Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрринче (тĕпĕ: хӗрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫпе чупни, харкашни, платниксене, кӑмака ӑстисене вӗрентни харама каймарӗ — Ҫӗрпӳре, Ҫавал хӗрринче, чул ярса никӗсленӗ пысӑк ҫурт ӳссе те ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтанхи пекех, Черемисинов отрячӗ ханпа унӑн амӑшне Казанка шывӗ хӗрринче кӗтсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кучак отрячӗ каҫса ҫитсен ҫыран хӗрринче кӗске ҫапӑҫу пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахаль ҫынсен ҫӳле хӑпарма юрамасть тесе каласа хунӑ пулас, вӗсем пурте ҫыран хӗрринче, ҫӑрӑлса тӑракан вырӑнта кӗшӗлтетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйне хӗненӗшӗн Иливан мӑрсана нумай вӑхӑт хушши каҫармастчӗ пулӗ, нумай вӑхӑт хушши ӑна тавӑрма сӑлтав шыраса ҫӳретчӗ пулӗ, анчах ҫав вӑхӑталла Сӗве хӗрринче чылай чаплӑ ӗҫсем пулса иртрӗҫ, каччӑ ҫилленӗвӗ хӑй тӗллӗнех манӑҫа юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫыран хӗрринче шавланине илтсе утрав ҫинчен стрелецсен тепӗр ушкӑнӗ анчӗ, ӑстасен ирӗксӗрех парӑнмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Яик хӗрринче хӑма пуррине асӑрхаман-ҫке эпӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яик хӗрринче купи-купипе хӑма выртать, вӑл ӗнтӗ урӑххисем валли-тӗр?

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утямӑш-Гирей кукашшӗ Хусантан аякра, Яик хӗрринче пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Садри кӳлӗ хӗрринче пӗр ватӑ ҫын — хан ывӑлӗн аталӑхӗ — пулӑ тытса ларать, пӗве пуҫӗнче икӗ ҫамрӑк хӗрарӑм — хан майрин тарҫисем — кӗпе чӳхеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ока хӗрринче Сахиб-Гирейпе пӗрлешеймерӗҫ вӗсем, ҫапах та ку похода ӑнӑҫсӑр пулчӗ тесе калама ҫук.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта Казанка хӗрринче пулӑ тытса лартӑр старик е хӑйӗн мӑнукӗсемпе пӳскелле вылятӑр.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашни валлиех ӗҫ пур темиҫе эрнене тӑсӑлакан шавлӑ курбан байрамра: пӗрин халӑха йыхӑрса ҫӗлӗк ҫавӑрмалла, хӑйне мӗн хушнине кӑшкӑрса ҫӳремелле, теприн купӑс каламалла е параппан ҫапмалла; пӗрин типнӗ пулӑ е пусма-тавар сутмалла, теприн чаплӑ тумланса хӗр пӑхса ҫӳремелле; пӗрин чӑм шыва ӳксе Казанка хӗрринче сутуҫсен япалисене пушатмалла, теприн ӑшша пиҫнӗ ҫынсем валли шерпет сутмалла; пӗрин ӗҫсе ӳсӗрӗлсе пылчӑк ӑшӗнче йӑваланса выртмалла, теприн ҫав вӑхӑтра ыттисен кӗсйине якатмалла; пӗрин килтен тарнӑ тарҫине шыраса ҫӳремелле, теприн пӗр-пӗр кӗтесре юмӑҫ пӑхмалла, ыран вилес ҫынсене чир иртсе каяссипе, лашине ҫухатнӑ ҫынна вӑл тупӑнассипе савӑнтармалла.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗлет вӑл вырӑна мӑрса хӗрӗ, Казанка шывӗ хӗрринче хитре ҫӗрте ларать Арск хули.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӳлӗ хӗрринче мӗн пулса иртнине вӑл Пикпавпа Иштерекрен пытарма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак пӑтӑрмахлӑ ӗҫе пуҫласа янӑ ҫамрӑксем урам тӑваткӑлӗнче пуху пынӑ вӑхӑтра хӑйсен яланхи вырӑнӗнче — кӳлӗ хӗрринче ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кам сыхласа тӑнӑ пуль вара ял ҫыннисенчен вӑрман хӗрринче?

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ ҫапла калаҫнӑ хушӑра вӗсем патне темиҫе кун каялла килсе кӗнӗ вӑрӑм сухаллӑ хура ҫын кӳлӗ хӗрринче ҫамрӑксен хушшинче ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫутӑ кӳл хӗрринче пӗччен мар пулнине!

Куҫарса пулӑш

Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.

Анаткас Атӑл хӗрринче, ҫавӑнпа эпӗ Йӑлӑм вӑрманне час-часах кайса ҫӳреттӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех