Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшса (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн эсир Чураппа инкене чӑрмантарса ҫӳретӗр? — кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл мӑрса арӑмӗ умӗнче хӑйне ҫынсене итлеттерме пултаракан алманчӑ пек кӑтартма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫхине вилес пек ывӑнса киле таврӑнсан алманчӑ урамранах илтрӗ — пӳртре ӳсӗр улансем шавлаҫҫӗ, пӗринчен тепри хытӑрах кӑшкӑрма тӑрӑшса вӗсем темле юрӑ юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйсен калаҫӑвне хутшӑнтарма тӑрӑшса амӑшӗ хӗрне ӑҫти ҫук япаласем ҫинчен темиҫе ыйту пачӗ, Нухрат, амӑшӗпе алманчӑна кӳрентерес тенӗ пекех, ку ыйтусем ҫине сиввӗн ҫеҫ тавӑркаласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай алӑка хупрӗ те, Ятламас тӑрӑшса, васкамасӑр тата сӗркӗчне вылятнӑ майӑн кӳлепипе енчен енне сулӑнса хурлӑхлӑран та хурлӑхлӑ кӗвӗ калама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл ватӑ аслашшӗне кӳрентермерӗ: унпа пӗрле пулӑ тытмалли хатӗрсем юсарӗ тата вӑл хуҫса пӑрахнӑ ҫӑпатасене тӑрӑшса тирчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вун ултта ҫитсен, 1484 ҫулта, аллах Магмет-Эминь тӑрӑшса кӗл тунине илтрӗ те ҫӗр ҫине телей ярса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑрӑшса пӑх-ха, тархасшӑн, тӑрӑшса пӑх.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсӗ манпа тӗл пуласшӑн та мар-и, Эрнепи? — терӗ Ахтупай ун аллине питрен хӑйпӑтма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Питӗ кичем те тунсӑх иккен чӑваш юррисем, — пуҫне сулкалать бакшей Бозек хӑйӗн ҫине ӑшӑ тумтир ытларах купалама тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай пуринчен ытла Булат Ширина сӑйлама тӑрӑшса аллинчи куркапа ун умӗнчен пӑрӑнма пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Бакшей Бозека эсӗ, паллах, лайӑх пӗлетӗн, — терӗ вӑл ҫав-ҫавах шӳтлеме тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Э-э, эпӗ сана иртенпех шыраттӑмччӗ-ха, — терӗ вӑл кӑмӑллӑн калаҫма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Шпальтегольц атласӗ ҫук-ши библиотекӑра, — ыйтрӗ Ева, хӑйӗн тупӑмне пытарма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ҫӑмарта хӑпартни ҫимесӗр пулаймасть пулӗ ҫитесси-и! — хуравлама кӑшкӑрать Макар Степанович, пӗтӗм вӑйпа Шевле хыҫҫӑн брасспа ишме тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Нимӗн те пулмастчӗ — тепӗр пӑрахутпа ыран пырӑттӑм, — терӗ Павлуш, хумханнине пытарма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Симӗс вакунсем курӑнаҫҫӗ, — терӗ Павлуш, калпак айне хӑлхисене пытарма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Хӗвелтухӑҫ фрончӗн политуйрӑм ҫумӗнчи Чӑваш пайӗ. И. Максимов», — тӗплӗнрех ӑнланма тӑрӑшса, приказ вӗҫне вуларӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Александр Федорович вӗт ку! — сӗтел хушшинче ларакансем еннелле кӑтартрӗ Павлуш Тимуша, маларах иртме тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Хӗрхи-и, хӗрхи-и хӗр парать… — ҫӳллӗ сасӑпа питӗ тӑрӑшса юрла пуҫларӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Нихҫан пӗр чӑваш хӑпарса курман собор балконӗ ҫинче вӑтӑр ҫынна яхӑн учительсемпе Хусанта вӗренекен ачасем чун-чӗререн тӑрӑшса юрланӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех