Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ял сăмах пирĕн базăра пур.
ял (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун ҫинчен килте йытӑ пӑтратман, ял ҫинче яшка пӗҫернӗ, тесе калаймӑн, вӑл ӗҫре те маттур, чӗлхерен те ӳксех юлас ҫук.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятнех ҫурчӗ те унӑн ик ял хушшинче ларать.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сахрун ҫакна кура хӑй тӗллӗн кулса илчӗ: вӑрҫӑ Михала кӑмӑлне те хытарнӑ иккен, кун пек чухне ялан ҫамрӑксемпе пӗрле пулакан старик ташлама та манчӗ темелле, сӑмахпа хӑйне хӑпартлантарса, хӑрах урипе ташлам пекки тукаласа илет те ҫавӑнтах лӑпланать, купӑсҫӑ пӗтӗм ял пӗлсе тӑракан «Михала кӗвви» каланине илтмӗш пулать.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Революциччен нумай ӗлӗкех ял ҫыннисем, улпут аллинче тӑракан хӑвана хаклӑ хак парса илсе, хӗл каҫиччен корзинка авнӑ, кайран вара ӑна Тарасов купеца ҫурма хакпа сутса янӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнер ҫеҫ суйланӑ правлени членӗ Сахрун Атӑл урлӑ ял еннелле пӑхса илчӗ, унтан, такама ӳпкеленӗ пек аллипе сулса, каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсене вӑл каҫсерен ял тӑрӑх чупса туман вӗт, упӑшкипе лайӑх савӑшса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫӳретӗп акӑ ял тӑрӑх, тӑрлавсӑр ӗҫ мар-и манӑн?

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эсӗ ҫак ял ҫынниех.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсир ку ял мар вӗт, мӗншӗн Атӑлкассинелле ҫул тытатӑр? — терӗ вӑл Ятманпа танлашнӑ-танлашман.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ял ҫыннисем вӑл мӗнле активист пулнине питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ: калаҫма вӑл пуринчен те ӑста, ӑҫта та пулин суйламалла пулсан, куҫ умӗнчех хӑй сӗкӗнет, ӗҫре вара ҫынсем мӗн тунине ҫеҫ пӑхса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗчӗкрех чухне пулсан, амӑшӗ ӑна чипер апат ҫиме те пӗлместӗн тесе хӑтӑрса та тӑкнӑ пулӗччӗ, анчах халӗ, ывӑлӗ вӑл ҫулсенчен иртнине кура, пӗр сӑмах та каламарӗ, хӑй тӗллӗн «ял ҫыннисене сӑнать, чунӗ тунсӑхласа ҫитнӗ ӗнтӗ» тесе ҫеҫ шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Виҫӗ ял ман совесть ҫинче пулать, темиҫе пин ҫын…

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫма, ял Советӗнче пӗрле ӗҫлесе, ун кӑмӑлне пур енчен те вӗренсе ҫитнӗ, ӑна ҫур сӑмахран ӑнланса, вӑл хушнине вӑхӑтра туса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхоз правленийӗн ҫурчӗ ҫырма хӗрринче, виҫӗ ял кӳллине хирӗҫ, ытти ҫуртсенчен уйрӑмтарах ларать.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сана ял илемӗ Анушка теҫҫӗ-ҫке, хӗрӗм.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ ял ҫыннисем мар, килтисем те пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, меншӗн тесен — кӗтсех тӑр — Галимджан ӑна килнех ҫыру ярать.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрҫа кайиччен пӗр ҫулталӑка яхӑн ял Совет председателӗнче ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑрҫӑччен ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман калаҫнӑ май ял ҫыннисем ҫине пӑха-пӑха илет те ҫакна асӑрхать: хӑшпӗр хӗрарӑмсен куҫӗсем куҫҫульпе шывланнӑ, вӗсем пит-куҫне тутӑр кӗтессисемпе шӑла-шӑла итлеҫҫӗ, вӗсенчен кашниех халь Ятман ҫине пӑхса хӑйсен фронтри тӑванӗ ҫинчен шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл дивизире мана хамӑр ял ҫыннисене курма тӗл килмерӗ, юлташсем.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех