Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫичӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫичӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти лару-тӑрӑва шута илсе хамӑр пуҫарупа тепӗр ҫичӗ рейд йӗркелерӗмӗр: «Ксенон», «Дети», «Нелегальный перевозчик» тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Чӑн малтанах доклад пуҫламӑшӗнче Нӑрваш Шӑхаль тӑрӑхӗнчи юлашки ҫичӗ ҫулхи демографи лару-тӑрӑвӗ, ҫынсен шучӗ чакса пыни залра ларакансене шухӑша ячех-тӑр.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

— Вӗсемпе калаҫма вӑхӑтне тупатӑн-ха эсӗ, пуҫ ыратать тенине санне питех ӗненмелле мар-ха, пуҫ ыратакан ҫын ӗҫ пӗтнӗ-пӗтмен киле килмелле, ӗнер вара ҫичӗ сехет ҫитрӗ, пӑтӑ пиҫрӗ — эсӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Тӗпелте пилӗк кӗленче шурри, ҫичӗ кӗленче хӗрли, пӗр кӗленче «типӗ эрех» текенни ларнине хам куртӑм, — хавхалантарчӗ юлташӗсене хӗрлӗ сӑмсалли, — ун пек кулаксен вӗсен хӑйсен юхтарни те пулаканччӗ-ха…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Ҫичӗ пин пӑт ытла кӑнчӑрик пулнӑ ҫӗрулми — пӑт ҫурӑ кӑна мар вӗт вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

— Халь ҫичӗ юта кайрӗ ӗнтӗ, ют пулчӗ, — терӗ те Наталья Лаврентьевна, пӗр хушӑ сӑмах чӗнмерӗ, унтан хуллен хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ан тив, вӑл мана, ытти вӑтӑр ҫичӗ ачапа пӗрле, шкултан кӑларса янӑ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӳлеме ӑна, юрланӑшӑн, питӗ сахал тӳлеҫҫӗ, кунӗпе юрланӑшӑн та ҫичӗ пус-и, мӗн-и… хӑрах ҫӑпата илме те ҫитмест вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗрремӗш класра вӗренекенсене пурне те вӑтӑр ҫичӗ ачана — шкултан кӑларса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Виҫӗ уйӑх хушшинче Каюров «Ҫичӗ ҫуллӑх паттӑрӗсем» ятлӑ портретсен серине туса пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макар Каюров «ҫичӗ ҫуллӑх паттӑрӗсем» ятлӑ картинӑсен серийӗ валли Сахрун мучи портретне те ӳкерчӗ, ҫавӑнтанпа иккӗшӗ туслашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫур пус укҫа та ҫичӗ чул айӗнчен хӗсӗнсе тухать…

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Хамӑр планпа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫичӗ ҫуллӑх вӗҫнелле пирӗн колхозниксем килте ӗне тытмалла мар, вӗсене колхоз кирлӗ таран сӗт пама пултарать.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Евсей Антоныч колхозӑн ҫичӗ ҫуллӑх планӗ тӑрӑх мӗн-мӗн тумалли ҫинчен кӗскен каласа пачӗ те, шухӑша кайса, пӗр хушӑ сӑмах хушмасӑр ларчӗ, унтан, карчӑка чӗнсе, сӗтел ҫине пуҫтарма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тумалли нумай-ха пирӗн, а ҫичӗ ҫуллӑх вӗҫленесси инҫе те юлмарӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫичӗ ҫуллӑх план тӑрӑх, хамӑр колхоз планӗ тӑрӑх, пирӗн хамӑрӑн ялтах ача ҫуратмалли ҫурт пулмалла, хамӑрӑн пекарня, столовӑй пулмалла.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗл каҫа шӑп тӑнӑ ял хушши ҫӗр сасӑпа тулнӑ: урамра ача-пӑча хаваслӑн ҫуйӑхать; лаштра йӑмрасем тӑррине йӑва ҫавӑракан кураксем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ҫӑвар караҫҫӗ; ҫӗнӗ вӗллесенчи шӑнкӑрчсем, ҫурхи кун илемне кӳрсе, ҫитмӗл ҫичӗ тӗслӗ кӗввине шӑрантараҫҫӗ; пӳртсем, крыльцасем умӗсенчи канавсемпе е ҫул варрипех шыв шӑнкӑртатса юхать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫамрӑк ҫын эрнере ҫичӗ кун хӳшши ваттисен йӑли-йӗркине хисеплесе пӑхӑнать пулсан, хӑйӗн йӑли-йӗркине палӑртма саккӑрмӗш кун тупма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Сводкӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хаяр ҫапӑҫура пӗр уйӑх хушшинчех виҫҫӗр пин фашист хӑйсен пуҫне ҫинӗ, ҫапах сӗмсӗр ҫичӗ ют чарӑнма шутламасть-ха, вӑл халӗ те урса кайса ҫапӑҫать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫӗн сукмак йӗрлеме кӑмӑлу пухӑнсан Ҫичӗ хут шутлама эс пӗлсем!

Куҫарса пулӑш

Кам юлать, мӗн юлать аякра? // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех