Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑш чухне вут сӳнес патнех ҫитет, вара вӑрӑм мӗлкӗсем вут купи патнех тӑсӑлса ҫитеҫҫӗ: каҫхи тӗттӗм вут ҫутипе тавлашать.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Акӑ вӑт, тен, пӗлетӗр, — мӗнле пӗлместӗр пултӑр-ха вӑл хӑвӑрӑн ҫӗре, — Ченлышнӑран Малинина патнелле тӑсӑлса выртакан пусса?..
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Эпӗ ырӑ шӑршлӑ утӑ ҫине тӑсӑлса выртрӑм, йыттӑм манӑн ура вӗҫне хутланса выртрӗ; Федя мана ырӑ каҫ сунчӗ те, алӑк чӗриклетсе хупӑнса ларчӗ.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Калуга кӗпӗрнинче, йӑлтах урӑхла, вӑрмансем кунта ҫӗршер ҫухрӑма тӑсӑлса каяҫҫӗ, шурлӑхсем вуншар ҫухрӑм сарлакӑшӗ сарӑлса выртаҫҫӗ, кунта ырӑ йӑхлӑ ӑсан кайӑк пӗтмен-ха, ырӑ кӑмӑллӑ дупель те курӑнать-ха, яланах ӗҫлӗ хир чӑххи те, сасартӑк вӗҫсе хӑпарса, сунарҫӑна та, унӑн йыттине те хӑратса пӑрахать.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Ҫапӑҫу темиҫе километр хушши тӑсӑлса выртать, анчах ачасем унӑн пӗр пысӑк мар лаптӑкне ҫеҫ кураҫҫӗ.Бой растянулся на несколько километров, но ребята видели только небольшой его участок.
X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫапах та вӑл капитан хушнине итлемесӗр тӑма пултараймарӗ; хулпуҫҫийӗсене анлӑрах сарма тӑрӑшса, капитан умне йӑшт тӳрӗ тӑсӑлса тӑчӗ.Но все же он не мог ослушаться и вытянулся перед капитаном, стараясь пошире развернуть плечи.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ытти ҫынсем умӗнче йӑшт тӳрӗ тӑсӑлса тӑма Ленькӑна темӗншӗн намӑс пек туйӑнчӗ.Леньке почему-то было стыдно при всех становиться навытяжку.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Капитан хӑй тӳп-турӗ тӑсӑлса тӑчӗ.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫӗр чавакансем пӗтӗм улӑх тӑрӑх тӑсӑлса кайнӑ.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ленька кимӗ пуҫӗ ҫине ӳпне тӑсӑлса выртрӗ, пӑрамат кантринчен аллипе тытса, тепӗр енне ишсе каҫрӗ.Ленька лег грудью на нос ботника и, перебирая руками бечеву перемета, поплыл через речку.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Халӗ ҫӑрттан пӗтӗмпех курӑнать ӗнтӗ: хӑй тачка та тӗксӗм ҫурӑмлӑ, айккисем тӑрӑх улма-чӑпар тӗслӗ ҫаврашкасем тӑсӑлса выртаҫҫӗ, сӑмси вара кӑвакалӑнни пек лаптак.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл тунката ҫинчен тӑчӗ те, ҫывӑрса кайнӑ урисене ҫемҫетсе, тӳп-тӳрӗ тӑсӑлса тӑчӗ, ачасем ҫине кӑмӑллӑн пӑхса, йӑл кулса илчӗ.Он поднялся с пенька, потянулся, разминая затекшие ноги, улыбнулся ребятам теплой, хорошей улыбкой.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Йывӑҫ мӗлкисем шыв ҫине тӑсӑлса ӳкрӗҫ.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫатан урлӑ тӑсӑлса пӑхса, вӑл тӗлӗнмелле картина курчӗ: урам варринче Ленька тӑрать, вӑл хӑйӗн тӑшманӗпе — Гришка Мартыновпа хӗрсе кайсах кӑмӑллӑн калаҫать!
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ленькӑшӑн чечексем те ҫулсеренех лайӑхран та лайӑх пулса пынӑ пек, Сарӑ хӑйӑр тенӗ вырӑнти хырсем те хитреленсе пынӑ пек, сывлӑш та тасалнӑҫемӗн тӑсӑлса пынӑ пек, пӗлӗт те ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарса пынӑ пек туйӑннӑ.
I сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӗсенче куҫҫулӗ те типме ӗлкӗреймӗн-ха, куҫ йӗри-тавра чун витӗр тухнӑ нӳрлӗхе курма пулать; кӑкӑр, мӑй тата хулпуҫҫисем пур енчен те илемленсе ҫитнӗ хӗрачана кирлӗ виҫене ларнӑ; ӗлӗк ҫӑмӑл кӑтрашкасемпе пит ҫинелле сапаланса тӑракан ҫӳҫӗ халӗ хулӑм та сарлака ҫивӗт пулса тӑнӑ, унӑн пӗр пайне тирпейлесе хунӑ, тепӗр пайӗ ал тӑршшех усӑнса тӑрать, ҫинҫе те вӑрӑм ҫӳҫ пӗрчисен пӗр пайӗ хутланкаласа кӑкӑрӗ ҫине тӑсӑлса аннӑ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ниҫта нимӗнле йывӑҫ та тӗл пулмарӗ: умра ҫав-ҫавах ирӗк, чаплӑ, вӗҫӗмсӗр ҫеҫенхир тӑсӑлса выртать.Нигде не попадались им деревья, все та же бесконечная, вольная, прекрасная степь.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тӗттӗм те кӑн-кӑвак пӗлӗт тӑрӑх, такам тем пысӑкӑш мӗлкепе сӗрнӗ пек, кӗрен ылттӑн тӑрӑхӗсем сарлакан тӑсӑлса выртаҫҫӗ: хутран-ситрен ҫӑмӑл та витӗр курӑнакан шурӑ пӗлӗт татӑкӗсем иртеҫҫӗ, тинӗс хумӗ пек чуна уҫакан тин тухнӑ ҫил курӑк тӑррисене кӑшт хумхантарать тата питҫӑмартисене тивсе сӗртӗнкелет.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хускалмаҫҫӗ ҫак кӗрӗ ҫипписем, вӗсем витӗр илнӗ сиктерӳсем пир уҫҫи варрипе тӑсӑлса выртаҫҫӗ.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Кайри тӑратнисенчен малалла икӗ кашта тӑсӑлса тӑрать, вӗсем ҫине урлӑ хунӑ каштаран шӑлтӑрмасем ҫакса янӑ; шӑлтӑрмасем ҫине икӗ кӗрӗ ҫакнӑ; вӗсен пӗрер ура пусси; кӗрӗсем умӗнче — пир хӗҫҫи; станӑн хыҫалти кашти ҫинче — вӑт пӑта, ун ҫине куммин куҫӗсене тӑхӑнтараҫҫӗ.
Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.