Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Икӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Икӗ (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Столовӑйне кӑнтӑрлахи апат ҫиме кӗрсен, сӗтел хушшинче икӗ арҫын тӗл пулчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Ку вӑл икӗ хут иккӗ — тӑваттӑ пекех, шкул ачисене те паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Анчах пӗве тӑвас тесе никам та паянччен виҫӗ кӗреҫе тӑпра чавман, икӗ вар пӗрлешнӗ тӗле вите тума пӗр кирпӗч те килсе выртман, яла пӗр метр тӑршшӗ пӑрӑх та турттарса пыман.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Икӗ вар пӗрлешнӗ тӗле ҫӳллӗ пӗве тӑвар.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Пӗлсех тӑратӑп, — пӗр-пӗринпе калаҫса илчӗҫ икӗ пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

Виҫӗ кун ҫӗрулми купаларӑм, тӑватӑ кун утӑ ҫултӑм, пӗр кун мунча хутрӑм, икӗ кун урай сӑрларӑм…

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Икӗ эрне канни сехетрех иртсе кайӗ.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Яка Микихвер, икӗ эрне хушши кану ҫуртӗнче сывлӑхне тӗреклетнӗ хыҫҫӑн, килне таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Икӗ комбинат мӗнле кӑлпассишӗн тата тавар паллишӗн тавлашма тытӑннине пӗлтермен.

Из-за какого именно сорта колбасы или товарного знака два комбината начали спор, не сообщается.

Вӑрнарти тата Мари Элти аш-какай комбиначӗсем кӑлпассишӗн тавлашма пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34082.html

Вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа икӗ ҫултан Кирук пӗрре Выл пасарӗнче Уйкас учительницине тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӗллехи Микул тӗлӗнче тепӗр пысӑк хуйхӑ сиксе тухрӗ: Лисук, мантарӑн хӗрӗ, хӑйӗн савнийӗ вӑрҫӑра вилни ҫинчен хыпар илсен, арлаҫҫинче ҫакӑнса вилчӗ; виллине икӗ кунран тупрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫавӑн урлӑ каҫнӑ чух Кирук икӗ урине те сӗлкӗшлӗ-пӑрлӑ шыва чиксе кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Куҫа курӑнман хура хурлӑх хӑйӗн хура ҫуначӗпе икӗ ҫамрӑк ҫынна хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗҫтук пусма карлӑкӗнчен уртӑнса тӑрать, икӗ аллипе те кӑкӑрне ярса тытнӑ та каҫӑхса кайса ӳсӗрет.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Икӗ лав ун ҫумӗнченех, ӑна кӑшт ҫеҫ ӳпӗнтерсе ямасӑр, вӑшлаттарса иртсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗлетӗн-и, эпир икӗ хутчен тӗпӗ-йӗрӗпе ҫунса кайрӑмӑр?

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эсир, ҫамрӑксем, ҫамрӑк йӑлипе ҫӳрӗр, эпӗ хам ӗҫпе каям-ха… станцӑна икӗ вакун тӑвар кӳртерсеттӗм, — тесе, Ваҫинкка часах тумланса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ун умӗнче ҫыру сӗтелӗ, икӗ пукан.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Икӗ тус час-часах Чӗмпӗрти юлташӗсем ҫинчен аса илсе калаҫаҫҫӗ; чӑваш шкулӗнче ирттернӗ кунсем иккӗшне те чи илемлӗ, чи ырӑ вӑхӑт пек туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мӑнтӑр Сантӑр хӑнасем умне икӗ курка чашкӑракан сӑра, пӗр турилкке типӗтнӗ пулӑпа ҫӑмарта лартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех