Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫтарса (тĕпĕ: пуҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй хыҫҫӑн йӗр ан юлтӑр тесе, урайӗнчен черкке ванчӑкӗсене тупса илчӗ те Богданов, сӗтел ҫинчи япаласене пуҫтарса, хыпаланса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑш-хӑш вак-тӗвеке Соня кив япала пуҫтарса ҫӳрекен тутарсене сутса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хыпаланнӑ май манса хӑварнӑ-ши е кирлӗ пулман-ши — сӗтел сунтӑхне пуҫтарса хутӑм, — текелесе хут тӗрки илсе килсе кӑтартрӗ Родионов.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Япалисене пуҫтарса чемодана чикнӗ чух унӑн иккӗленнӗ шухӑшӗ уҫҫӑнах палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эпир шатраллӑ тифпа чирленӗ салтаксене окопсенчен пуҫтарса ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫывӑх юлташне хӑйӗн бекешипе витрӗ те, сӗтел ҫинчи ҫӑкӑр татӑкӗсене пуҫтарса, япалисемпе пӗрле кутамккана чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тетрадьне пуҫтарса чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫӗтӗк шинеллӗ салтаксем: — Пӗр сӑмахпа каласан, ку прохвессор мар — ват-супнӑ контра кӑна, — терӗҫ те, кутамккисене пуҫтарса, пӳлӗмрен тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ыран, халӑха пуҫтарса, кун пирки кӗл тӑвӑпӑр, ырӑ ҫыннӑмӑрсем! — терӗ те пачӑшкӑ, турттарса килнӗ япаласене чиркӳ алӑкӗ патне илсе пыма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав каҫах ҫула хатӗрленме тытӑнчӗ вӑл, карҫинккине кӗнекесем, нотӑсем пуҫтарса чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Учредительнӑй пуху пуҫтарса, патшалӑхӑн пуласлӑхӗ ҫинчен канашласан та, пур классене те юрӑхлӑ саккун шухӑшласа кӑлараймӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Йӑлӑмран, ҫармӑссем патӗнчен, пуҫтарса килтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аппӑшӗ хушнипе Павлуш пахчари ҫӗрулми йӑранӗсем ккпаланӑ, ҫум ҫумланӑ, улмуҫҫи ҫинчи хуртсене Тимушпа пӗрле пуҫтарса ҫунтарнӑ, Лисукпа пӗрле Кӑканар ҫырминчи купӑста-хӑярсене шыв сапнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпир ӑна урайӗнчен пуҫтарса патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Акӑ кантӑк умӗнчен ӑпӑр-тапӑр пуҫтарса ҫӳрекен тутар сасси илтӗнчӗ: «Шурум-бурум старья би-ру-ум!.. Покупаим старья, беру-ум!»

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ялсенчен ҫӑмарта пуҫтарса килнӗ сборщиксем вӑрҫӑ тапранни ҫинчен чылайӑшӗ пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Лисук, ачасен вырӑнне пуҫтарса хур, тархасшӑн, пӗрер кӗтесе, — хушрӗ Марине кинемей хӑй патне праҫник кунӗ ячӗпе килнӗ хӗре.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эп тахҫанах хамӑр тӑвансене пуҫтарса ӗҫкӗ тӑвасшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пурҫӑн улӑхсенче иккӗш пӗрле пуҫ таякан шур чечексене пуҫтарса ҫӳренӗ пек те туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Марине кинемейӗн килӗнче ӗҫ кунран-кунах хушӑнса пынӑ: пахчине хурал тӑрасси те, чиепе хӑмла ҫырлине татса сутасси те, тӑкӑннӑ улмана пуҫтарса пасара илсе каясси те ҫитмӗл виҫӗ ҫулхи карчӑкпа вунӑ ҫулхи мӑнукӗшӗн ытлашши йывӑр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех