Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун чухне вӗсем выляма пуҫӑнайманччӗ-ха, лавккана карт туянма кайнӑччӗ кӑна.Тогда там еще не начинали играть, а только послали суперкарга купить карты.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
— Халӗ хуҫа хӗрарӑмне хваттершӗн кивҫене тавӑрса пама тата Джек валли чернилпа тетрадьсем туянма пулать хӑть.Можно теперь будет уплатить долг хозяйке за комнату да купить моему Джеку чернил и тетради.
Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.
— Туянма мансах кайнӑ, — Спринг хӑйне сапаланчӑклӑхшӑн тарӑхнипе тарласах кайрӗ.— Даже и купить забыл, — смущенно сказал Спринг, вспотев от досады на свою рассеянность.
Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.
Ирӗксӗрех ҫӑл патне утма е лавккаран туянма тивет.Волей-неволей приходится идти к колодцу или покупать воду из магазина.
Моҫҫакассисен шыв ҫук: е лавккаран туянаҫҫӗ, е ҫӑла утаҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31357.html
— Манӑн темиҫе бутербродпа кӑштах чӑкӑт пур… ниҫта та туянма ҫук та…— У меня есть несколько бутербродов и немного сыру… так как достать негде…
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ҫак пӗтӗм хакланӑва, паллах, лавккана тавар туянма килнисен тӳлеме тивӗ.Все это подорожание, конечно же, придется оплатить тем, кто придет в магазин за товаром.
Чек лентти: ӑҫта ҫухалнӑ тата мӗнле сӑлтава пула? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5963-%D0%A7% ... B0%3F.html
Вӑт, ун чухне, ҫула май, Валетпа Ванькка, эсир Йӗпреҫе пасара, апат-ҫимӗҫ туянма кӗретӗр.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пасара та, эрехпе апат-ҫимӗҫ туянма та — ниҫта та пӗччен ан яр.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫывӑхрахри пасарта пурне те туянма пулать-ҫке.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ара, конверт е марка туянма ниепле те май килмест-ҫке…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗррехинче вӑл кооператив чӑпта ҫапмалли станоксем туянма укҫа пухнине пӗлчӗ те тӳрех Канаша тухса вӗҫтерчӗ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах станок туянма пухнӑ укҫана пӗтӗмпех ҫаратса кайрӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хам эпӗ пилӗк ҫул каяллах-ха лаша туянма унран кивҫен укҫа илнӗччӗ, кайран тата, виҫӗмҫул, вӑрлӑх ҫитмерӗ те пилӗк пӑт тулӑ ыйтма тиврӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
IKEA ятлӑ сӗтел-пукан лавккинчи пакета 1,2 млн тенкӗпе туянма сӗннӗ, H&M пакетне вара — ҫур миллион тенкӗпе.
Кӳршӗ облаҫре сахӑр катӑкне 1 499 тенкӗпе туянма сӗнеҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31251.html
Маларах апат-ҫимӗҫ лавккисен сентрисем ҫинче сахӑр ҫухалнӑ, хыпӑнса ӳкнӗ Чулхула ҫыннисем сахӑра сыхлӑха туянма тытӑннӑ.
Кӳршӗ облаҫре сахӑр катӑкне 1 499 тенкӗпе туянма сӗнеҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31251.html
Троллейбусра проезднойпа ҫӳреме кӑмӑллакансен асӑннӑ билета туянма уйӑхсерен 1135 тенкӗ тӳлеме тивӗ, студентсемпе шкул ачисен – 820 тенкӗ.
Шупашкарта ҫул ҫӳреме хакланӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31204.html
Ҫӗрулми туянма панӑ укҫа харама кайсан фирма тек ура ҫине тӑраймассине те аван чухлать Михаил Григорьевич.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Нина сутма пулӑшнӑ эрехшӗн илнӗ укҫана пӗр фирмӑна колхозсенчен ҫӗрулми туянма панӑччӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
— Ну, юр-ратнӑ ар-р-рӑм , кала-ха, — шӑл витӗр сӑрхӑнтарчӗ вӑл сӑмахӗсене, — мӗн пирки килӗшрӗ Иван Петрович эрех туянма?!
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
— Ҫывӑх кунсенчех хулара икӗ пӳлӗмлӗ хваттер туянма май пур.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.