Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урӑхла сăмах пирĕн базăра пур.
урӑхла (тĕпĕ: урӑхла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш-пӗр реакцилле писательсем, этемӗн пурнӑҫри, обществӑри ролӗ пирки киревсӗр шухӑш сарса, пурнӑҫшӑн этем — лӑкӑр-лакӑр ҫеҫ, вӑл ним те тума пултарайман чӗрчун, тесе сӳпӗлтетнӗ пулсан, Иванов, материалистла философин хӑш-пӗр идейисене ӑнланса илнӗскер, урӑхла шухӑшланӑ: эпир пурӑнакан тӗнчере чи вӑйли этем, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Пирӗн вӑхӑтра, совет обществинче пачах урӑхла: писатель ӑнлансах халӑх шухӑш-кӑмӑлне палӑртать, халӑх идеалӗшӗн ӗҫлет, ӑна пурнӑҫа кӗртес тесе кӗрешет.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Литературӑ произведенийӗн содержанине е формине тӗпчесе пӗлес тесен, вӗсен (содержанипе формӑн) пӗрлӗхне тӗпчес пулать, урӑхла каласан, вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрмасӑр тӗпчесен ҫеҫ кирлӗ пек ӑнланса илме, ӑнлантарса пама пулать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Урӑхла пулсан, Исаев калашле, писатель ҫырнӑ произведени темле паха пулсан та, «катӑк ҫур пус» тӗшне те тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

— Государе, урӑхла каласан, Пугачева тытса, салтаксен аллине ҫитерсе паракансене пурне те ирӗке яраҫҫӗ, ним сиен те тумаҫҫӗ, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл вара, урӑхла шухаш турӗ, учӗсене ҫавӑрас та хыҫран килекенсем ҫине пырса кӗрес, вӗсен йӗркине тата-тата ха-мӑрӑннисем патне пырса тухас, терӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ачалӑх вӑл, урӑхла каласан, иккӗмӗш атте.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачавӑн кӗрнеклӗ те патвар кӗлетки ӑна йӑлт курса пӗтерме памарӗ, ҫавӑнпа вӑл шыври ӳкерчӗке урӑхла, хӑй пекрех ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урӑхла каласан, усал-тӗсел ҫыпҫӑннинчен тасатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Турӑ панӑ монарх влаҫӗпе усӑ курса, сире оброк та, урӑхла йышши куланай та тӳлемелле мар тӑватӑп!

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улатӑр пулса кайни ҫинчен тата урӑхла сӑмах-юмах та пур.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, ун пек йӑх-яха урӑхла вилӗм тивӗҫ те мар…»

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иннокентий ку шухӑша урӑхла, «ылхан ҫиме маннӑ ют йӑхсене» е тата та усалрах сӑмахпа каланӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунти пуп Иннокентирен пачах урӑхла пулнине курса, Савантер ытларах та ытларах тӗлӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухне Хусан патши патӗнче ҫичӗ пике-элтти, урӑхла каласан, ҫичӗ хӗр-асамҫӑ пурӑннӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ыранах юлташсемпе урӑхла калаҫса пӑхатӑп.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урӑхла меслет тупмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ӗҫсем часах урӑхла пуҫланса кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, кашни ҫыннӑн ҫамки ҫинех ҫуралнӑ-ҫуралманах пурнӑҫ йӗрне пӗлтерсе курӑнман саспаллисемпе Ҫӳлти Турӑ хӑй ҫыру, урӑхла каласан, ӑраскал е элчел ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пачах урӑхла, нумай-нумай ҫул пурӑнмалла пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех