Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак пичкери эрехе лӑпкӑ чунпа ӗҫес тесен тата кулас тесен, ачам, савӑнса кулас тесен, хӑрах урапа — ҫӗр ҫинче, тепринпе тӳпере тӑмалла.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Маншӑн пулсан вуҫех ан ҫӳре, ухмах, уру татӑлса ӳкет вӗт! — терӗ вӑл хӑрах урапа сикекен ача патӗнчен иртсе пынӑ чухне, хулпуҫҫисене хӑпартса.
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
Пурте, хӑрах ура ҫинче сикекен кулӑшла ача та, чӳрече патне кӗпӗрленсе пычӗҫ.Все, в том числе и смешной подпрыгивающий парень, потянулись к окошечку.
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
Приемнӑя хӑрах ура ҫинче сиксе кӗрекен уксах ачана курсан, Пашкӑн хӑйӗн те ҫавӑн пек сикесси килчӗ.
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
Пӗчӗк тискер кайӑк хӑй шут тытнӑ вӑхӑтра яланах тулалла тухса калла кӗтӗр тесе, алӑк вырӑнне ҫакса янӑ бизон тирне хӑрах енчен уҫӑ тӑратнӑ.
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Тамара йӗкӗт ҫине хӑрах куҫпа та пӑхманни ӑна шанӑҫ паратчӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Ун чухне хӑрах аллупа кӗреҫе, тепринпе патак тытаймӑн.В ту пору ты не сможешь взять в одну руку лопату, а в другую палку.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Мӗншӗн хӑвна пачах та шеллеместӗн, — хӑрах аллипе юпаран тытса ӗҫлекен тантӑшне курсан Лена хӑраса ӳкрӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Командирӑн хӑрах айӑккинче тӗрлӗрен ут хатӗрӗсем — йӗнер, йӗвен выртаҫҫӗ, тӑркӑч ҫинче — кӗмӗлпе эрешленӗ кукӑр сабля туратран ҫакӑнса тӑрать, унӑн тепӗр енче пӗрене пуҫӗсем ҫине айлӗн-ҫийлӗн хунӑ хӑмасем ҫинче — темиҫе ҫӗр е ытларах та пулӗ, питӗрсе лартнӑ пӗчӗк кӗленчесем, ахӑрнех таҫти аптекӑран илнӗскерсем пулас, лараҫҫӗ.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Носович хӑрах урине хӑйӑр ҫийӗпе сӗтӗрсе илчӗ, теприне, ревматизмпа шыҫӑнса кайнине, хуҫлатса чӗркуҫҫилерӗ.Носович потянул по песку ногу, другую, поднял опухшие от ревматизма колени.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хӑрах хулпуҫҫийӗ ҫине кожух уртса янӑ командир ӑна хирӗҫ урнӑ пек кӑшкӑрса пӑрахрӗ:
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл — анлӑ кӑкӑрлӑ, хӳхӗм сывлӑхлӑ та вӑйлӑскер, хӑрах хулпуҫҫийӗ ҫине ҫанӑсӑр кожух уртса янӑ, тӗпне лартнӑ ҫӑматӑ тӑхӑннӑ, шеллевсӗрӗн пӑхакан ҫутӑ куҫлӑ та вирлӗ калаҫаканскер, — ятарласах командир пулма ҫуралнӑ ҫын пек туйӑнать…
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Агриппина хӑрах чӗркуҫҫине малалла хутлатса ларнӑ та, йывӑр винтовкине ун ҫине хурса, аллисене кантарать.Агриппина сидела, выставив колено, положив на него тяжелую винтовку, давая отдых рукам.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Иван сиксе тӑчӗ те, Агриппинӑна нӳрӗ йӗме ҫаплипех тӑхӑнса яма хушрӗ: хӗр хӑнӑхман алли-урипе йӗме тӑхӑннӑ май хӑрах ури ҫинче сиксе тӑнӑ вӑхӑтра, татах темиҫе снаряд ӳке-ӳке ҫурӑлса каять.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Юбки унӑн пӗтӗм пӗҫӗ тӑрӑх ярах ҫурӑлса аннӑ, кофти таткаланса пӗтнӗ, хӑрах айӑкӗ казак чӑрмаланипе юнланса кӑвакарнӑ…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Руднев, тапранса кайнӑ лаши хыҫҫӑн хӑрах ури ҫинче сиксе пычӗ, утланса ларсан, пускӑчне нумайччен урипе шырарӗ.Руднев запрыгал на одной ноге за тронувшейся лошаденкой и, вскочив, долго ловил стремя.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Дон хӗррипе тӑсӑлса выртакан, унтан тӗмескесем ҫийӗпе вашмӑккӑн анакан ҫул тӑрӑх, сулахай енче — чугунҫулӑн пысӑк кӗперне, сылтӑмра — Рычков хуторне тата Чир станцине хыҫа хӑварсан, Пятиизбянски станцӑран хӑрах ут кӳлнӗ урапа хуллен иртсе пырать.
10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Мамонтов хӑрах аллипе пилӗкне тытса, теприне, йӑлтӑркка ҫӗрӗ тӑхӑннӑскерне, е пӗлӗтелле ҫӗклесе, е «ырӑ казаксем» енне кӑтартса илсе, куҫҫульпе калать:
9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Разведкӑна кайнӑ отряд салтакӗсенчен ҫурри те юлмарӗ; ванса пӗтнӗ паровоз хӑрах айӑккине тӗшӗрӗлсе анчӗ, ҫуна пуҫланӑ платформӑсем ҫинче патрон тултарнӑ тимӗр ешчӗксем шартлата-шартлата сирпӗнеҫҫӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Алешка, одеял айӗнчен хӑрах куҫӗпе пӑхса, амӑшӗн сӑнӗ-пичӗ шап-шурӑ шурса кайнине курчӗ.Алешка одним глазом из-за одеяла увидел, что лицо у матери белое.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.