Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмака сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмака (тĕпĕ: кӑмака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑкшӑмри сӑри те кӑмака умӗнчех.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тулнӑ тирӗке кӑмака умне кайса лартрӗҫ те хӗрсем сӑхмавӗсене хывса малти сак ҫине купаласа хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье, хӑй мӗн тӑвасса пӗлмесӗр, кӑмака умне турчка кайса илчӗ те упӑшкине ҫурӑмӗнчен туртса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑмака умӗнче, ҫӑра пӑс кӑларса, витре кӗрекен пӑхӑр сӑмавар ларать.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— А-а… — чӗлӗмне шаккамасӑрах кӑмака умне хурса, пирне ярса тытрӗ Ваҫухха.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун ҫийӗнчи улача кӗпипе пуҫне сырнӑ сурпанӗ, нихҫан шыв курманскерсем, кӑмака ҫӑварӗ тӗслӗ курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лӑкӑш-лакӑш ҫӑпаталлӑ урисене сӑтӑрса, чӗлемне мӑкӑрлантарса, кӑмака умӗнчен Ваҫухха тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл тӳсеймен енне ӳсӗрсе янипе: — Кам этемми ывӑлӗ-хӗрӗ килчӗ ҫавӑнта? — хӑрӑлтатнӑ сасӑ илтӗнчӗ кӑмака умӗнче.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сылтӑм енче чӑланпа кӑмака.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл вуттине хыпалансах кӑмака умне купаласа хучӗ, ҫӗтӗк сӑхманне хывса, ҫине алӑк патӗнчи пӑтара ҫакӑнса тӑракан самаях хӳхӗм пальто тӑхӑнчӗ, ҫӗлӗкне улӑштарчӗ, «эпӗ ҫил пек хӑвӑрт» терӗ те пӳртрен тухса та кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав карҫинккуна ил те тӑп-тулли тултарса кил, — терӗ Сахар, кӑмака умӗнчи вут-шанкӑ хунӑ кивӗ карҫинкка ҫинелле кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑнасене сӗтел ҫывӑхнерех иртсе ларма сӗнчӗ, хӑй хуралса кайнӑ кивӗ кӑмака хыҫне кӗрсе, темскер кӑштӑртатма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта, пысӑк кӑмака умне, икӗ урай хӑмине татса, путвала анса хӑпарма тӑваткӑл алӑк тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье кӑмака умӗнче аппаланать.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар вӑраннӑ тӗле чылай ҫӳле хӑпарнӑ хӗвел ҫути пахча енчи чӳречерен кӗрсе кӑмака ҫине ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта кӑмака мар, тем урӑххи пур…

Куҫарса пулӑш

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӑшӑрӗ кӑмака умӗнче хӑйӑ чӗрсе аппаланать.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Патшалӑх панӑ лайӑх йывӑҫран Хветут ҫемйи пура та пуралаттараймарӗ, хӑма та ҫуртараймарӗ, ҫурт лартса, кӑмака хутса ӑшӑ пӳрте те кӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хветут ҫав вӑхӑтра кӑмака патӗнчи сӗтел умне ҫитсе тӑчӗ, четвӗрт кӗленчине уҫса ҫавӑнтах пӗр стакан тултарса ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сайралма пуҫланӑ ҫӳҫӗ-пуҫӗ тусӑлса ан кайтӑр тесе, пуҫне пӳрне сарлакӑш пушӑт кӑшӑлӗ тӑхӑннӑ Усли пушмак юсаса ларнӑ хушӑра Хветут карчӑкӗ тӗпелти кӑмака умӗнче айланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех