Шырав
Шырав ĕçĕ:
Паян чи кӗҫӗн Гирей ҫулталӑк тултарчӗ.
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫӗршыв паян ҫӗнтерӳҫӗ-ӑрӑвӑн мӑнукӗсене, кӗҫӗн мӑнукӗсене нацистсемпе кӗрешме, вырӑс тӗнчине сыхласа хӑварма чӗнет.
Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem
Кӗҫӗн тата хатӗрленӳ ушкӑнӗсене ҫӳрекенсем патне Росгварди сотрудникӗсем - ведомствӑна пӑхӑнман хурал уйрӑмӗнче тӑрӑшакан Владимир Капитонов прапорщик тата Ксения Фирсова диспетчер - хӑнана ҫитнӗ.
Чи хастарринчен тӗслӗх илмелле // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11522-ch ... kh-ilmelle
Ҫавӑнпа та вӗсене кӗҫӗн ҫулсенченех ӗҫе юратма вӗрентесси, тӗрӗс хаклӑхсене ӑса хывма пулӑшасси тӗп ҫул-йӗрсен шутӗнче.
Чи хастарринчен тӗслӗх илмелле // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11522-ch ... kh-ilmelle
Кӑнтӑрлахи кану хыҫҫӑн сапантуй курма тесе тухнӑ хан улӑхра хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче кӗҫӗн ывӑлӗсем кӗрешнине пӑхса тӑратчӗ.
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӗр ачаран ыйтрӗ те пулас ку камсен килӗ тесе, вара майӗпен кӗҫӗн алӑк питӗркӗчне пӑрса уҫрӗ.
1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Микиш та, унӑн тусӗсем те манран темиҫе ҫул кӗҫӗн, апла пулин те вӗсем кун пек ырӑ ӗҫ тума ӑс тупнӑ, куншӑн вӗсене мӗнле мухтамӑн-ха.
«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.
Вӑрман касакансен урисем тӗрленӗ пӗртен пӗр сукмак Кӗҫӗн Ҫавал хӗррине илсе анать.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
— Павӑл кумӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Май уявне килнӗ, — типсе хытнӑ чӗлхине аран-аран вылятрӗ Ваҫлей.
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
Степановсен ывӑлӗсенче те, акӑ, пӗр-пӗрне пулӑшасси кӗҫӗн ҫулсенчех хывӑннӑ.
Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche
Кӗҫӗн ҫулсенче кӑна пулсан та вӗсем аслисем пекех пур енӗпе те маттур.
Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk
42 ҫулти хӗрарӑма кӗҫӗн суд приставӗ асӑрхаттарнӑ-ха, анчах кӑмӑлсӑр хӗрарӑм хӑйӗн тарӑхӑвне шӑнӑҫтарайман, ҫавна вӑл усал сӑмахпа палӑртнӑ.
Суда чӗннӗ хӗрарӑм усал сӑмахпа перкелешнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33525.html
Унӑн кӗҫӗн юлташӗ Андрей Кузьмин ҫӑмӑл виҫеллӗ атлетсен хушшинче пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарчӗ.
Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.
Денис та ӑшпиллӗ ҫемьене манмасть, тунсӑхласанах кӗҫӗн шӑллӗ пурӑнакан киле ҫул тытать.
Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.
Людмила Сидоровнӑпа Николай Гаврилович халӗ 10 мӑнукӗпе тата кӗҫӗн 4 мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.
Ершовсен 5 ача: Люда педуниверситетра пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн классене вӗрентет, Люба полиграфиста вӗренсе тухнӑ, халӗ - суту-илӳ ӗҫченӗ, Саша Ҫӗрпӳри совхоз-техникумран вӗренсе тухнӑ, газ уҫлакан станци водителӗнче тӑрӑшать, Инна тата Алина амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ: иккӗшӗ те Шупашкарти коопераци техникумне вӗренсе пӗтернӗ, пӗри - уйрӑм предпринимательте, тепри Трак вӑтам шкулӗнчи хатӗрленӳ класӗнче воспитателе пулӑшаканра ӗҫлеҫҫӗ.
50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.
Пӗлтӗр, акӑ, кӗҫӗн хӗрпе Крыма кайса килтӗмӗр, 4 ҫул каялла аслипе пулнӑччӗ унта.В прошлом году, вот, мы с младшей дочерью съездили в Крым, где 4 года назад побывали со старшей.
Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.
— Илтместӗп, хытӑрах кала! — пырне хыртарса кӑшкӑрнӑ Григорьевран та кӗҫӗн прапорщик.
III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Исаково (Кӗҫӗн Шетмӗ) вулӑсӗнчи чӑвашсем халӑх вӑйӗпе суха тума килӗшме мар, Гарткевич калаҫнине те итлесшӗн пулман.
Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫав ӗҫ валлиех Ӗтӗрне уесӗнчи Ассакасси, Упи, Кӗҫӗн Шетмӗ, Чермӗш вулӑсӗсенче пурнакансем ҫын пуҫне вунпилӗк, ҫирӗм, ҫирӗм пилӗкшер пус укҫа пуҫтарнӑ.
Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.