Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эпир, тӑванӑм, сурӑх тирӗпе мар, атӑсемпе мар, ылттӑн-кӗмӗлтен те аслӑрах турӑ тивлечӗпе сутӑ тӑватпӑр, ӑна нимле хак пама та май ҫук…
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хам ҫавӑн пек хӑрассинчен епле сывалнине астумастӑп, анчах эпӗ сывалассине часах сывалтӑм; паллах, вӑл енчен мана кукамайӑн ырӑ турри пулӑшнӑ, эпӗ ҫавӑн чухнех ҫак простой чӑнлӑха туйса илнӗ пулӗ тесе шухӑшлатӑп: эпӗ нимле усал япала та туман-ха, айӑпсӑрах мана наказани памашкӑн саккун ҫук, ҫын ҫылӑхӗсемшӗн эпӗ ответ тытмастӑп.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑшпӗр чухне мана чиркӳ кӳлӗри шыв ӑшнелле тарӑн анса кайнӑ пек, урӑхла каласан, нимле те мар йышши пурӑнӑҫпа пурӑнмашкӑн ҫӗр ҫинчен тарса пытаннӑ пек туйӑнатчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— А, эсӗ-и, Акулина, — нимле мар пек те сиввӗн йышӑнатчӗ кукамая хуса майри.— А, это ты, Акулина, — небрежно и холодно встречала бабушку моя хозяйка.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Нимле шанчӑк та юлмарӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Чӑнах та, чикӗ хӗрринче, Миссисипи леш енче ларакан Мемфис ялне саратса яракан сивчир ертекен ял тесе шутланӑ, анчах, пӗлтерӳре каланӑ тӑрӑх, Миссисипи пек юханшыв урлӑ нимле сивчир те каҫма пултарайман имӗш: ҫӳлӗ Арканзас ҫыранӗсем ҫинче сивчир ҫук та, мӗншӗн тесен, кӳршӗре пурӑнакан индеецсем пӗр тертленмесӗрех ӑна пӗтернӗ пулӗччӗҫ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
— Сирӗн кунтисемсӗр пуҫне урӑх нимле япала та ҫук-им?
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Халӗ ӑна курас пулсан, кашни ҫынах хӑраса ӳкнӗ пулӗччӗ: выҫӑпа аптранипе унӑн питне темле тискер кайӑк е вӗҫен кайӑк сӑнӗ кӗнӗ, ҫавӑнпа пӗрлех вӑл, вилнӗ ҫынӑнни пек, чӗринче те нимле шанчӑк ҫуккине палӑртать.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
— Пирӗн патра нимле ҫар та ҫук, килнисем ҫеҫ пулаҫҫӗ, — лӑпкӑн ответлерӗ хӗрлӗрех пысӑк сухаллӑ старик, кил хуҫи пулмалла.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Павӑл, хирӗҫленӗ пек, ҫамкине пӗркелесе илчӗ, унтан вара нимле маррӑн: — Пирӗн пурнӑҫ СКМЮ-на кӗнӗ гимназисткӑсем шутланӑ пек пӗр кӑлтӑксӑр мар ҫав, — терӗ.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Урӑх нимле те мар!
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗсем ҫине пӑхма та пултараймарӗ вӑл, нимле пулӑшу пама пӗлмесӗр каллех сысна вити патне упаленсе кайрӗ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Урӑх нимле шухӑшлама та ҫук пек: чикӗ пӑсакан ҫын машина ҫине ларса кайнӑ пулмалла.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл ҫурма ҫулта чарӑнса тӑрас ҫук, нимле хӑрушлӑха пӑхмасӑрах малалла кайӗ.Он не остановится на полдороге, несмотря ни на какие опасности.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Мӗншӗн тесен Граб урӑх нимле хӑтланма та пултараймасть: вӑл чӗрӗллех парӑнас ҫук.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Унта ҫирӗм пилӗк-ҫирӗм тӑхӑр ҫулхи совет ҫыннин «ҫав-тери кирлӗ» докуменчӗсене тупма хушнӑ, вӗсене тупас тесе, нимле чӑрмав умӗнче те чарӑнса тӑмалла мар.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Анчах пӗр-пӗр вӑхӑтра пачах кӗтмен ҫӗртен ҫак килйышра мӗнле те пулин пурҫӑн чӗнтӗр пирки е упӑшкин лашисемпе хӑнана кайни ҫинчен тепӗр чух ниме тӑман пек туйӑнакан ыйтӑва хускатаҫҫӗ, — вара нимле сӑлтав та ҫук пек пулин те, — тавлашу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пырать, чаршав хыҫӗнче ку ӗҫе татса пама тӑвӑр пулса тӑрать те, сасартӑк, тавлашакансене хӑйсене хӑратса пӑрахса тата итлесе тӑракансене тӗлӗнтерсе ярса, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине чӑннипе мӗн тери япӑх пӑхни йӑлтах куҫ умне тухса тӑрать, халӗ ӗнтӗ нимӗне те хупӑрламан чаршав хирӗҫсе кайнисен хушшинче пӗр усӑсӑр сулланса ҫапкаланать, вӑл сире хӑвӑр унпа хӑҫантанпа улталанса пурӑннине ҫеҫ аса илтерет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗлеткипе питӗ лутра, хӑй ытла та пӗтсе кайнӑ, сӑнӗ чирлӗ ҫыннӑнни пекех сарӑхнӑ пичӗ ҫинче нимле ҫӗвӗсем те палӑрмаҫҫӗ, анчах унӑн илемлӗ пысӑк куҫӗсем те, кӑмӑла килекен йӑл-йӑл, савӑк кулли те ҫавсемех, вӗсене эпӗ пӗлетӗп, ача чухне юрататтӑмччӗ те.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах, шампански нумай ӗҫнӗ пирки пулас, эпӗ хама айӑплӑ тесе шутларӑм, ҫак господина нимле йывӑр сӑмах та каламарӑм, пачах урӑхла: ман тутасем калама ҫук йӑвашшӑн хушаматӑма тата адресе каларӗҫ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӳлӗме тултан нимле сас-чӗв те илтӗнмест, ҫавӑнпа ку шӑплӑхра маятник тикӗссӗн те чуна килентермелле шаккани хыттӑн илтӗннӗ пек туйӑнать.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.