Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусма сăмах пирĕн базăра пур.
пусма (тĕпĕ: пусма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак халӑх чӑшӑлл! туса илчӗ — хӑма ҫапса тунӑ ҫӳллех мар пусма ҫине воевода ҫыннисем хӑпарса тӑчӗҫ: стрелецкий голова, дьяк, сӑрнайҫӑ тата темле ҫын — ӑна мӑрсасем уйӑрса илме те пултараймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турхан пӳрте кӗрсе ҫухалсан пусма вӗҫне юлнӑ вырӑссем Северьяна хӑйне тапӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуҫана вӗсем пусма вӗҫӗнче кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пусма ҫине Тукай хӑй тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Стрелецсем ҫырана тухма васкаса сарлака пусма хучӗҫ, ун ҫине пӗр тӑрӑх кавир сарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван Васильевич вӑрӑм пусма тӑрӑх анчӗ те халӑх патне ҫитиччен темиҫе утӑм юлсан чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӳршӗ картишӗнче пӗлтӗртенпе нимӗн те улшӑнман, хӳме ҫумӗнче, унчченхи пекех, вут купи выртать, картишӗнче шыв валашки патӗнче хурсем какалаҫҫӗ, пусма умӗнче тем пысӑкӑш ҫилӗллӗ хӑмӑр ӗне кавлесе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла каласа воевода пусма тӑрӑх патша кимми ҫине утса хӑпарчӗ, ун хыҫҫӑн вырӑссемпе пӗрле Сӗве вӑрринчи хулана пыракан тутар княҫӗсем, стрелецсен пуҫлӑхӗсемпе думнӑй ҫынсем ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алексей Федорович, Ту енчи ҫӗр-шыв вӑл Мускав аллинче юлсассӑн та пусма ҫине тухса тӑрсан тӳрех курӑнмасть-ха.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан Шигалей тӑнӑ вырӑна — пусма вӗҫне — Воротынский воевода тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӳлти пусма вӗҫне хӗрлӗ сӑхман евӗрлӗ тумтир тӑхӑннӑ тулли ҫын тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫыннисем пӗринчен тепри тӗреклӗрех пулнӑран тата пуҫлӑхсем ниҫта вырнаҫса пӗтерейменрен Иливана пусма халь-халь ҫатӑртатса ишӗлсе анассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай пусма ҫинче тӑнине курсан каччӑ васкаса ун патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пусма вӗҫне ӑна хирӗҫ чупса тухать вӑл, пӳрте кӗрсен хӑйӗнпе юнашар лартать.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Клевер уйӗнче ура пусма вырӑн юлмарӗ, пӗтӗм ҫӗре шӑтарса пӗтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Ҫиессе ҫиместчӗ хӑй вӗсене, вӗлеретчӗ те пусма умне хурса хӑваратчӗ, «акӑ, курӑр, эп ӗҫсӗр ыйха ҫапса выртмастӑп» тенӗ пекех пулса тухатчӗ вара: Кашни кун темиҫе шӑши тытать те, пурне те мӗнле ҫисе ятӑр.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Эпир, Уҫӑппа, пусма тӑратса сарай ҫине хӑпарса пӑхрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Чӗлӗ ҫӑкӑр касса тухрӑм, пусма тӑратрӑм та пӳрт карнисӗ ҫумне хӑма татки ҫапса, ҫӑкӑрне тӗпретсех хурса патӑм.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Каятӑп та ялти лавккана, чӑвашсен йӑлипе пусма туянатӑп, ача-пӑчана вылямаллисем.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Лапша Павӑлӗн пӳртне те кӗрсе пӑхрӗҫ, пусма картлашки айне те хӑвармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех