Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

часрах сăмах пирĕн базăра пур.
часрах (тĕпĕ: часрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Часрах Палюк мучие чӗнсе кӑлар.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Хӑҫан килнине ыйтса пӗлме часрах Палюк мучи патне чупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Эпӗ, вӗлле ӳкнине курсан, часрах урама чупса тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Ку таранччен яла темиҫе ҫыру та килчӗ пулӗ тесе, шухӑшӗпе киле часрах ҫитесшӗн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

— Ыран ӗҫе иртерех кайса хӑвӑртрах пӗтерӗпӗр те, часрах килсене саланӑпӑр, — терӗ вӑл юлташӗсене.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

— Маша, атя пуҫтарӑн часрах, урама тухатпӑр.

Куҫарса пулӑш

«2» паллӑ // Любовь Федорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 20 с.

— Ме, ҫакна тӑхӑн часрах!

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Ӗмӗтӗм пысӑк, ҫак ӗмӗт нумайранпа канӑҫ памасть мана, часрах чӑн-чӑн ӗҫе тытӑнасчӗ.

Мечта большая, и эта мечта давно не дает мне покоя, скорее бы заняться настоящей работой.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Эпӗ, вунпилӑк пус кӗмӗле ывӑҫра чӑмӑртаса, киле таврӑнтӑм, часрах ӑна аннене патӑм: «Чӗмпӗре кайнӑ чух кирлӗ пулать», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче килнӗ тесенех эпӗ, хӗпӗртенипе, часрах алкумне чупса улӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуп, алтарьтен тухса, часрах пирӗн пата йӑкӑлтӑк-йӑкӑлтӑк уксахласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир часрах, ним пулман пек, хамӑр вырӑна пырса лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир часрах килелле чупрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вутӑ йӑтни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ вӑл мӗн каланине ӑнлантӑм, ӑна часрах хӑваласа тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ часрах сиксе тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Чуп хӑвӑртрах, систер Ҫтаппана, — терӗ те вӑл, часрах васкаса, ҫимеллисем чикнӗ хутаҫа мана тыттарчӗ…

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ вылянӑ ҫӗртен тӑтӑм та часрах киле кӗтӗм, вара, кӑшт тӑрсан, Улля аппасем патне кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Часрах килелле чупас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ часрах, ыраш ӑшне чӑмса, лӑпчӑнтӑм, хытӑ хӑранипе сывламасӑр пӑшкаса ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне урӑх калаҫса тӑмарӗ, яшка чӗрессипе хутаҫа илчӗ те часрах киле васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех