Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑваш сăмах пирĕн базăра пур.
чӑваш (тĕпĕ: чӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Драматург сцена ҫине телейлӗ чӑваш колхозникӗсемпе колхозницисене, хальхи савӑнӑҫлӑ ҫамрӑксене кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Шатра Кӗркурийӗ, Чӑваш ҫӗрӗнчен чӗрӗк ӗмӗр каярах Пушкӑрт ҫӗршывне куҫса кайнӑскер, Шупашкара уява килет те хула ҫав тери ӳссе кайнӑран ӗлӗкхи урамсене те, тӑванӗсемпе тусӗсене те тупаймасть.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Чӑваш театрӗ анлӑ ҫул ҫине тухса пырать, пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвать.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Спектакле лартаканӗ — Чӑваш АССР искусствисен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Л. Родионов.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театр чӑваш драматургӗсенчен паянхи пурнӑҫа кӑтартса паракан лайӑх пьесӑсем кӗтет.

Куҫарса пулӑш

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑваш драматургӗсен чылай пьесӑсем театр коллективӗпе пӗрле ӗҫленипе ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Халӗ пирӗн ӗҫе активлӑн хутшӑнакан чӑваш драматургӗсен йышӗ пысӑк: П. Осипов, И. Максимов-Кошкинский, Н. Айзман, Г. Харлампьев, Н. Терентьев, М. Ухсай, А. Афанасьев, Л. Родионов, А. Кӑлган, В. Ржанов тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫакӑ, паллах, юлашки ҫулсенче хӗпӗртеттерекен япала пулчӗ, ма тесессӗн нумаях та пулмастчӗ-ха театр чӑваш драматургӗсен пьесисене сахал лартать тесе ӳпкелешетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Юлашки ҫулсенче чӑваш театрӗн репертуарӗнче хамӑр драматургсен паянхи кун темипе ҫырнӑ пьесисем ытларах.

Куҫарса пулӑш

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑваш драматургӗсем куракансем кӑмӑлне тивӗҫтерекен пьесӑсем сахал мар ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑваш драма театрӗн нумай ҫул хушши ӗҫлесе пухнӑ кӑткӑс историйӗ пур.

Куҫарса пулӑш

8. Актерсем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑваш драма коллективӗ ҫак енӗпе телейлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Актерсем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑваш Академи театрӗ талантлӑ актерсемпе пуян.

Куҫарса пулӑш

8. Актерсем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑваш театрӗн коллективӗ ялсенче ҫулсеренех пилӗк ҫӗршер ытла спектакльсемпе концертсем парать, ҫав васкаса тасаткаланӑ ампарсенче, грузовик ещӗкӗсем ҫинче, уҫӑ площадкӑсенче, ҫутҫанталӑк «амфитеатрӗсенче» лартакан драмӑллӑ спектакльсем ҫинчен шухӑшлатӑн та, вӑхӑтлӑх тунӑ сценӑсем ҫинче, ҫыпӑҫтарнӑ сухалсемпе, йывӑҫ нагансемпе, картон хӗҫсемпе вылянӑ ҫӗрте техника ним чухлӗ те ҫук-ҫке унта, тетӗн…

Куҫарса пулӑш

6. Драма ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Асӑннӑ произведенисемсӗр пуҫне коллектив тата кӑткӑсрах япаласемпе, Бизен «Кармен», Россинин «Севильский цирюльник», Пуччинин «Чио-Чио-Сан» классикӑлла оперисемпе ӗҫлесе пӑхасшӑн, Хамӑрӑн чӑваш произведенийӗсенчен театр портфелӗнче А. Васильев-Асламаспа П. Осиповӑн «Айтар» («Священная дубрава») опери, А. Орлов-Шуҫӑмпа И. Максимов-Кошкинский «Ҫӑлтӑрлӑ ҫул» опери, ҫав авторсеннех «Шупашкарта» оперетти, А. Васильев-Асламаспа Н. Айзманӑн «Хӗвеллӗ кунсем» опери тата ыттисем те пур.

Куҫарса пулӑш

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫапла вара, чунне парса ӗҫлеме хатӗр ҫынсем ырми-канми тӑрӑшнипе Чӑваш республикин культурӑллӑ пурнӑҫӗ тепӗр театрпа пуянланчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пирӗн студире вӗренекенсенчен чылайӑшӗ хӑйсем ӗҫлекен ҫӗрте художествӑллӑ пултарулӑх коллективӗсене ертсе пыраҫҫӗ; театрти профессиллӗ хорта ӗҫлекенсенчен ҫурри ытла — хамӑр студирен вӗренсе тухнӑскерсем; кӑҫал Чӑваш АССР культура министерстви, театрпа пӗрле, вунӑ ҫамрӑка Мускаври театр искусствисен А. В. Луначарский ячӗпе хисепленекен государство институтне юрлама вӗренме ячӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫапла ӗнтӗ, Чӑваш музыка театрӗ хӑйӗн аталанӑвӗнче тӑваттӑмӗш ҫул кӑткӑс та ответлӑ тапхӑра кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫавӑнпа та «музыкӑпа драма театрӗ» тени пирӗн Чӑваш Академи театрӗшӗн пӗрлешӳллӗ тытӑмлӑ пулать.

Куҫарса пулӑш

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ӗлӗкрех, ӑна драма театрӗ кӑна тенӗ чухне, чӑваш театрӗ пӗр хут кӑна мар музыкӑллӑ спектакльсем лартса панӑ, ҫавӑнпа пӗрлех артистсенчен чылайӑшӗн музыкӑллӑ пултарулӑх пурри палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех