Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урине сăмах пирĕн базăра пур.
урине (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗмӗтри ҫул ҫӳревне вӑл пӑтрашӑнчӑк сӑнарсемпе темиҫе минут хушши ӳкерсе кӑтартрӗ, унтан урине хуҫлатса меллӗрех вырнаҫрӗ те — ҫӑмӑллӑн анасласа, ассӑн сывласа шӑпланчӗ.

Несколько минут она расписывала воображаемое путешествие спутанными образами, затем устроилась поудобнее, поджав ноги, и легонько, зевотно вздохнула.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Бильбоа хумханӑвӗ-ҫӗкленӗвӗ тамалнӑ ӗнтӗ, вара вӑл, кашни ӗҫе тӗплӗ тума хӑнӑхнӑскер, шухӑша путрӗ: хӑрушлӑха ирттерсе ямашкӑн вӑрманта тата миҫе кун лармалла, вӑрман сыснипе мӗн тумалла — кӑвар ҫинче урине ӑшаламалла-и е чаплӑрах апат, тӗслӗхрен, катлет хатӗрлемелле-и?

Неосновательное возбуждение Бильбоа улеглось, и он, как человек практический по преимуществу, отдался уже привычным мыслям о том, сколько еще дней, для безопасности, следует просидеть в лесу и что делать с дикой свиньей: зажарить ли в золе ногу или, потратив полчаса, устроить блюдо изысканнее, например, котлеты.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Редж Гарвей урине персе амантать, Гарвей вара Реджа сусӑрлатать…

Разве что Редж прострелит ногу Гарвею, а Гарвей искалечит Реджа.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Анчах витере ӗне лӑпкӑн мӑшлатса сывланисӗр тата лаша урине улӑштарнӑ чухне хӑма урайне тӑк-так тутарса илнисӗр пуҫне нимех те илтӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кучан, ӑна халь-халь ҫисе яма хатӗр пек, пит шӑммисене вылянтарчӗ, Жумба хӑй Телегина милици хушшинче курнине пач ӗненмерӗ тейӗн, Йысна урине кӑна мар, пӗтӗм шӑмшакне чӗтрентере-чӗтрентере илет, ку ӗнтӗ вӑл ҫав тери хытӑ тарӑхнине пӗлтерет, Валет кӑна ни тарӑхмасть, ни тӗлӗнмест, ҫапла пулса тухасса малтанах пӗлнӗ пек тыткалать хӑйне…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сидор, сак ҫинче лараканскер, урай варринче урине сарса тӑракан Калюкова аялтан ҫӳлелле пӑхса илчӗ те лешӗ тарӑхса ҫитнине асӑрхарӗ, ҫавӑнпа ҫиллине пӑртак чакарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсене ҫуртсем патне пыричченех тӗреклӗ те хаяр йытӑ, лаша урине кӗҫ-вӗҫ туртса ҫурма хатӗрскер, чыхӑна-чыхӑна вӗрсе кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗн, ҫав Калюк хурахӗсем улӑштарайӗҫ тетӗн-им саманана? — йӗкӗлтесерех ыйтрӗ вӑл, урине кравать хӗрринчен, Мӗтри пичӗ умӗнчен ӗнтӗ, шаларах туртса илсе.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӳрех палласа та илеймӗн хӑйне: тутӑрне каялла ҫавӑрса ҫыхнӑ, ҫинҫе те пиҫӗ пилӗкне, лавкка пусминчен ҫӗлетнӗ хӑмӑр кӗпепе чӗнтӗрлӗ кӑвак саппун ҫийӗн, арҫын чӗн пиҫиххине ҫыхса янӑ, урине сӑран атӑ тӑхӑннӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Калюков урине илчӗ те Минина хулӗнчен тытсах тӑма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куҫа курӑнман пӑяв урине тӑлласа лартрӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Е эс мул юратман ҫын-и? — куҫне хӗссе пӑхрӗ Хуснутдинов, унтан аллине пилӗк ҫинче тытса, хӑрах урине вылянтарса тӑракан Курносовран ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапӑҫу чарӑннӑ самантпа усӑ курса, Ванькка батальон командирӗн урине ҫыхса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗчӗк урине канӑҫсӑррӑн силлекелесе Ассоль куҫӗсене уҫрӗ; тӑрса ларчӗ, сапаланнӑ ҫӳҫне тыткӑчпа пуҫтарма пуҫларӗ, шӑп ҫавӑн чухне Грэй ҫӗрри хӑй пуррине аса илтерчӗ; вӑл пӳрнисен хушшине ҫакланнӑ курӑк пуль тесе Ассоль вӗсене тӳрлетрӗ.

Беспокойно повертев ножкой, Ассоль проснулась; сидя, закалывала она растрепанные волосы, поэтому кольцо Грэя напомнило о себе, но считая его не более, как стебельком, застрявшим меж пальцев, Ассоль распрямила их.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫара урине ӑшӑ тусан кӑтӑклать, сывлама уҫӑ, хаваслӑ.

Теплая пыль щекотала босые ноги; дышалось ясно и весело.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑл пӗр урине хуҫлатнӑ, теприне тӑснӑ, пуҫӗ — тирпейлӗн хутлатнӑ аллисем ҫинче.

Свернувшись, подобрав одну ножку и вытянув другую, она лежала головой на уютно подвернутых руках.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинче рота командирӗ Иванов капитан сылтӑм урине татать.

Во второй мировой войне командир роты капитан Иванов остался без правой ноги.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Унтан эпӗ Пиллӗкӗмӗшне те персе тивретрӗм, ҫав вӑхӑтра манӑн лаша ӳкрӗ те хӑйӗн урине ҫӗмӗрчӗ.

Потом я выстрелил в пятого, и как раз в эту минуту лошадь моя упала и сломала себе ногу.

Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Хӑйне больницӑна ӑсатнине те, урине гипсланине те тӗлӗкри пек ҫеҫ туйса выртрӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ун ҫине ларсан хӑйӗн юратнӑ вырӑнне, алӑк патӗнчи «кӑмака» умне, кайса тӑчӗ, хӗр урине ӑшӑ ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех