Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урисене (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан, урисене тенкел хӗррине вырнаҫтарса, чӗркуҫҫийӗсене ыталаса илнӗ, вӗсем ҫине янахне хунӑ.

Поставил ноги на край стула и, обняв колени руками, положил на них подбородок.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Таврари ҫынсем нимӗн ӑна кӗрейми пӑхкаласа тӑнӑ; сухал пуснӑ кӑвак тата хӗрлӗ кӗлеткесем ассӑн сывла-сывла янӑ, хыҫкаланма пуҫланӑ, урисене улӑштаркаланӑ.

На лицах людей, окружавших его, выразилось недоумение; синие и красные бородатые фигуры начали вздыхать, почесываться, переминаться с ноги на ногу.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫине кӗске драп пиншак, урисене ҫӳллӗ атӑ тӑхӑннӑ Фома, илемлӗ те яштакскер, мачта ҫумне тайӑнса тӑнӑ, вӑл, чӗтревлӗ аллипе сухалне чӗпӗткелесе, шавлӑ ӗҫ ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхнӑ.

Фома, красивый и стройный, в коротком драповом пиджаке и в высоких сапогах, стоял, прислонясь спиной к мачте, и, дрожащей рукой пощипывая бородку, любовался работой.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑшӗ кӑвак, хӑшӗ хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ мужиксен ушкӑнӗ палуба тӑрӑх пысӑк пӗрене сӗтӗрнӗ, вӗсем, урисене йывӑррӑн пусса, пӗтӗм кӑкӑр тулли ахлатнӑ:

Толпа мужиков в синих и красных рубахах волокла по палубе большое бревно и, тяжело топая ногами, охала во всю грудь:

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Лю Дэ-шань арӑмӗ ун ҫинчи юра тасатрӗ, урисене шӑпӑрпа шӑлчӗ, унтан тӗпеле иртме сӗнчӗ.

Жена Лю Дэ-шаня провела гостью в комнату, заботливо отряхнула с нее снег, обмела веником туфли.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл, урисене хӑй айне хуҫлатса ларса, пиҫиххи хушшинчен вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗмне кӑларчӗ, туртма пуҫларӗ, хуҫа арӑмӗн пичӗ умне ҫӑра тӗтӗм кӑларса тултарса, ахлатса сывлама пуҫларӗ:

поджав под себя ногу, достала из-за пояса свою неизменную трубку с длинным чубуком, закурила и, выпустив в лицо хозяйки струю табачного дыма, шумно вздохнула:

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ылттӑн урисене шап-шурӑ ҫӗр ҫине сапаласа, хӗвел тухать.

Уже всходило солнце, рассыпая по снегу ослепительные золотые блестки.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем, урисене хуҫлатса кан ҫине ларнӑ та, чӗлӗмӗсене мӑкӑрлантарнӑ май, ачисене кӑкӑр сӗчӗпе апатлантараҫҫӗ.

Поджав под себя ноги, они расположились на кане и, дымя длинными трубками, кормили грудью малышей.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫав тери ҫиленнипе тӗксӗмленсе кайнӑ Ҫинҫе Кантӑр Шӑмми урисене хӑй айне хуҫлатса кан ҫине хӑпарса ларнӑ та, чӗлӗм мӑкӑрлантарать.

Тощая Конопля, багровая от злости, сидела на кане, поджав под себя ноги, и нещадно дымила трубкой.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Урисене хӑй айне хурса ларнӑ председатель, чӗлӗмне мӑкӑрлантарнӑ май, хӑна хӑйне мӗнле тытнине сӑнарӗ.

Подвернув под себя ногу и покуривая трубочку, он внимательно приглядывался к гостю,

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Дасаоцзапа Лю-лань вӗсен урисене те, туфлисен ӑшне те пӑхса тухрӗҫ, анчах нимӗн те тупаймарӗҫ.

Дасаоцза и Лю Гуй-лань тщательно осмотрели ноги, заглянули даже в туфли, но ничего не нашли.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӗрарӑмсем, урисене хӑйсен айне хуҫлатса, кан ҫине ларчӗҫ, вӗсен килӗнче хуҫа пек тыткалакан ҫынсем ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗҫ.

Женщины сидели, поджав под себя ноги, и испуганно следили за людьми, которые распоряжались в их доме, как в своем.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Бригада начальникӗ, урисене кан ҫинчен усса, пушмакӗсене тӑхӑнма пуҫларӗ.

Начальник бригады спустил ноги с кана и начал обуваться.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Бригада начальникӗ урисене салтрӗ, мамӑк хурса ҫӗлетнӗ куртка тӳмисене вӗҫертсе кан ҫине йӑванса кӑна кайнӑччӗ, кӗсйинче конверт пуррине аса илчӗ.

Начальник бригады разулся, расстегнул ватную куртку и, уже забравшись на кан, вдруг нащупал в кармане конверт.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Халӗ бригада начальникӗ унӑн урисене те курчӗ.

Теперь начальник бригады разглядел и его ноги.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Апатсӑр пурӑнакан лашисем урисене аран-аран хускатакан пулчӗҫ.

Некормленые лошади отощали до того, что еле передвигали ноги.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем чи самӑр сыснине суйласа илчӗҫ, ҫухӑрни ан илтӗнтӗр тесе, унӑн пуҫне михӗпе чӗркерӗҫ, урисене ҫыхрӗҫ те анӑҫри флигель патне илсе пычӗҫ.

Они выбрали самую жирную свинью, обмотали ей голову мешком, чтобы не было слышно визга, связали ноги и приволокли к западному флигелю.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лешӗ пӗр вырӑнта урисене хускаткаласа тӑчӗ, калаҫу хускатса яма хӑтланса пӑхрӗ.

Тот потоптался, сделал попытку завязать разговор.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Шӑпах ҫакӑн пек ирсӗр ҫанталӑкра, ҫине ӑшӑ кӗрӗк, пуҫне ӑтӑр тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ Хань Лао-лю, бронзӑран тунӑ кӑмака ҫине урисене хурса, Ырӑ Кӑмӑллӑ Дунпа калаҫса ларнӑ вӑхӑтра, Ли Цин-шань чупса кӗнӗ те: — Го Чжэнь-тан вилет… — тенӗ.

Вот в такую-то непогоду, когда Хань Лао-лю, одетый в шубу и шапку из выдры, положив ноги на бронзовую печь, беседовал со своим сватом Добряком Ду, вбежал Ли Цин-шань и доложил: — Го Чжэнь-тан кончается…

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унӑн вырӑнӗ ун пек чух эрешлӗн тирпейленӗ гостинӑйӑн пӗр-пӗр кӗтессинче пулнӑ, вӑл унта, урисене хуҫлатса, салхуллӑн сӑнакаласа ларнӑ.

Поджав ноги, он сидел где-нибудь в уголке ее пестро убранной гостиной и угрюмо наблюдал.

V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех