Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанчӑк сăмах пирĕн базăра пур.
шанчӑк (тĕпĕ: шанчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа эсӗ хӑвӑн юлташусене йывӑрлӑхсене тӳсме ӳкӗтле, вӗсен прависене хӗҫ-пӑшалпа мар, законлӑ майпа кӗрешсе илме шанчӑк юлтӑр.

Убеди своих товарищей по несчастью перетерпеть все, с тем, чтобы у них осталась надежда завоевать свои права путем законным, а не с оружием в руках.

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пурте пӗтсе ларӗ, нимӗнле шанчӑк та юлмӗ, каллех чурана лекмелле пулӗ, каллех путсӗр пурнӑҫпа пурӑнмалла пулӗ…

Все будет кончено, и никакой надежды больше не останется угнетенным, и снова будем мы рабами влачить эту подлую жизнь?..

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эсӗ ун чухне ҫав илсе килме пулнӑ хӗҫ-пӑшала пилӗк кун хушшинче илме шанчӑк пуррипе ҫукки ҫинчен пӗлтерӗн, — терӗ.

И ты мне тогда скажешь, можно ли будет рассчитывать на прибытие в течение пяти дней обещанного груза оружия.

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Анчах паллӑ мар плебей ҫынни те ҫавӑн пек сивлеме пултарать пулсан, — унӑн ятне пӗлейменнишӗн питӗ ӳкӗнетӗп-ха, — эппин тӑван ҫӗршывпа республикӑна ҫӑлма шанчӑк пурах.

 Но ты согласен со мной: если у нас существуют безвестные юноши, способные на такой поступок — я так жалею, что не узнал, кто он, — то есть надежда, что отечество и республика еще могут быть спасены!

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Амӑшӗ кӗҫӗн ывӑлӗ ҫине тахҫанах пысӑк шанчӑк хунине пӗлет вӑл.

Он давно знал, какие честолюбивые мечты лелеяла мать в отношении младшего сына.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Ҫӗр ҫине таврӑнас шанчӑк — пурнӑҫа кӗмелле марскер — Лосьпа Гусева пурнӑҫ патнелле ӑнтӑлма хистесе вӑратрӗ.

Почти неосуществимая надежда возврата на землю пробудила к жизни Лося и Гусева.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Турӑ манӑн чунӑма ҫӑласси пирки шанчӑк — пӗр чӗптӗм те ҫук.

Не будет даже надежды, что Бог спасёт мою душу.

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Халӗ ӗнтӗ инкекрен хӑтӑлмашкӑн нимӗнле шанчӑк та юлман.

На этот раз не было никакой надежды на спасение.

Буратино хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пуҫласа питех те пысӑк хуйхӑна кӗрсе ӳкет, анчах ӗҫ аванах майлашса каять // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Килӗштерчӗ, саврӗ, юратса та пӑрахрӗ темелле, качча та илес терӗ Динӑна, килне те йӑтӑрласа кӗчӗ ӑна, хӗве те хупма пикенчӗ — Ваттал кӳлли хӗрринче йӑлл! йӑлкӑшрӗ те шанчӑк шӑпчӑкӗ пӗрре, сад хӗрринче йӑлл! мӗлл! туса вӗлкӗшсе, лап! сӳнсе пӑчланчӗ ялӑнлӑхах.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Каҫхи ҫутӑра ырри те усаллӑн, усалли те ыррӑн курӑнакан та… — шанчӑк хӗлхемне вӗлкӗштересле сӑпайлӑн хуравларӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кунашкал шанчӑк пулмасан, эпир ҫакна пӗтӗмпех тӳсме пултарайман та пулӑттӑмӑр.

Без такой веры мы бы не смогли переносить всего, что мы переносим.

31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Кӗрешӗве малалла сармалли плана тунӑ май эпир ун ҫине пысӑк шанчӑк хунӑ.

Мы связывали с его работой серьезные планы дальнейшего развития наших действий.

31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Нимле шанчӑк та юлмарӗ.

Надежды не было.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Ҫынсем Ӑмӑрткайӑк ҫине пӑхса илчӗҫ, вӗсен чӗрисенче шанчӑк ҫӗкленчӗ.

Люди в свою очередь поглядели на Орлика, и надежда затеплилась в их сердцах.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Тинех ун чӗринче шанчӑк ҫӗкленчӗ.

Надежда затеплилась в его сердце.

II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Халӗ ӑна курас пулсан, кашни ҫынах хӑраса ӳкнӗ пулӗччӗ: выҫӑпа аптранипе унӑн питне темле тискер кайӑк е вӗҫен кайӑк сӑнӗ кӗнӗ, ҫавӑнпа пӗрлех вӑл, вилнӗ ҫынӑнни пек, чӗринче те нимле шанчӑк ҫуккине палӑртать.

Всякий, кто взглянул бы на него теперь, испугался бы: от голода в лице его появилось что-то звериное или птичье, и вместе с тем оно было безнадежно спокойно, как у мертвеца.

II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Урамра ӑшӑтрӗ ӗнтӗ, анчах кунта вӗсем, пӳлӗмре, сиксе чӗтреҫҫӗ; юлашкинчен Вавжонӑн сивӗннӗ кӗл ӑшӗнче мӗн те пулин тупас шанчӑк та ҫухалчӗ.

На улице уже было тепло, а здесь, в этой комнате, оба они дрожали от холода; наконец, Вавжон отчаялся найти что-нибудь в остывшей золе.

II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Океан ҫине кун ҫитрӗ, хӑраса ӳкнӗ пек, шурхайнӑ, салхуллӑ та тӗксӗм кун, анчах вӑл ҫапах та темле вӑй-хал, шанчӑк илсе килчӗ.

На океане наступил день, бледный, точно испуганный, печальный и сумрачный, но все же он принес какую-то бодрость и надежду.

I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Вӑхӑт иртнине пула артистсен те темле чӗрене илӗртекен шанчӑк ӳссе пычӗ.

И чем дольше тянулось время, тем более разрастались у артистов неопределенные, но заманчивые надежды.

II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Ман пирки пысӑк шанчӑк пурччӗ: вӑрттӑн колледжӑра та, стажировка ҫулӗсенче те, хам тӗллӗн ӗҫлеме пуҫласан та.

На меня всегда возлагались большие надежды: в тайном колледже, в годы стажирования, в период самостоятельной деятельности.

16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех