Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗсем (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрӗн хуп-хура куҫӗсем именчӗклӗн йӑлкӑшса илчӗҫ, вӑл хулпуҫҫи ҫине усӑнса аннӑ кӑпӑш ҫӳҫне ҫурӑмӗ хыҫнелле ывӑтрӗ те йӗкӗте хирӗҫ тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Тӑхта, Сима, — хӗре аллинчен асӑрханса тытрӗ каччӑ, салхуллӑрах куҫӗсем унӑн ӑшшӑн-ӑшшӑн пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫутӑрах хӑмӑр куҫӗсем каччӑн йӑлкӑшаҫҫӗ кӑна, хӗрачанни евӗр ҫӳхе тутине писев сӗрнӗ тейӗн, хӗп-хӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ӑна кура хӗрсен те куҫӗсем шывланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Унӑн хура хӑмӑр куҫӗсем салхуллӑ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Полина сывлать-ха, анчах вӑл палатӑна кӗнисене курмасть те пулас, куҫӗсем хупӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петровичӑн куҫӗсем тӗтреленчӗҫ, мӗн пулнине ҫаплипех ӑнланасшӑн мар пулса, вӑл выртаканни патне ҫывхарчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл шап-шурӑ шуралса кайнӑ, куҫӗсем чарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Полинӑн сӑн-пичӗ ҫуталчӗ, тӗксӗм кӑвак куҫӗсем упӑшки ҫине ачашшӑн пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗр каччӑ кӑкӑрӗ ҫумне пуҫне чикрӗ, юхса аннӑ куҫҫульне пӑхмасӑрах куҫӗсем телейлӗн ялкӑшрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Полинӑн кӑн-кӑвак куҫӗсем савӑнӑҫлӑн йӑлкӑшрӗҫ, тӗксӗмрех сарӑ ҫӳҫӗ вӗл-вӗл вӗҫсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Унӑн симӗсрех куҫӗсем хӗр ҫине вылянчӑклӑн пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Владимир Сергеевичӑн куҫӗсем ҫилӗллӗн ҫуталса илчӗҫ, кӑвак халат ҫийӗн тухса кайнӑ кӗпе ҫухавине кӗрен тӗслӗ мӑйӗ ҫине хыпаланчӑклӑн вӑрт-варт майласа хучӗ те хӑй умӗнчи каччӑна халӗ кӑна курнӑ евӗр аялтан ҫӳлелле вӑраххӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— А мӗн, юлма та пулать, ҫӗнӗ мастер куҫӗсем кӑна мӗне тӑраҫҫӗ, пӗрре пӑхсан, чуну ҫӳл тӳпене вӗҫсе хӑпарӗ, — кулкаларӗ Люба, — субботник кунӗ вӑл уйрӑмах килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хура хӑмӑр куҫӗсем ҫын ҫине тӳррӗн пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пысӑк мар кӗлеткеллӗ Лидӑн хӑмӑр куҫӗсем вӑтанчӑклӑн пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Чим-ха, кама аса илтереҫҫӗ-ха унӑн куҫӗсем?

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Маска ҫыхнӑ пирки унӑн куҫӗсем кӑна курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Ҫӑмламас куҫ харшисем айӗнчен тӗксӗмрех кӑвак куҫӗсем ҫивӗччӗн пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Ленӑн хуп-хура куҫӗсем хӑй сисмесӗрех кӗмӗл мерчен пек куҫҫулӗпе тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех