Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳрнеккее уринчен ярса тытнӑ та: «Эхе! Хайхисем кунта иккен!» — тесе кӑшкӑрса янӑ.

Поймал за ножку мальчика с пальчика и закричал: «А, вот они!»

Пӳрнеккей // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ку часрах упа ҫурисене ярса илнӗ те каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр ту ҫинелле чупнӑ.

Он ухватил медвежат и побежал без оглядки на гору.

Иккӗн пӗртӑван // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑнпа тимӗр-пӑхӑр тавраш чавакан шӑтӑксенче лампӑсем пулаҫҫӗ: вӑл шӑтӑксене ҫын аниччен малтан лампа ярса пӑхаҫҫӗ.

Для этого в рудниках делают лампы, и прежде чем человеку идти в такое место, спускают туда лампу.

Сывлама юрӑхсӑр сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Сивӗ пӳрте пӑспа ак ҫапла ӑшӑтаҫҫӗ: пӳрте пӑс ярса тултараҫҫӗ.

Паром греют вот как: напустят пару в холодный дом.

Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Селитра, е тӑвара, е ытти шывра ирӗлекен япалана шыва ярса ирӗлтерсен, пӳрт сивӗнет.

Принеси селитры, соли и всякой вещи, какая в воде расходится, и распускай ее в воде,— станет холодно.

Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Селитр ярса ирӗлтернӗ шывра пайсем пула пуҫланӑ чух, ҫав пайсенӗн кӗтессисене йӗппе тӗртсе катсан, катнӑ вырӑнне селитрӑн урӑх пайӗсем пырса лараҫҫӗ те, каллех тӳрленсе хӑйсене кирлӗ пек ултӑ кӗтеслӗ юпасем пулса лараҫҫӗ.

Если, когда вода насыщена селитрой и в ней начинают складываться фигуры, отломить иголочкой край фигуры, то опять на то же место придут новые кусочки селитры и опять заделают отломанный край точно так, как ему надо быть, — шестигранными столбиками.

Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Шыва известь, е тӑвар, е тата пӗр-пӗр ытти ирӗлекен япала ярса вӗретсен, шывӗ пӑс пулса кайса пӗтет те, хайхи япаласем пурте харпӑр хӑй майлӑ пула-пула лараҫҫӗ: хӑшӗ виҫӗ кӗтеслӗ юпа пек, хӑшӗ сакӑр кӗтеслӗ юпа пек, хӑшӗ кирпӗч пек, хӑшӗ тата ҫӑлтӑр пек пулса лараҫҫӗ, пурте харпӑр хӑй майла пулса ларать.

Если насытить воду известкой, или другою солью, или еще чем-нибудь, то каждая вещь, когда вода выйдет паром, сложится по-своему: какая в трехгранные столбики, какая в восьмигранные, какая кирпичиками, какая звездочками, — каждая по-своему.

Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Селитрӑпа тӑвара хутӑштарса, шыва ярса ирӗлтерсен, ытлашши янӑ селитрӑпа тӑвар пӗр ҫӗре хутшӑнмаҫҫӗ, пурте харпӑр хӑй майлӑ пулса лараҫҫӗ: селитрӗ юпасем пек пулса ларать, тӑварӗ тӑп-тӑваткӑл тӑватӑ кӗтеслӗ юпасем пула-пула ларать.

Если насытить воду селитрой с солью вместе, лишняя селитра и соль не смешаются, сложатся каждая по-своему — селитра столбиками, а соль кубиками.

Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ахаль тӑвара шыва ярса ирӗлтерсе, шывне ӑшӑтсан, ҫавӑн пекех шывӗ пӑс пулса сахалланать те, ытлашши тӑвар тӗпне ҫӑнӑх пек лармасть, тӑп-тӑваткал тӑватӑ кӗтеслӗ япала пула-пула ларать.

Если насытить воду простою солью, согреть и также дать уйти воде паром, то лишняя соль сложится тоже не порошком, а кубиками.

Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Селитр ярса ирӗлтернӗ шыва ӑшӑ ҫӗре лартсан, шывӗ пӑс пулса сахалланать те, ытлашши селитрӗ татах ҫавӑн пек ултӑ кӗтеслӗ пула-пула ларать.

Если насытить воду селитряным порошком и поставить в теплом месте, то вода уйдет паром, а селитра лишняя также сложится столбиками шестигранными.

Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Шыв тӑраничченех селитр ярса ирӗлтерсен, унтан тата ытлашши те ярса вӗретсе, пӑтратмасӑр сивӗтсен, ытлашши селитр савӑт тӗпне ҫӑнӑх пек лармасть, пӗчӗкҫеҫ юпасем пек пулса, савӑт тӗпне, савӑт аяккисене ҫума-ҫумӑн ларса тухать.

Если насытить воду селитряным порошком, а потом подсыпать еще селитры лишней, всё согреть и не мешавши дать остынуть, то селитра лишняя не ляжет порошком на дне воды, а соберется вся шестигранными столбиками и сядет на дне и по бокам, столбик подле столбика.

Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫапла янӑҫемӗн ярса пырсан, тӑвар кайран-кайран ирӗлми пулать, темӗнччен пӑтратса тӑрсан та ирӗлмест, шап-шурӑ ҫӑнӑх пек шыв тӗпне ларать.

Но если сыпать еще и еще соли, то под конец соль уж перестанет распускаться, а сколько ты ее ни мешай, так и останется белым порошком в воде.

Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Шыва татах та тӑвар ярса пӑтратсан, тӑвар каллех ирӗлсе куҫа курӑнми пулать.

и так разойдется в воде, что не видать будет соли.

Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Шыва тӑвар ярса пӑтратсан, тӑвар ирӗлет, ирӗлсе куҫа курӑнми пулать.

Если сыпать в воду соль и мешать, то соль станет расходиться

Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

2. Шывлӑ витрене чул, пробка, улӑм, типӗ йывӑҫ, чӗрӗ йывӑҫ, хӑйӑр, тӑм, тӑвар, ҫу, эрех ярса, унтан вӗсене пурне те пӑлхатса хутӑштар та, мӗн пулӗ-ха тесе, пӑхса тӑр.

2. Если в ведро с водой набросать камней, пробок, соломы, дерева сухого и сырого, насыпать песку, глины, соли, налить туда же масла, водки, и все это взболтать и смешать и потом посмотреть, что будет делаться.

Сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӑртак выртсан, Иван сасартӑк, йывӑррӑн сывласа ярса, ӳсӗре пуҫланӑ та вара чӗрӗлнӗ.

Но он вдруг тяжело дохнул, стал перхать и ожил.

Йывӑр сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Иван ятлӑ пӗр каскалакан ҫамрӑк ҫын халӑх хушшинчен хӗсӗнкелесе пусӑ патне тухнӑ та вӗрене ярса илнӗ, патак ҫине ларса, хӑйне пусса антарма хушнӑ.

Молодой плотник Иван пробился сквозь толпу к колодцу, схватил веревку, сел на палку и велел себя спускать.

Йывӑр сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Лаша пӑхакан старастӑна шыв патне антарса ҫитерсенех, стараста та вӗрене аллинчен ярса, арӑм ҫине пуҫхӗрлӗ чикӗнсе кайнӑ.

Только что конюх спустил старосту до воды, с старостой сделалось то же самое: он бросил веревку и упал головой вниз на бабу.

Йывӑр сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Мексиканец хӗрӗ шарфне хулпуҫҫисем ҫинелле усӑнтарса ярса, ҫара пуҫӑн ларса пынӑ.

Мексиканская девушка ехала с открытой головой, небрежно спустив шарф на плечи.

XXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Унтан вӗсем каллех ҫак пӳлӗме кӗччӗр, анчах пӗри пӗр алӑкӗ витӗр, тепӗри тепӗр алӑкӗ витӗр, перессине вӗсем алӑк урати ҫине ура ярса пуссан тин пеме пултарччӑр.

Пусть потом они снова войдут в это помещение, только один в одну дверь, а другой — в другую, с условием, что стрелять можно будет не раньше того момента, когда они ступят на порог.

XX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех