчи вӑрмана, тутар арманӗ текен вырӑнтан пилӗк-ултӑ ҫухрӑм сулахайра вырнаҫнӑ утар патне ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюк банди чӑнахах пытаннӑ е таҫта урах ҫӗре кайнӑ пулас, Крапивинпа юлташӗсем Ҫӗнӗ Мӑрата чиперех ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла малалла пӗр-икӗ ҫухрӑм чиперех чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсен айккипе, чӗркуҫҫи таран, тӗллӗн-тӗллӗн ытларах та ура путать пулин те, чиперех утма май пур…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Таркӑнсем чиперех ҫӗр каҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла вара, лашасене утланса, тепӗртакран пурте леш енне чиперех каҫса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗр-ҫӗнӗ полк килсе ҫитни фронта ку тӗлте ҫирӗплетме кӑштах пулӑшрӗ-ши, пулӑшаймарӗ-ши те, Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсем ҫакӑн хыҫҫӑн уйӑх ытла чиперех тытӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чиперех сипленсе ҫитнӗччӗ Ванькка, ЧКра ӗҫлекен хӗреснашшӗне Крапивина Экеҫпе Хуралам тӑрӑхӗнче алхасакан хурахсен ушкӑнне тытма та пулӑшнӑччӗ: вӗсем вӑрманта ӑҫта пурӑннине тупса кӑтартнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗренӗн ҫав татӑкӗ чул хӳмен тепӗр енне усӑнмалла иккен, вара ун тӑрӑх аяла чиперех анма пулать…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Исполнитель тет-и. Санюк та чиперех пурӑнать иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сывлӑху унччен чиперех юлсан.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун тӗрмере пӗр виҫӗ уйӑх чиперех пурӑнчӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чиперех таврӑнтӑн, турра шӗкӗр, вӑрҫӑ таврашне курмарӑн, рехмет ҫакӑншӑн саманана.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Акӑ, кӑвайчӗ чиперех ҫунма тытӑнчӗ курӑнать те, арҫын хайхи аттине илсе айккине пӑрахрӗ, сӑмавар ҫине Г саспалли пек кукӑр мӑрье тӑхӑнтартса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех