Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳссе (тĕпĕ: тӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем хӑйсем тӳссе ирттернӗ выҫӑллӑ-тутӑллӑ вӑхӑтсене, хӑйсене хӗненине аса илчӗҫ.

Люди вспомнили голод и побои, которые пришлось испытать.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эпӗ унта мӗн тӳссе ирттернине ӗненетӗн-и эсӗ, Ван юлташ, — хӑвӑрттӑн пуҫне ҫӗклерӗ Чжао Юй-линь, — ку чӑн та шӑпа вара!

— Поверишь ли, товарищ Ван, — вскинул голову Чжао Юй-линь, — то, что я выжил — это уж поистине судьба.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

1945 ҫулхи апрелӗн 16-мӗшӗнче, тул ҫутӑлас умӗн хамӑр мӗн курса, тӳссе ирттернине нимӗнпе те танлаштарма ҫук.

Ничто нельзя сравнить с тем, что мы видели и пережили перед рассветом 16 апреля 1945 года.

17. Тӑван ҫӗршывшӑн, Сталиншӑн — малалла! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ватӑлса ҫитнӗ, час-часах чирлекен, нимӗҫ фашисчӗсем пулнӑ вӑхӑтра тем те пӗр тӳссе ирттернӗ килхуҫи хӗрарӑмӗ пире, гитлеровецсем пулнӑ чухне фашист офицерӗ пӗрре йытта чут ҫеҫ вӗлерменни ҫинчен каласа пачӗ.

Хозяйка, старая и болезненная женщина, исстрадавшаяся за время немецко-фашистской оккупации, рассказывала, что когда здесь были гитлеровцы, фашистский офицер раз чуть не убил собаку.

9. «Киле» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫакна эпир уйрӑммӑнах Октябрь ҫирӗм ултӑ ҫул тултарнӑ кун Сталин юлташ докладӗнчи ҫак сӑмахсене вуланӑ хыҫҫӑн лайӑх туйса илтӗмӗр: «Пирӗн ҫӗршыври халӑхсен туслӑхӗ вӑрҫӑри пур йывӑрлӑхсемпе испытанисене те тӳссе ирттерчӗ, вӑл туслӑх мӗнпур совет ҫыннисен фашистла захватчиксене хирӗҫ пыракан пӗрлехи кӗрешӗвӗнче татах та ытларах пиҫӗхсе ҫирӗпленчӗ».

И мы особенно ощутили эго в день двадцать шестой годовщины Октября, читая слова доклада товарища Сталина: «Дружба народов выдержала все трудности и испытания войны и ещё более закалилась в общей борьбе всех советских людей против фашистских захватчиков».

20. Октябрь праҫникне фронтра кӗтсе илетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Тӳссе ирттерме кӑна мар, ӑна пӗтерсе лартма та пултараҫҫӗ».

И не только выдержать, но и преодолеть его».

1. Ҫулпуҫ сӑмахӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

… Пирӗн Совет ҫӗршывӗ кӑна, пирӗн Хӗрлӗ Ҫар кӑна ҫакӑн пек хӗснине тӳссе ирттерме пултарчӗҫ.

…Только наша Советская страна и только наша Красная Армия способны выдержать такой натиск.

1. Ҫулпуҫ сӑмахӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ пурне те тӳссе, кун хыҫҫӑн кун ҫаксене ташлама вӗрентетӗп.

Терпеливо, день за днём, я учил длинноногих птиц танцевать.

Ташлакан тӑрнасемпе ҫара уран ҫӳрекен чӑхӑ // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Слонсем пурне те тӳссе ирттереҫҫӗ.

И слоны всё терпят.

Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Хӑш чухне пулса иртекен ӗҫсене тӳссе ирттерме йывӑр пулать, анчах эпир вӗсене пурне те чӑтӑмлӑн ирттеретпӗр.

Порою тяжело становилось на душе, но мы знали, что должны держаться мужественно, стойко.

7. Инҫетри тыла // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Украина, манӑн чечекленсе ешӗрекен тӑван Украина, ултавлӑ тӑшман килсе ҫапнине тӳссе курчӗ.

Украина, моя родная цветущая Украина, уже испытала первый удар вероломного врага.

5. 1941 ҫулхи июнӗн ҫирӗм иккӗмӗшӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Анне мӗн ҫамрӑкранпах йывӑр ӗҫе тӳссе ирттернӗ, хӑйӗн сывлӑхне начарлатнӑ.

Мать надорвалась ещё до замужества: с детства на ней лежала непосильная работа.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Ҫапла, эпӗ те тӳссе ирттертӗм.

— Да, я тоже пережил.

Саид философ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

— Эсӗ те Делирен тухнӑ чухне ҫынсене вӗлернӗ вӑхӑтра нумай тӳссе ирттернӗ-и?

— Ты тоже много пережил, когда уезжали из Дели и убивали людей?

Саид философ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Икӗ уйӑх хушши пурӑнчӗ Демьян Сергеевич пирӗнпеле пӗрле, мӗн пур партизансемпе пӗрле хура-шура тӳссе.

Почти два месяца пробыл с нами Демьян Сергеевич, неся тяготы, лишения и опасности партизанской жизни наравне со всеми бойцами и командирами.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Халӗ ҫеҫ эпӗ Олег мӗнле асап тӳссе ирттернине лайӑх куртӑм.

Только теперь разглядела я, как был измучен Олег.

Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Отряда ҫырӑнакан юлташсен нимӗнрен те хӑрас шухӑш ан пултӑр тесе эпӗ вӗсене хамӑр халиччен тӳссе курман хурлӑхсем ҫинчен те кала-кала паратӑп, вӑл хурлӑхсене юриех тата темиҫе хут та ытларах ӳстерсе кӑтартма тӑрӑшатӑп.

Для того чтобы люди, вступавшие в отряд, были готовы ко всему, я говорил им о таких трудностях, которых мы ещё не переносили, нарочно преувеличивал, рисовал довольно-таки страшную картину.

Отрядсем пӗрлешеҫҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

— Мана тӳссе пурӑнма ан вӗрент, анне!

— Терпеть меня, мама, не учи!

Тытӑҫу // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Корчагинӑн ҫамрӑклах нумай тӳссе ирттермелле пулнӑ.

Корчагину пришлось многое пережить в юности.

Унӑн ҫут ҫӑлтӑрӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ун чухне кукамӑшӗ часах хӑйӗн мӑнукне, «Ҫамрӑк гварди» комиссарне «буржуйсене» хирӗҫ пынӑ вилӗмлӗ кӗрешӳре пулӑшма, ҫамрӑк харсӑрсен хӗҫ-пӑшалӗсене пытарса усрама, вӗсене вӑрттӑн тӗл пулнисене хуралласа тӑма, допроссенче нимӗҫсем ҫапа-ҫапа ӳкернине чӑтма, ывӑлӑн вилӗмне асаплӑн тӳссе ирттерме, Олегӑн тата хӑйӗн юратнӑ мӑнукӗ пек миллионшар паттӑр ҫынсен ӗҫӗ ҫӗнтернине курма тивӗҫлӗ пулассине никам та шухӑшлама пултарайман…

Кто мог знать тогда, что придётся бабушке Вере помогать её внучку, комиссару «Молодой гвардии», в смертельной борьбе с «буржуями», Прятать оружие юных храбрецов, охранять их тайные встречи, падать под ударами немецких фашистов на допросах, перенести мученическую смерть внука и увидеть победу дела Олега и миллионов таких, как её любимый внук…

Олег кукамӑшӗ Вера // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех