Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫумӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫумӑр (тĕпĕ: ҫумӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулталӑк тӑршшӗнче ҫӑвакан ҫумӑр нормин 80 % ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗчченхи тапхӑрта ҫӑвать.

80 % годовой нормы осадков выпадает в период с июня по октябрь.

Тхана // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%85%D ... 0%BD%D0%B0

Пӗтӗмӗшле илсен, Тхане климачӗ тикӗс, кунта ҫумӑр ҫӑвакан кун чылай, темиҫе кунта кӑна сывлӑш температури ҫав тери хӗрсе кайма пултарать.

В целом климат Тхане ровный, со значительным числом дождливых дней и несколькими днями с экстремальными температурами воздуха.

Тхана // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%85%D ... 0%BD%D0%B0

Поселокри йывӑҫсем, тин кӑна ӑшӑ ҫумӑр ҫуса иртнӗрен, качча тухма хатӗрленсе тӑнӑ пикесем майлах чипер.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сан чунна тин, пӗвене татса кайнӑ ҫумӑр шывӗ евӗр, мӑнаҫлӑх капланса хӑпарать, вара хӗвел те сан ҫине (санран мӑшкӑллакансем ҫине мар!) ӑшшӑнрах пӑхнӑн, кайӑксем те саншӑн ҫеҫ ытармалла мар юрланӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Вара, анасласа ыран та ҫумӑр ҫутарсан, — хихиклетет Ултутти, — хурама туратти пек кӑтӑркаса кайнӑ шӑмшакна самантра ирӗлтерсе ямалла чуптӑватӑп килне пырсах.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Анасла, анасла та ҫумӑр ҫутар, — хавассӑн сас парать хӗлле шурӑ юр ҫине тӑнсӑр пулса ӳкнӗ тӑлӑх арӑм Ултутти, пӑнтӑ-пӑнтӑ та пиҫӗ хулҫурӑмлӑскер.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

14 ҫулти Таисияпа Мария Ивановасем «Кӗҫӗр вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ» юрра шӑрантарса дипломант пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑкӑр хӗрӗсем — «Кӗмӗл сасӑ» конкурс дипломанчӗсем // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%bca%d ... %b0%d0%bd/

Турӑ хӗрлӗпе кӑвак пир-авӑра юратмасть те ҫумӑр ҫутармасть тесе, хӗрсем сурпан пуҫсене, кӗпесен шурӑ хуртисене тӗрлеме ларнӑ…

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӑл хула хӗрринче пурӑннӑ, ҫав каҫхине театртан таврӑнаканскер, спектакль пӗтнӗ хыҫҫӑнах килне васкаман, ҫумӑр кӑштах чарӑнтӑр-ха тесе, хӗр-тантӑшӗ патне кӗрсе ларнӑ, вара автобуссенчен те тӑрса юлнӑ…

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫумӑр шӑпӑртатнӑ, сивӗ ҫил вӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Чечек пӳртре те ӳсет, анчах ӑна ҫурхи ҫил те ачашлаймасть, ҫуллахи ӑшӑ ҫумӑр та шӳтереймест, уйӑх та ыталаймасть, ун ҫийӗн вӗлле хурчӗсем те вӗҫеймеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ан кулӑр, ватӑ ҫын юрӑхсӑра тухнипе ҫумӑр ҫине кӑларса пӑрахнӑ кивӗ трактор евӗрех тутӑхать…

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Декабрь ҫил-тӑманӗ урать-туллашать пулсан, кунта эсӗ унӑн сассинче кӗрешӳпе ҫӗнтерӳ кӗввине илтетӗн, чашлаттарса ҫумӑр ҫунӑ чухне сана уйрӑлу юррисем аса килӗҫ, бульвар тӑрӑх ҫурхи ҫил вӗрсессӗн — чӗрӳнте юрату ҫуралнӑ…

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Унӑн куҫӗ умне Островскин «Аслатиллӗ ҫумӑр» драмӑри Катерина тухса тӑчӗ, — ӑна вӑл нумай пулмасть кӑна театрта курнӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тин ҫеҫ ӑшӑ ҫумӑр ҫуса кайнӑ та, бульвар ҫинчи лапсӑркка ҫӑкасем хушшинчи асфальт сукмаксем тӗкӗр пек йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эпӗ ҫав кӗмӗл ҫумӑр витӗр Атӑл леш енне тинкереттӗм, унта вара пӗр мана кӑна курӑнакан пысӑк экран пур пек, ҫав экран ҫинче эпӗ хамӑн пӗтӗм пурнӑҫ, кун хыҫҫӑн кун, эрне хыҫҫӑн эрне, хуллен шуса иртнине курса тӑнӑ пек туяттӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Атӑл ҫав тери илемлӗччӗ, ун ҫине вӗтӗ кӗмӗл ҫумӑр шӑнкӑртатса ҫунӑ пек туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кӑҫал «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта тата Якимовская урам патӗнче ҫумӑр шывӗсене тасатакан тата икӗ сооружени туса лартӗҫ, ҫавна пула эпир ҫулталӑк вӗҫлениччен Атӑла каяш шывсем юхтарса кӑларассине виҫӗ хут чакаратпӑр.

В текущем году будут построены еще два ливневых очистных сооружения в микрорайоне «Новый город» и в районе улицы Якимовская, благодаря чему до конца года мы в три раза сократим сбросы загрязненных сточных вод в Волгу.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Республикӑра пилӗк ҫул хушшинче тасатакан пилӗк сооружени тунӑ, Шупашкарта ҫумӑр шывӗсене тасатакан сооруженисем тӑвас тата ҫӗнетес енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, вӗсене нумай ҫул хушши юсаман.

В республике за пять лет построено пять очистных сооружений, проведена масштабная работа по строительству и модернизации в Чебоксарах ливневых очистных сооружений, которые не ремонтировались много лет.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫулталӑкне 1500 мм ытла ҫумӑр ҫӑвать.

Осадков — свыше 1500 мм в год.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех