Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳреме (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ку ҫӗр ҫинче утса ҫӳреме тивӗҫ мар.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ ӗнтӗ эпӗ хам ятӑмпах ҫӳреме пултаратӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сыхлавҫӑ, виличченех сыхлавра ҫӳреме хатӗр ҫын тени вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗри-тавра ҫын утса ҫӳреме ҫук сӗм вӑрман.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чиркӗве ҫӳреме те пӑрахмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Патька-патша ҫарӗнче ҫӳреме.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӗм вӑрмана кӗрсе, ҫынсенчен тарса ҫӳреме тытӑниччен пӗр пилӗк ҫул Аванкай Килтеш ялӗнче пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ хӗҫ тытма та, ухӑпа пеме те, утпа ҫӳреме те пултаратӑп, — терӗ, унтан, тархасланӑн, Пӑкачав ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку ҫурта Эсрел килсе ҫӳреме юратать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нянине — тунине, Ачине — урине, Тӑппи-тӑппи ҫӳреме, Кӑрӑс-кӑрӑс тутарма.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна тӗрлӗ ҫӗре илсе ҫӳреме те ҫӑмӑл.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакна асӑрхаса, Карлай вара Укаслуран та, Пинертен те пӑрӑнса ҫӳреме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсӗ халь пысӑк ӗнтӗ, арҫын ачасемпе пӗрле ҫӳреме намӑс, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арҫын ача пекех утпа ҫӳреме вӗренчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӳршӗ карчӑкӗ, куҫсӑр-хӑлхасӑрскер, ӑна хӑйпе пӗрле ыйткаласа ҫӳреме илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗр вара чӑнах та хӗрӗх чӗрнеллӗ пулнӑ, ун кӑкӑрӗ ҫинче ҫавӑнтан пуҫласа пурнӑҫ вӗресе тӑма тытӑннӑ: йывӑҫ-курӑк шӑтса тухнӑ, тискер кайӑксемпе вӗҫенкайӑксем пурӑнма, хурт-кӑпшанкӑсем вӗҫсе ҫӳреме тытӑннӑ, пулӑсем ӗрчесе кӑйнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чылай хушӑ кӗтнӗ ӑшӑ ҫил сивве ҫӗнтерсе ҫанталӑка кунӗлетни хӗре питӗ савӑнтарчӗ, вӑл Пинере ҫул ҫӳреме лайӑхрах пулӗ тесе шухӑшларӗ, ӑна Хусанккапа пӗрле килессе кӗтме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ арҫынтан кая мар юланутпа ҫӳреме пултаратӑп, ухӑпа перетӗп, хӑвах вӗрентрӗн.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн пӗчӗкрен Киремет шап-шур урхамахпа тӳпере чуптарса ҫӳреме юратнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитменнине Еркиней те Кӑмӑл юлма хӑй килне: Ула утпа ҫӳреме, Улӑх тӑрӑх вӗҫтерме; Тата… шухӑш пуҫӗнче — Чӗкеҫ тухмасть чӗринчен…

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех