Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑра сăмах пирĕн базăра пур.
сӑра (тĕпĕ: сӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн ватӑ Михетер Тантӑшсене йыхӑрать; Унӑн ватӑ карчӑкки Сӑра йӑтнӑ, уттарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хӑй вӑл хӑрах аллипе Йӑтнӑ сӑра чӗресси: Ай-хай, хӗн пек ҫӗклесси, Ай-хай, ҫӑмӑл ӗҫесси!

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Михетерӗн килӗнче Сӑра пичӗки кусать, Ялти тантӑш-тӑвансен Пырӗ тӗпӗ ярӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Тарӑн нӳхреп ӑшӗнче Мӗн чул сӑра пӗтмен-ши?!

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Виҫшер курка сӑра ӗҫсессӗн, Ҫемҫелчӗ кӑмӑл: пыл та ҫу.

Куҫарса пулӑш

XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ишут килте тӗпӗртеттерчӗ — Пуҫланчӗ вӗткеленчӗк кун: Чылай вӑл уншӑн ӑшталаннӑ, Кӗтсе илме те йышӑнма Лаҫра ялан сӑра чашланӑ, Юн сивӗнсессӗн, ӑшӑнма.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хавал ун ҫук: сӑра, апат Паян пӗр тутӑсӑр пек уншӑн, Вӑл пурӑнать пулас мӑнкуншӑн: Куҫ умӗнче пӗр сӑн-сӑпат Ялан тӑрать — чуна вӑратрӗ; Вӑл савӑнтарчӗ те хӑратрӗ Куҫ умӗнчен кӗҫ каясран.

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Муштра, француз чӗлхи те бал Е сив сӑра пӗр-ик бокал, Тата ун учӗ чуптӑр вирлӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Бригадир Ивана вучах сӳнтерсе сӑра хуранне илнӗ вырӑна лартма пулӑшрӗ те хире сӳре сӳрелекенсем патне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ку сӑмаха Маринерен темиҫе хутчен те илтнӗччӗ, анчах бионтизаци кун пек пулассине шутлама та пултарайман: сӑра хуранӗ ҫакса янӑ та вире вӗри шыва чике-чике кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӗтел ҫинчи апат паян уйрӑмӑнах техӗмлӗ, амӑшӗ пӗр алтӑр лартса панӑ квас вара сӑра пекех тутлӑ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрарӑмсем сӑра витрисемпе эрех четвӗрчӗсене урама йӑтса тухнӑ, ӑсатма пуҫтарӑннӑ халӑха кунта ӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паттинчен ытла урпа кӗркунне сӑра тума кирлӗ, — кулчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та сӑра ӗҫес шанчӑка ҫухатмалла мар-и ха манӑн?

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ху питӗ лайӑх хӗр, анчах сӑра вырӑнне шыв ӗҫтеретӗн.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр тесен, вӑл кирлӗ те мар, унсӑрӑнах кунта чуна хускатакан чӗрене кӑмӑллӑн кӑтӑклакан мӗнпур кӗвӗ пур, унсӑрӑнах кунта ҫынсен савӑнӑҫӗ чурана ытлашши ярса тултарнӑ кӑпӑклӑ сӑра пек тӑкӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унтан амӑшӗ пӗрер курка сӑра тултарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл самаях пысӑк чара илчӗ те тӗпсакайне сӑра ӑсма кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эп халех сӑра ӑсса тухатӑп.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑра ӑсса пар ӗнтӗ, — терӗ Алексей, амӑшӗн куҫҫульпе ҫутӑлса тӑракан савӑнӑҫлӑ куҫӗсенчен пӑхса.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех