Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иксӗмӗр сăмах пирĕн базăра пур.
иксӗмӗр (тĕпĕ: иксӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурҫӗрчченех супса ҫӳрерӗмӗр ҫав каҫ иксӗмӗр Атӑл ҫыранӗ таврашӗнче.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпир Ленӑпа иксӗмӗр анкартинчи утта ҫулса хӑварас тетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тепӗр уйӑхран эпир Ленӑпа иксӗмӗр те пӗр вӑхӑтрах отпуска тухатпӑр, ҫавӑн чухне пӗрлешес тетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Эпир вара аннӳпе иксӗмӗр (вӑл та пирӗн патрах) Турра ӗненмен пулин те, ӑна хирӗҫле е ӑна килӗшмелле мар пӗр ӗҫ те туман.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Эсӗ шуйттансен серепине лекнӗшӗн эпир те, аннӳпе иксӗмӗр, айӑплӑ: сана, пӗртен-пӗр ывӑла, йывӑрлӑхсенчен хӑтарса ӗҫре пиҫӗхтермесӗр, пахматсӑр юратса, ырӑлӑхпа чунлӑх вӑрлӑхне ҫителӗклӗ акса хӑвараймарӑмӑр, артак пӑхса ӳстертӗмӗр ҫав.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗрӗссипех калатӑп: сана сӗтӗрме манӑн (хӑвах ас тӑватӑн: иксӗмӗр те ун чух ытлашширех ҫӗпрелентӗмӗр) ниепле те вӑй-хал тупӑнаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпир Кӗҫтукпа иксӗмӗр Турра кӳрентермелле нимӗн те туман-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурнӑҫра Полинӑпа иксӗмӗр пӗр еннеллех тимлетпӗр-ши тата?»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Иксӗмӗр туйра хӑвалашла вылянине аса илер-ха тата, — ӗнтӗ тутине ейсех пӑрахрӗ Ула Тимӗр, чӗрӗрех кӗске патакпа йӑсӑрланакан ҫинҫе-шыҫмак ҫунӑк татӑкӗсене — «вут ҫыртӑкӗсене» — кӑвайт варрине пуҫтарнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Иксӗмӗр, тен, епле пулсан та мӑн ҫул ҫине йӑраланса тухӑпӑрах…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Санпа иксӗмӗр ҫемье ҫавӑрнӑранпа паян хӗрӗх ҫул ҫитрӗ вӗт-ха, Полина!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Иксӗмӗр пӗрле ӗҫлеме пултараймастпӑр эпир.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Иксӗмӗр пӗрле.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Арҫук, эпир иксӗмӗр те пӗр сӑнлах-ҫке?

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Ӑна эпир, Арӑсланӑмпа иксӗмӗр, хамӑр ларса килнӗ ҫара ҫуна ҫине аран-аран йӑвалантарса хӑпартса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пӗррехинче, хӑш ҫулхине халӗ астумастӑп (сентябрь пуҫламӑшӗччӗ пулас: йывӑҫсем пӑт-пат кӑна саралнӑччӗ, хӑшӗ-пӗрисем ем-ешӗлехчӗ-ха), мӑшӑрӑмпа иксӗмӗр канмалли куна Йӗпреҫре, хамӑра тахҫантанпах кӗтсе пурӑннӑ чаплӑ сунарҫӑ патӗнче, савӑнса ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

РСФСР Верховнӑй Совет суйлавӗ вӑхӑтӗнче (1938 ҫул) эпир иксӗмӗр Мускав ҫывӑхӗнчи пӗр кану ҫуртӗнче пурӑнаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Иксӗмӗр каллех тӗл пуласса шансах тӑратӑп.

Надеюсь, что мы еще встретимся.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кунта пухӑннӑ ача-пӑчасенчен вылякансем ҫав шыҫмак этемпе иксӗмӗр кӑна юлтӑмӑр.

Из всех парией, которые тут стояли, один я и остался в игре, я да этот их главный.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Уншӑн ахаль тумарӗҫ-ха хуть, карчӑкпа иксӗмӗр ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкинче кашнин патӗнчех сыпкаланӑ.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех