Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Никита Алексеевич яланхи пекех малта пырать пулӗ-ха», — шухӑшларӗ Воропаев корпус командирӗ ҫинчен, — юлашки вӑхӑтра вӑл унӑн политика енӗпе ӗҫлекен заместителӗ пулнӑччӗ, фронтрисен пурнӑҫне кӗвӗҫсе ӑмсаннипе тата хӑйне хӑй хӗрхеннипе унӑн чӗри ыратса кайрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Эпӗ политика ҫинчен мар, ҫапӑҫу ҫинчен!
XIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Политика ҫинчен калаҫма чарнӑ…
XIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ахаль ҫынсенченех амӑшӗ час та часах хӑйне ӗлӗк хӑратнӑ сӑмахсене: пӑлхав, социалистсем, политика тенине илтрӗ; вӗсене мӑшкӑлларах, кулса калаҫҫӗ, анчах кулнинче пӗлесшӗн ҫунса ыйтни сисӗнет; вӗсене ҫилӗпе калаҫҫӗ — анчах унта хӑрани илтӗнет; вӗсене шухӑша кайса калаҫҫӗ — вӑл шанчӑкпа та юнаса калани пулать.
XIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӗр политика ҫыннине — леш начальствӑпа тавлашуллӑ ӗҫсем тӑваканнисенчен пӗрне пытарнӑ чухне.
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хытӑ та кансӗр вырӑн ҫинче енчен енне ҫаврӑнса выртнӑ май, вӑл хӑй Николай Платоновичпа пӗрле пурӑннине аса илет: вӑл хай Хӗрсен аслӑ курсӗнче вӗренекен курсистка пулнине, упӑшки — политика тӗлӗшпе айӑпласа улах Холмогоры уездне, кунӗн-ҫӗрӗн ӳсӗр полици урядникӗ асӑрхаса усрамалла туса, ссылкӑна янӑ ҫын пулнине курать.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Тӗрмере политика тӗлӗшпе ларакансем пур-и?
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ку, паллах ӗнтӗ, политика тӗлӗшӗнчи сӑлтавпа тавӑрни пулать…
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хӑйне уйрӑм лару-тӑрӑва пула, аслӑ командовани йышӑннӑ тӑрӑх, Фролова Шенкурска каякан ҫарсене политика тӗлӗшӗнчен ертсе пырас ӗҫе кӑна мар, оперативнӑй руководство ӗҫне те пачӗҫ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пӗрисем кунта вӑрҫӑ, хуҫалӑх тата политика тӗлӗшӗнчи лару-тӑру ҫинчен халех доклад туса пама е ӑнлантарса пама килнӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Тепӗр каласан, шуйттан патне кайса кӗтӗрех вӑл политика!
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Эпир унпа политика ҫинчен нихҫан та калаҫман.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Каҫсенче хӗрлӗ кӗтесре тата правленире тӑвӑр пулчӗ: тӗрлӗ кружоксем — пултарулӑх, агрономи, политика кружокӗсем — вырнаҫма пултарайманнипе пӗр-пӗринпе вырӑншӑн тавлашрӗҫ.
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тепӗр каласан, эпӗ политика комиссарӗ вӗт.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл политика ӗҫӗсене туса пырать, разведка тӑвать, пирӗн еннелле тарса килекеннисен тата тыткӑна лекнисен ӗҫӗсене пӑхса тухать.Он ведал политической работой, разведкой, делами перебежчиков и пленных.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Политика тӗлӗшпе эпӗ нимӗнле ӗҫсем те туман.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл Андрей курман-илтменнине, вӑл пӗлменнине нумайӑшне тӳссе ирттернӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл тата пурин ҫинчен те — политика ҫинчен те, сӑвӑсем ҫинчен те, юрату ҫинчен те калаҫма пултарать.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Политика енӗпе контроль ӗҫне тата трибунал ӗҫне вӑйлатас пулать.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кӗскен каласан, ку политика енӗпе те, стратеги енӗпе те кирлӗ.Словом, это необходимо как политически, так и стратегически.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Политика енӗпе шухӑш-кӑмӑлӗ кам майлӑ?
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.