Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлса (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Булат Ширин сӗтел ҫинчи кӗленче савӑтран шыв ӑсса ӗҫрӗ, унтан тарланӑ ҫамкине тем пысӑкӑш тутӑрпа шӑлса вӗсем тухса каяссине кӗтмесӗрех хыҫлӑ тенкел ҫине йӑванчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫуната вӗҫме сараҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лупин-Горбатый пиҫиххирен ҫакса янӑ хӗҫне тӳрлетрӗ, кӗске мӑйӑхне шӑлса илсе хулӑн саспа калама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс тӑрӑшатӑн та-ха, Ятламас, ку мунчашӑн, анчах хӑвӑн кӗме тивӗ-ши сан унта? — пурттине хӑйраса пӗтерсе кипке таткипе шӑлса тасатрӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пулӑшсам, турӑ, ҫав Сахиб-Гирее ҫӗнтерме! — терӗ III Василий шывланнӑ куҫӗсене ал тутрипе шӑлса.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахал шӑлса кайрӗ-и вӑрҫӑн тимӗр шӑпӑрӗ кунти чаплӑ керменсене?

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ухӑ йӗпписене кӑлчана чикрӗ, хӗҫпе ҫӗҫҫине ҫутӑличчен хӑйрасан шӑлса тасатрӗ те ҫумӑн ҫакса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи хӑна // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Правительство йӗркеленӗ выҫлӑхчӗ (колхозсенчи тырра патшалӑх пӗр пӗрчӗ хӑварми шӑлса кайнӑччӗ).

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Кухньӑран Софья Георгиевна килчӗ, аллине таса ал-шӑллипе шӑлса типӗтрӗ те хӑнасене ал пачӗ, ҫӗн ҫынна чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хытса ларнӑ юнне шӑлса илсен, унта пӳрне кӗмелӗх ҫуркаланчӑк шӑтӑк курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Малтан чухӑнсен комитечӗ килӗрен шӑлса ҫӳрерӗ, халь каллех пирӗнтен тӑпӑлтарасшӑн, — хирӗҫрӗ ҫил арман хуҫи.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Тутарсем йӑлтах шӑлса тухса кайнӑ тесе аптраса тӑма юрать-и?

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫавӑ пулмасӑр! — терӗ Пинеҫ куҫҫульне саппун аркипе шӑлса.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслӑ князь тарланӑ ҫамкине ал тутрипе шӑлса илчӗ, кӑшт тӳрленсе ларнӑ пек пулчӗ те калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑ ӑна шӑлса тасатса хӗвне чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи сӗтеле шӑлса тӗпелелле те иртейменччӗ, алӑкран Урасметӑн кӑвак шлепки курӑнса та кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл, хӗр ача хӑйне хӑлха чикки парса хӑварнӑ пек, хӑрах аллипе питне шӑлса илчӗ, такама ҫапма хатӗрленнӗ евӗр, саламатне ҫӳле ҫӗклерӗ, ӑна сывлӑшра ҫавӑрса лашине Тукай еннелле хӑваларӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну, янаварӑм, — лашине пуҫран шӑлса ачашларӗ хӗр, — киле ҫитсен сана типӗтнӗ сӗлӗпе кӑна тӑрантарма пуҫлатӑп.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет тутар мӑрсисене хӑналаман мар, вӑл лайӑх пӗлет: хан эшкерне илсе ҫӳрекен улансене юрама питех те кансӗр, ялан тенӗ пекех вӗсем ҫӑткӑн та ҫав тери мӑн кӑмӑллӑ пулаҫҫӗ, хӑйсене хӑналанӑшӑн вӗсем тепӗр чух тухса каяс умӗн хуҫана кӳрентернипе е сӗтел ҫинчи ӗҫме-ҫимене урайне шӑлса тӑкнипе тав тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӑшисем валли те хӑвармарӗҫ комбедсем — веҫех шӑлса тухса кайрӗҫ! — хаяррӑн кӑшкӑрчӗ каллех Шӑрт Кавӑрли.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Марье, чӑлан патӗнче сӑнаса тӑнӑскер, ним чӗнмесӗр куҫҫульне тутӑр вӗҫӗпе шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех