Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парас (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Те хамӑн тупса парас ӗнтӗ сана…

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл курчӗ: Анна Ивановна вӗсемпе килӗшет, ҫак вӑхӑтра халӗ вӑл хӑй юратнӑ ӗҫ ҫинчен ҫеҫ ӗмӗтленет, бригада шанса парсан, вӑл ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр ӗҫлемелле, атӑлкассене хӑйӗн мӗнпур ӑсталӑхне кӑтартса парас тесе тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шанса парас пулсан, эпӗ хамах Укахвипе ӑмӑртӑва тухмалла.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑрҫӑ пӗтмесӗр машинӑсем парас ҫук ӗнтӗ пире.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрӗсем ӑнланчӗҫ: ашшӗ халӗ вӗсене нимӗнех те каласа парас ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑваш Ен мобилизаципе кайнисене хушма пулӑшу парас енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Мобилизаци йӗркеллӗ иртнӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d0%bc%d0%b ... 82%d0%bde/

Эсӗ ҫар ямасан вӗсем пире канлӗ пурӑнма парас ҫук.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тен, парнисене те хӑех парас тейӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрне каялла вӗсем Юмансартан инҫе мар нухайсен отрячӗпе перкелешрӗҫ, пӗр учӗ, ухӑ йӗппи тивнипе ӗрӗхсе кайнӑскер, вӑрмана сирпӗнсе кӗрсе чӗлпӗрӗпе ҫыхланса ларчӗ, вӑл ута таркӑнсем хӑйсен пуҫлӑхне парас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑмахпа нумай каппайланчӗ вӑл, халь ӗнтӗ Крым нихҫанхинчен вӑйлине, Сахиб чӑнах та хӑватлӑ ҫар пуҫӗ пулнине туссене те, тӑшмансене те ӗҫре кӑтартса парас терӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйсем кансӗрлеҫҫӗ те, мӗнле каласа парас ман?

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑрӑшулӑхне кура, ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлӳ тата воспитани парас ӗҫри ӑнӑҫусемшӗн Надежда Николаевнӑна Вӑрмар район администрацийӗн вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин управленийӗн, Вӑрмар район администраци пуҫлӑхӗн Хисеп грамотисемпе тата ытти наградӑсемпе те чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн предметне юратакан вӗрентекен ӗҫре ӑнӑҫуллӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9193-kh-j-n- ... n-re-n-ull

Шкул ӳсӗмӗнчи ачасене журналистика сферинчи специальноҫсем ҫинчен каласа парас тӗллевпе иртнӗ кунсенче Пысӑк Енккасси ял тӑрӑхӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетмелли «Романтика» лагерьте тӗлпулу ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Ҫӗнӗ тусне пуҫ усма парас мар тесе хӗрарӑм темиҫе хутчен те кивҫен илнӗ.

Для поддержания заграничного знакомого женщина несколько раз брала деньги.

Ҫӗнӗ тусӗ пуҫ усасран хӑранипе кивҫен илсе укҫа парса пурӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33194.html

Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Яковлев Анатолий Григорьевича ҫак пулӑмпа ӑшшӑн саламласа хӗрлӗ хӑю ҫыхса ячӗ, хисеплӗ ята тивӗҫнине ҫирӗплетекен удостоверени пачӗ, ял аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫе хутшӑннӑшӑн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Манӑн вара Кавал ялӗнче пурӑнакансем ҫак енӗпе мӗнле ӗҫлени ҫинчен каласа парас килет.

Куҫарса пулӑш

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Ӗҫлекен ҫыншӑн ӗҫ условийӗсене лайӑхрах тӑвас килет, техникине те ҫӗнӗреххине, лайӑхраххине илсе парас килет.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Чӑнах та, нумай ҫул иртнӗ пулин те, тӑван чӗлхене пӗтме парас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи // Кристина ЕРЕМЕЕВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10977 ... sh-ch-lkhi

Хальхи вӑхӑтра шкул ачисене вӗрентес тата воспитани парас тӗлӗшпе шкул музейӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ вӗренӳ тытӑмӗнче пысӑк пулӑшу кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пӳрчӗ. 20 ӗмӗр // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Унӑн ачана вӗрентӳпе воспитани парас ӗҫри чун-чӗре туртӑмӗ, таса ӗмӗчӗ ашшӗ-амӑшӗнни евӗрлех пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех