Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантрах (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вова ҫав самантрах картишне вӑркӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарҫӑ пӗр стакан эрех тултарса ӗҫрӗ те самантрах куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӑварне пӑкӑласа, самантрах алли-урине ҫыхса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр кӑшкӑрма ӗлкӗреймерӗ, йӗкӗт самантрах унӑн ҫӑварне ҫӗтӗк таткипе пӑкӑласа лартрӗ, аллисене каялла ҫавӑрса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗ пӗр самантрах ывӑлӗ патне ҫитсе тӑчӗ, ун аллине ҫавӑркаласа пӑхнӑ хыҫҫӑн урапа патне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах хальхинче хирӗҫлеме хӑяймарӗ, аллисене икӗ хутчен шаплаттарса ҫупрӗ те, пӳрт алӑкӗнчен ҫав самантрах мӑйӑхлӑ йӗкӗт вӑркӑнса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шаккур вашт! ҫеҫ ҫаврӑнчӗ, ҫӑмӑллӑн, урса кайнӑ арӑслан пек, вырӑнӗ ҫине сиксе хӑпарчӗ, пӗр самантрах стена ҫинчи хӗҫне ярса илсе, сывлӑша шӑхӑртса, икӗ хутчен пуҫӗ тавра ҫавӑрса яшт! ҫеҫ сиксе анчӗ, хӗҫне хулпуҫҫи урлӑ тытса, Петӗр умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл вырӑн ҫине ҫутӑ тӗллесе утиялне сирсе уҫсан, хуҫи, сехри хӑпнипе, шариех ҫухӑрса янӑ, анчах ҫав самантрах Шаккур ҫыннисем ун ҫӑварне тутӑрпа пӑкӑланӑ та тепӗр пӳлӗме сӗтӗрсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Советра чӗнмесӗрех пуҫтарӑннӑ халӑхӑн чаплӑ митингне кам уҫасси, кам-кам калаҫасси ҫинчен канашласа илчӗҫ те урама тухрӗҫ, трибуна ҫине улӑхса тӑчӗҫ, — халӑх пӗр самантрах шавлама чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл пуҫне сӗлтрӗ те, вара ҫав самантрах лампа ҫути лап! сӳнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Яка Элюк кӗттермерӗ, вӑрӑм ҫӳҫне аллипе хыҫалалла шӑлса, ҫав самантрах ташша ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей пуҫне сӗлтрӗ — Хрестук сӑн-пичӗ самантрах хӗвел пек ҫиҫсе ҫуталчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав самантрах иккӗшӗн куҫӗсем тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр самантрах Иӑкӑнатпа Хивархи сиксе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье пӗр самантрах сӗтел ҫине тулли кӗленче пырса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей, самантрах сиксе тӑрса, Энтрей патне чупрӗ, ун аллинчи сенӗке ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй пӗр самантрах хунар ҫутса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав самантрах вара Тарье хӑлхине сыснасем витене ишсе антарас пек чӗтрентерсе хартлата-хартлата ҫапӑҫни, йытӑ ниҫта кайса кӗрейми талпӑнса вӗрни пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакна ҫирӗплетнӗ пекех, ҫав самантрах унта та кунта йытӑсем уласа вӗрнӗ сасӑсем хӑлхана килсе кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Май пулсан, вӑл ҫак ытарайми чечек пек хӗре самантрах урапи ҫине лартӗччӗ те ӑна, хӑй ҫумне ӑшшӑн-ӑшшӑн ҫупӑрласа, таҫта тӗнче хӗррине ҫитичченех вӗҫтерсе кайӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех