Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Эп сăмах пирĕн базăра пур.
Эп (тĕпĕ: эп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку сӑмах «тӗслӗх» (образец) тенине пӗлтерет; «ӗлӗк чухне эп хам ӗлӗкчӗ» тени ӗлӗк эпӗ матурччӗ, ҫирӗпчӗ, вӑйлӑччӗ, илемлӗччӗ… тенине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ӗлӗк чухне эп хам ӗлӗкчӗ, Ман пуҫӑмра сӑсар ҫӗлӗкчӗ, Ҫӗлӗкӗмӗн тӳпи — чӑн тарай, Чи тӑрринчи ҫӳҫи кӗмӗлччӗ, — тесе юрлать Тилли.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫулӑх ҫултӑм, тайӑлтӑм, Ҫул куркине эп ӗҫрӗм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Таш ташларӑм, тайӑлтӑм, Тӑрлав курки эп ӗҫрӗм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Юр юрларӑм, тайӑлтӑм, Юрлав курки эп ӗҫрӗм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Кӗрекене тайӑлтӑм, Кӗрӳ курки эп ӗҫрӗм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Такмакларӑм, тайӑлтӑм, Тав куркине эп ӗҫрӗм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Сак халӑхне тайӑлтӑм, Савӑш курки эп ӗҫрӗм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пӳрте кӗтӗм, тайӑлтӑм, Пӳрнӗ курка эп ӗҫрӗм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пӑлтӑр умне тайӑлтӑм, Пӑлчав курки эп ӗҫрӗм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хапха умне тайӑлтӑм, Хапӑл курки эп ӗҫрӗм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Епле-ха ҫын, ҫыннах парӑнса, Ҫак мӑшкӑла чӗмсӗр тӳсеп эп?

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тилли кун-ҫул пирки шухӑшлать те куккукран: «Миҫе ҫул эп пурӑнмалла?» тесе ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Калатӑп эп, Тилли, сире: Ним кӳмесессӗн те пире, Патша эрех кӳрех тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Аттеҫӗм ман Хусанӑн хуҫи мар, Аннеҫӗм Питӗрпурӑн пики мар, Эп хам Тилли, пуп хунӑ ят Ҫерук, Ман пек такмакҫӑ таврара тек ҫук!

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хурчӑкапа тан хам пур: Кунӗн-ҫӗрӗн юр юрларӑм, Пӗр туйран та эп юлмарӑм, Чун туман хӗр хӑвармарӑм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тилли, хӑй ҫуралнӑ кунсене, ача чухнехи вӑхӑта, аса илсе, юрлать: Унпа пӗрле пытарнӑ вӑл юрра, Ҫавна тупса эп халь кӗвве хурап.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пурӑннӑ чухне «Эп курнӑ нушасем сирӗн ҫул ҫинче ан пулччӑр» тесе пиллетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Халӗ хама хуть ҫурмаран касса пӑрахчӑр, эп вӗсенчен юлмастӑпах.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Ӗҫрен пӑрӑнмастӑп эп, Эрхип.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех