Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмне (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Катенька, лампа ҫут-ха, — хушрӗ Яковлев арӑмне шурӑ толстовка ҫине жилет васкавлӑн тӑхӑннӑ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Лампа ҫути арӑмне ҫывӑрма ан кансӗрлетӗр тесе, кив хаҫатран абажур пекки туса ҫутта хупларӗ, лампа хӑйӑвне антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Арӑмне Хусантан чӗнсе илни ырлӑх кӳмерӗ Эльгеева.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Шӑмми пулсан — ӳчӗ кӗре, теҫҫӗ чӑвашсем, — кула-кула тавӑрчӗ упӑшки, арӑмне ыталанӑ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Часах иккӗмӗш палубӑра тӑракан пассажирсем хушшинче хӑйӗн арӑмне асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑҫан та пулин тӗл пулӑпӑр, — хӑвӑрттӑн кӑна арӑмне ыталаса чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пирӗнпе пӗрле — шурӑ чехсен ҫарӗ! — терӗ Алюнов арӑмне ӳкӗтлесе.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Алюнов арӑмне ирӗксӗрлесех ҫавӑтса кайма тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тупса парать ашшӗ вунҫичӗ ҫулхи ачине пӗр-пӗр мӑшӑр та, пурӑнать пара леш ӗмӗр тӑршши пӗртен-пӗр арӑмне лӳчӗркесе, — терӗ кула-кула хӑрӑнтӑк сасӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эпир кайрӑмӑр, — терӗ Миша, арӑмне хулпуҫҫинчен ачашласа.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня, эсӗ ӑна паллатӑп вӗт? — арӑмне лӑплантарса каларӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тавах большевик арӑмне ман хресна ывӑла ырӑ-сывӑ пӑхса ӳстернӗшӗн.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Миша арӑмне алӑ вӗҫҫӗн ҫӗклесе антарчӗ те крыльца патнелле ҫавӑтса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мункун эрни умӗн Михаил Эльгеев арӑмне больницӑран илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аллипе хӑмсарайнӑччӗ кӑна Петӗр, анчах куракансене вӑл арӑмне ҫапса ӳкернӗ пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑй пурӑнакан ҫурт умӗнчен иртсе кайнӑ чух, вӑл хваттер хуҫи арӑмне тӗл пулчӗ: вӑл шыв кӳрсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кунтах-ҫке, курмастӑн-им эсӗ, Соня? — арӑмне хулӗнчен тытрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӑванӑм! — вӑратма хӑтланчӗ Михаил Николаевич хӑйӗн арӑмне, анчах чирлӗ хӗрарӑм ӑна илтмерӗ те, туймарӗ те.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аббатлӑх чиркӗвӗ умне I Андраша тата унӑн арӑмне Анастасия Ярославнӑна халалланӑ палӑк лартнӑ.

Перед церковью аббатства установлен памятник Андрашу I и его жене Анастасии Ярославне.

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

Анчах арӑмне ҫырма вӗрентме вӑхӑт тупаймарӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех