Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑлса та, ҫуса та кайми ҫулланса, вараланса пӗтнӗ тумтирсем тӑхӑннӑ подмастерьесем тинех вара шкул ачисем майлӑрах курӑнма пуҫларӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Гусарсен тумне тата пуҫӗсене кивер тӑхӑннӑ хӗрсем параппан каласа хусканусем туса тӗрлӗ уява - Ҫӗнтерӳ кунне, культура тата спорт мероприятийӗсене, конкурссене - илем кӳреҫҫӗ.
Янратӑр параппан сасси, кӗрлетӗр уяв! // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44130-yanra ... let-r-uyav
Ҫине вӑл хура кӗрӗк, пуҫне лапсӑркка ҫӗлӗк тӑхӑннӑ.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
Кӗске кӗрӗк тӑхӑннӑ Кӗҫтук пӗр ҫӗклем вутӑ ҫӗклесе кӗчӗ, хӑна ҫинелле пӑхса илсе, ҫӗклемне кӑмака умне хуллен хучӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл шурӑ кӗпе-йӗм тӑхӑннӑ, ҫӗн тӑла-ҫӑпата сырнӑ — кӑмака сакки ҫинче кукӑр чӗлӗмне паклаттарса ларать.
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл хӑй патнелле хура сӑхман тӑхӑннӑ, хура тӑла сырнӑ, шап-шурӑ тутӑр ҫыхнӑ хӗр ҫывхарнине асӑрхарӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Карточка ҫинче шкул тумӗ тӑхӑннӑ вунпилӗк-вунултӑ ҫулхи хӗрача ларать: хулӑн ҫивӗтлӗ, салхуллӑрах, шухӑшлӑ сӑнлӑ, хӑйне евӗр чипер.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Сасартӑк вӗсем ашшӗ ҫурӑмӗ ҫинчен сиксе анчӗҫ те алӑк патнелле ыткӑнчӗҫ: унта хура пиншак, теплеттернӗ пысӑк ҫӑм атӑ тӑхӑннӑ мӑн сухаллӑ лутра старик кулкаласа тӑра парать.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Макар хӑй те костюмне тасатса-якатса тӑхӑннӑ, пушмакӗсене ҫутатнӑ, шурӑ кӗпепе, ҫӗнӗ галстукпа, пӗрмай тӑмаланса тӑран ҫӳҫне хитре тураса якатнӑ, сӑнӗ телейлӗ кулӑпа ялкӑшать, хӑйӗнчен одеколон шӑрши кӗрет.
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Салам, Пӑрчкан! — тесе, пӗр пӳлӗмрен кӑвак халат тӑхӑннӑ сарӑ вӑрӑм хӗр сиксе тухрӗ.
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Чӑнах та, комбинезон, резина атӑ, летчик шлемне тӑхӑннӑ ҫамрӑк ҫын канава кӗрсе ларнӑ мотоцикла туртса кӑларма хӑтланать.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӑл хром атӑ ҫийӗн калуш тӑхӑннӑ, кӑвак галифепе, вӗр-ҫӗнӗ кӑвак фуфайкӑпа, хӑлхисене ҫӳлелле ҫавӑрса ҫыхнӑ хура ҫӗлӗкпе.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Пирӗн ума комбинезонпа сӑран атӑ тӑхӑннӑ сарӑ каччӑ тухса тӑчӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Сенкер вӑрӑм платье тӑхӑннӑ яштака пӳллӗ, сарӑ вӑрӑм ҫиветлӗ хӗр Куккук пулас; вӑл, хӳхӗмскер, аллисене меллӗн авкаласа, ҫинҫе пилӗклӗ кӗлеткине енчен-енне тайӑлтарса, мӑнаҫлӑн ярӑнса ташлать.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫӗрпӳ хӗрӗсем шурӑ кӗпе ҫийӗн кӗрен саппун ҫакнӑ, Улатӑр хӗрӗсем — сарӑ вӑрӑм сараппанпа, Елчӗк енчисем — темиҫе аркӑллӑ улача кӗпепе, Хӗрлӗ Чутай хӗрӗсем акӑш пек шап-шурӑ тӑхӑннӑ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Коля кивӗ гимнастеркӑпа, ботинкӑпа, обмотка сырнӑ, кивӗ шинельне хӑмӑт пек скатка туса мӑйран тӑхӑннӑ, ҫурӑм хыҫне салтак кутамкки ҫакнӑ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Йывӑҫ тӗмӗсем хушшинчен хӑмӑр халат тӑхӑннӑ Коля килни курӑнчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Хула урамӗсенче «гражданскисенчен» ытларах ҫар тумӗ тӑхӑннӑ ҫынсем курӑнаҫҫӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Шап-шурӑ тӑхӑннӑ тухтар васкаса чупса кӗчӗ те ватӑ хӗрарӑмӑн ал тымарне тытса пӑхрӗ, чӗрине итлерӗ, пӳрнипе кӑшт куҫӗсене уҫса пӑхрӗ:
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫине авалхи хура сӑхман тӑхӑннӑ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.