Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ахалех… ӗҫрен пӗрле таврӑнатпӑр, курӑнать, шӑнса вилесси кӑна юлать ачан!— Да так… вместе с работы ходим, так оно видно, как парнишка, значит, на холоду гинет.
VII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Люба ахалех, сивҫу ҫиес килнипе шарӑх, тет.
Шурӑ мишкӑсем ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Анне вара, «мӗншӗн» мар, ахалех, аҫу янӑ ку телеграммӑна, — терӗ.
Атте телеграмма ячӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Анна Ивановна ахалех пурне те курать.
Каникул пӗтрӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Эсӗ хӑвна ху ахалех йӗркеллӗ тытма пӗл, хулҫыххи ҫыхмасӑрах сана юлташусем хисеплеччӗр, итлеччӗр.А ты сумей себя так вести, чтоб тебя уважали и слушались и без нарукавной повязки.
Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Эсӗ ахалех хӑюллӑ пул.
7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Кама ҫиленмеллине мар, урӑххине ҫиленсе пурӑннӑ, вӑхӑта ахалех сая янӑ.
7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Унта, райра, тем те улӑштарса тултарма пулать, улӑштармасӑр та, ахалех илме те пулать, калӑпӑр пӗр михӗ панулми, ҫӑнӑх, ылтӑн…
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫак юн вӗсемшӗн ахалех иртсе кайма пултараймасть…
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Ним те мар, ахалех… унта кантӑка минтерпе питӗрсе лартнӑ, тетӗп.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Нимшӗн те мар ҫав, ахалех.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫук, хушамата та ҫырмӗҫ ахалех — вилни пӗрре, тесе ҫырӗҫ.
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
— Мӗн эпир шыраса ахалех вӑхӑта сая яратпӑр? — тет питӗ тӑнлӑ Митя Дымко.— Что ж мы зря ищем, время теряем? — рассудительно говорит Митя Дымко.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Ахалех кӑшкӑртать, — тет помощник, — Ефим Кондратьевич, авӑ, килет те ӗнтӗ.— Зря гудит, — говорит помощник, — вон он уже едет, Ефим Кондратьевич.
Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Эсӗ ахалех пӗлмӗш пулатӑн: вӑл пусмӑрти ҫынсен паролӗ.
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ахалех эсӗ пӑшӑрханатӑн — ан тив мана.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Вӑл ӗнтӗ парахода пур вӑйпа ӗҫлеттерсе, иккӗмӗш пристань тӗлӗпе ахалех иртсе кайма пултарнӑ.Он мог бы просто миновать второй причал, дав судну полный ход.
6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Мӗн вара эп кунта… ахалех, усӑсӑр ҫапкаланса пурӑнатӑп?..
5. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Карабас Барабас ыйхӑ питлӗ полицейскине Карлона арестлемешкӗн ӳкӗтлени ахалех пулчӗ.
Карабас Барабас пусма айӗнчи пӳлӗме ҫӗмӗрсе кӗрет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Йытӑсем ахалех шӑлӗсене шаккаҫҫӗ, — вӗршӗл шӑна мар, вӑл ҫиҫӗм евӗрлӗ ж-жик туса йытӑсен сӑмсисем патӗнчен вӗлт ҫеҫ иртсе каять.Псы напрасно щёлкали зубами — стриж не муха: как серая молния — ж-жик мимо носа!
Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.