Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳснӗ (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Округра туса илнӗ таварсене тиесе ӑсатасси 9 процент ӳснӗ, вак тата вӑтам предпринимательлӗх продукцийӗн ҫаврӑнӑшӗ 2,6 млрд тенкӗпе танлашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче округӑн хӑйӗн тупӑшӗсем тата явӑҫтарнӑ инвестицисен калӑпӑшӗсем 1,5 хут тата 13,5 процент ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

«2019 ҫулхипе танлаштарсан, регионӑн хӑйӗн тупӑшӗсем 40 процент ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

… Галина 1959 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Красноармейски районӗн-чи Мӑн Супарта ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Ал ӗҫӗ - чун киленӗҫӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... un-kilenc/

Сӗнтӗкҫырми ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Шупашкарта пурӑнакан Валерий Леонидович Павлов та уйрӑм чат уҫнӑ – https://chat.whatsapp.com/DCE08V12gH3wadGwZBxmu.

Куҫарса пулӑш

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

Ҫак эпӗ ҫӗр каҫнӑ ҫуртра ӳснӗ Маруся ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫавӑнпа эпир, ҫук пулнипе, ҫын патӗнче ӗҫлесе ӳснӗ, — тет аппа.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл, ватӑскер, пирӗн чӑлха-ҫӑпатана типӗтме ӳснӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ман качака путекки ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫине, сан ачусем ӳснӗ, шкул ачисем мар.

Куҫарса пулӑш

Тимӗркке пуян // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чӑваш Республикин статистика уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулта регионта вилекенсен шучӗ 4799 ҫын сахалланнӑ (23,5 процент) 2021 ҫулхипе танлаштарсан, ҫуралакансен йышӗ шучӗ ӳснӗ, 1124 ача нумайрах.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре вилекенсен шучӗ 22,9 процент таран чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chav ... t-taran-ch

Ял хуҫалӑх производствин калӑпӑшӗ 33,6 процент чухлӗ ӳснӗ, таварсене 1,9 мрд тенкӗлӗх тирпейлесе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet

Тӑвай муниципаллӑ округӑн харпӑр хӑй тупӑшӗ 13,3 процент чухлӗ ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet

Кӑҫал икӗ уйӑх хушшинче промышленность производствин калӑпӑшӗ самай ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to

Эпӗ те хамӑн «траекторие» чиперех парӑнтартӑм, анчах палӑртнӑ турат ҫине анса тӑрас тенӗ чух манӑн ҫӑпата сырнӑ ура турат тӑрӑх чшшш! аялалла шуҫрӗ те кайрӗ, хыҫҫӑнах пӗр-пӗринпе пӗтӗҫсе ӳснӗ виҫӗ кукӑрӑҫ, качаллӑ турат хушшине пашт хӗсӗнсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Кунтан инҫех те мар, ҫухрӑм инҫӗшӗнче, — эп ҫуралса ӳснӗ ял ҫӑви.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ивановсен ҫемйинче икӗ ача — ывӑл тата хӗр — ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Анчах чӑкӑртӑш, шакӑрчаллӑ, тӗнккес, никрес, икӗ питлӗ Ҫтаппана — «тимӗр пӑрҫана», унӑн юман чукмар пек алли час-часах пуҫран ҫӳлерех ывӑтӑна-ывӑтӑна хӑпарнине, хӗрарӑмсене ӗнсисем хыҫне йӑва ҫавӑрнӑ шуйттансенчен ытла та чурӑссӑн, мурлансах тасатнине пӗлсе, ялта ун ҫумне яланлӑха тӗршӗнесшӗн, унпа пурнӑҫа пӗрле ҫавӑрасшӑн ҫунакан инкесемех е «пиҫсе ҫитнӗ, анчах татӑлмасӑр юлнӑ ҫырласем» — хӗрсем — «парка ӳснӗ ӗшнере» те тупӑнман.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Палӑртнӑ вырӑна ҫитсен, вӗсем кӑҫалхи парка ӳснӗ ешӗл, черчен курӑка пӗтӗм чун-чӗре хаярлӑхӗпе таптаса чӑшкама, ишме пуҫларӗҫ, яш, ачаш витӗмлӗ хӑва хуллисене авса, хуҫса лапчӑтрӗҫ, сӳсленчӗк мунчалантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ялпа райцентр хушшинчи ҫула юсаса асфальт сарсан, кунта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксем хуларан каялла, ҫуралнӑ ҫӗр ҫине тапа пуҫларӗҫ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫемье чӑмӑртаса ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкле-ҫӗкле лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех