Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллӑн сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑллӑн (тĕпĕ: кӑмӑллӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Е, мӗн чухлӗ укҫа, тетӗн-и? — ыйтать вӑл кӑмӑллӑн кулкаласа.

— А? Сколько денег? — переспрашивал он с простодушной улыбкой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Федораш хӑйӗн хӑнӑхнӑ йӑлипе пиччӗшне ятлама тытӑнчӗ, анчах Яков ку хутӗнче ӑна кӑмӑллӑн кулкаласа пӳлчӗ:

Федораш, по обыкновению, принялся отчитывать брата, по на этот раз Яков прервал его, улыбаясь:

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Трансмисси… — мӑкӑртатрӗ вӑл, шӑллӑ чугун катӑкӗ ҫине кӑмӑллӑн, хӗпӗртенӗн пӑхкаласа.

Трансмиссия… — пробормотал он, словно с чувством признательности глядя на зубчатый кусок чугуна.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шалти пӳлӗмрен Кӗҫтук ашшӗ, «пуян Ваҫинкка», кӗске хура сухалне мӑнаҫлӑн шӑлкаласа, кӑмӑллӑн кулкаласа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Авӑк куҫ харшисем айӗнчен пысӑк хура хӑмӑр куҫӗсем кӑмӑллӑн, кӑштах салхуллӑн пӑхаҫҫӗ; вӗсенче ватӑ ҫын ӑсӗ те, ҫунатлӑ шухӑш та, чун илемӗ те курӑнать; унӑн пӗтӗм килӗшӳллӗ сӑнӗ темле пысӑк хавхаланупа ялкӑшса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Акчуров кӑмӑллӑн ялкӑшса кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ну, юрӗ, Алечка, — терӗ вӑл кӑмӑллӑн.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ҫӑка патакӗ ҫӳлерех хӑпарнӑ: ыран уяр пулать, а сирӗн «пӳре-покотӑ» ҫумӑр пулать, терӗ, — мӑн кӑмӑллӑн пӗлтерчӗ Шӑрт.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Волонтер» чӑнласах фронтри траншейӑсенче сивве тӳсме хӑнӑхать иккен», — шухӑшласа илчӗ хӗр, ун ҫине кӑмӑллӑн пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хуралҫӑ манпа калаҫнӑ хушӑра арӑмӗ ҫине темиҫе хутчен те кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сана кунта тивекен ҫук! — кӑмӑллӑн калаҫрӗ унпа Тимофей Михайлович.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫав хута алла илсен, вӑл ман ҫине кӑмӑллӑн пӑхса:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӳрте кӗрсенех кӑмӑллӑн алӑ пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Микула ҫывӑх юлташӗсемпе чунне уҫса калаҫнине те, халӑхпа кӑмӑллӑн халапланине те эпир курсах каймастпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Кӑмӑл тусан, атя хам пата! — Микула иккӗленнине туйсан, кӑмӑллӑн кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Палламан ҫын хӑйпе ҫакнашкал кӑмӑллӑн калаҫни Микула чӗрине ҫемҫетрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Усал хутшӑнтарчӗ-и мана ку ӗҫе?» — вӗчӗрхенсе шухӑшларӗ те вӑл, ирӗксӗрех ыр кӑмӑллӑн курӑнма тӑрӑшса: — Степан Иванович, ахалех хумханатӑн. Сан мӑнукна ят хурас мар текен ҫук. Лайӑхрах хатӗрлӗр тесе ҫеҫ каларӑм. Хатӗрлесе ҫитернӗ-тӗк, хуран патне пырӑр. Кӗҫех ят хума пуҫлатӑп! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Праски те, Анук шӑртланнине илтмен пек, кӑмӑллӑн курӑнма тӑрӑшса: — Кин, кин… Иксӗр мӑшӑрланса пурӑнма пуҫласан, юрату та килӗ. Эпир те ашшӗпе, хӗрпе каччӑ чухне, пӗр-пӗрне пӗлмен. Мӑшӑрлантӑмӑр та чунтан юратакан пултӑмӑр. Ак ӗнтӗ вӑтӑр ҫула яхӑн килӗштерсе пурӑнатпӑр. Эсир те ҫавах пулӑр. Сӗтел хушшине лар та пирӗн ҫӑкӑра ҫыртса пӑх, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлташӗ кӑмӑллӑн кӗтсе илни Микулана кӑштах лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑмӑлӗ тилӗрнипе тӑнпуҫӗ сӗрӗм лекнӗ пек пӑтранчӗ пулсан та, кил хуҫисем ӑшӑ кӑмӑллӑн йышӑнманнине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех